Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Чӑваш Енри художниксен союзӗн графика хайлавӗсен «Графика - 2025» куравӗ уҫӑлӗ.
Курава йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, графика кирек мӗнле ӳнер енӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Графика – сӑнарлӑ ӳнерӗн чи авалхи тӗсӗ-мӗн. Художниксем паян та графикӑна кӑмӑллаҫҫӗ.
Куравра тӗрлӗ техникӑпа тата жанрпа хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсен авторӗсем чӑваш тата Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗсем, Раҫҫейӗн художество академийӗн член-корреспонденчӗсем тата ҫамрӑк авторсем.