Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.8 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: художниксем

Персона
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Элли Юрьев пултарулӑх йывӑҫҫи» ятлӑ курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литература тата ӳнер енӗре патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Элли Юрьев (1936-2001) – XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи Чӑваш Енӗн ӳнер ӗҫӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ. Унӑн еткерлӗхӗ хӑватлӑ йывӑҫ пекех.

Элли Михайлович 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Тбилиси патшалӑх ӳнер академийӗн ҫырулӑх факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (1964).

Куравра Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн коллекцийӗнчи ҫырулӑхпа графика ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.

Художник ҫутҫанталӑк илемӗпе хавхаланнӑ. Элли Юрьев таса тӳпене тата шурӑ пӗлӗте сӑнлама кӑмӑлланӑ.

Унӑн Раҫҫейре, Европа тата Ҫурҫӗр Африка ҫӗршывӗсенче пулнӑ чухне тӑрӑх ҫул ҫӳревӗсенче тунӑ ҫул ҫӳрев тӗрленчӗкӗсем те кӑсӑклӑ та интереслӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.

Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.

Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Александр Федосеев художник куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

Александр Михайлович Чӑваш Енӗн Художниксен союзӗн хастар членӗ пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫав пӗрлешӗве председатель пулса ертсе те пынӑ. Вӑл республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри куравсене хутшӑннӑ, хӑйӗн опычӗпе ҫамрӑк художниксене паллаштарнӑ. Александр Федосеев чылай ҫул Шупашкарти ӳнер училищинче преподаватель пулса тӑрӑшнӑ.

 

Персона
www.liveinternet.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.liveinternet.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Лукиянов художника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Николай Михайлович 1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Йошкар-Олари ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан тӗрлӗ ҫӗрте художник-оформительте, ҫурт-йӗр дизайнерӗнче тӑрӑшнӑ. 1980 ҫултанпа вӑл Патӑрьелте ӗҫлесе пурӑнать.

 

Персона
Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташне Сергей Плешкова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ художникӗ» ят панӑ.

Сергей Плешков Шупашкарта 1955 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – скульптор-анималист. Богородскри техника училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1979 ҫулта Чӑваш Енри художниксен союзӗн художество фондӗнче художник-оформительте ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-170179245_10221
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит курма чӗнеҫҫӗ. Пушкӑрт драматургӗн Флорид Буляковӑн пьесипе лартнӑ премьерӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

Спектакле чӗнсе илнӗ режиссёр, Удмурт Республикин халӑх артисчӗ Алексей Ложкин лартнӑ. Спектакле илемлетекенни — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӗшӗнче Станислав Юхтар художникпа тӗлпулу иртӗ.

Вӑл — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Нестӗр Янкас премийӗн лауреачӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ. Тӗлпулӑва художникӑн 65 ҫулхине халалланӑ.

Станислав Михайлов (Юхтар) 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 40 ҫула яхӑн рисовани, ӗҫ, черчени учителӗнче тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, темиҫе шкулта директор пулса тимленӗ.

Станислав Николаевич — этнофутурист. Вӑл истори, культура темине, чӑваш мифологине юратать. Кӗнеке графикипе геральдика хайлавӗсен авторӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн, Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗн, Раҫҫей халӑх учителӗн, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин хастарӗн Анатолий Яковлевӑн «Путешествие к истокам» куравӗ ӗҫлет. Экспозицие чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Курава уҫнӑ ҫӗре культура, ӳнер тата вӗренӳ ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине тӗпе хурса тимӗртен хатӗрленӗ япаласене, Иван Яковлева, Ҫеҫпӗл Мишшине, Андриян Николаева халалланӑ ӗҫсене, чӑвашла тумланнӑ хӗрарӑмсен портречӗсене тата ыттине тӗлӗнсе тишкернӗ.

 

Ӳнер
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Вячеслав Миловӑн «По лабиринту моего пути» кураве уҫӑлӗ. Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра 16 сехетре пуҫланӗ. Курава художник ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Экспозици 80 ытла живопись ӗҫӗнчен тӑрӗ. Вӗсене автор реализм тата абстракт стильсемпе ӳкернӗ. Картинӑсем урлӑ художник чунне уҫса парать, тӗнче нумай енлине кӑтартса парать.

Вячеслав Милов 1955 ҫулти ута уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи арзамас хулинче ҫуралнӑ. Чӑваш пединститутӗнчи художествапа графика факультетӗнчен вересне тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта художник-оформитель, изобразительнӑй ӳнер учителӗ пулса ӗҫленӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Шупашкарти ӳнер музейӗнче унтан кӑҫал вӗренсе тухнисене чысланӑ. Пурӗ 59 ҫамрӑк дизайнерпа художник дипломне илнӗ.

Дипломлӑ специалистсене саламлама республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пырса ҫитнӗ. Пиллӗкпе ҫеҫ вӗреннисене вӑл дипломсемпе хавхалантарнӑ.

Училище директорӗ Владимир Ануфриев саламлан, ӳнер училищине ан манса кайӑр, килсех ҫӳрӗр тесе чӗнсе каланӑ май такӑр ҫул суннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 16
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 12

1907
119
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
106
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
98
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй