Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн, Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗн, Раҫҫей халӑх учителӗн, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин хастарӗн Анатолий Яковлевӑн «Путешествие к истокам» куравӗ ӗҫлет. Экспозицие чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава уҫнӑ ҫӗре культура, ӳнер тата вӗренӳ ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине тӗпе хурса тимӗртен хатӗрленӗ япаласене, Иван Яковлева, Ҫеҫпӗл Мишшине, Андриян Николаева халалланӑ ӗҫсене, чӑвашла тумланнӑ хӗрарӑмсен портречӗсене тата ыттине тӗлӗнсе тишкернӗ.