Патӑрьел районӗнче хура вӑлча туса илме тытӑнасшӑн. Ирина Кошкина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл муниципалитетри фермер хуҫалӑхӗсемпе паллашнӑ.
Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Ферид Чабатов фермер ял хуҫалӑх культурисем ӳстернипех ҫырлахмасть. Вӑл 70 метр тӑршшӗ хупӑ бассейнра 5 ҫул ӗнтӗ пулӑ ӗрчетет. Фермер каланӑ тӑрӑх, вӑл 8 пине яхӑн пулӑ ӗрчетет. Ҫӗкӗ те пур, осетр та. Форель ӗрчетме уйрӑм пӗве чавнӑ. Ҫитес ҫул фермер хура вӑлча туса илме пуҫласшӑн.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.
Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.
Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.
Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.
Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.
Шупашкар районӗнчи фермер Евгений Майоров тӗве ҫемйинчи чӗрчуна – альпака – ӗрчетме шухӑшланӑ. Тупӑш тӑвасшӑн мар вӑл, чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ тытать вӗсене.
Фермер альпака унччен те усрама хӑтланнӑ-ха. Анчах чӗрчунсене конфискациленӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ документсем пулман, инстанцисем витӗр тухман.
Иккӗмӗш хутӗнче Евгений Майоров Анапӑран 3 альпак илсе килнӗ. Шел те, аҫи вилнӗ. Икӗ ами вара халӗ йыш хушнӑ. Вӗсене Мартин тата Фаина ят панӑ.
Альпакӑн ҫӑмӗ паха. Вӗсем кунта утӑ, комбикорм ҫиеҫҫӗ, симӗс курӑк юратаҫҫӗ. Анчах кашни ҫур ҫулта вӗсен шӑлне хӑйрамалла.
Маларахри хыпарсенчен пӗринче эпир депутатсен тата тӳре-шаран хӑйсен тупӑшне халӑхран пытармалла маррине пӗлтернӗччӗ.
Деклараци компанийӗ вӗҫленчӗ те, «халӑх тарҫисем» мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнипе паллашма пулать. Александр Белов журналист сӑнанӑ тӑрӑх, Вӑрмар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пирки: «Миллионерсен клубӗ», — теме те юрать.
Унта Владимир Иванов депутат тата фермер 52,5 миллион тенкӗ тупӑш курнӑ. Ҫавӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха кӑтартни ултӑ страница йышӑннӑ. Геннадий Ямуков фермер пӗлтӗр 58 миллиона яхӑн тупӑш илнӗ. Николай Иванов фермер декларацийӗнче — 17 миллиона яхӑн. Вӗсен виҫҫӗшӗн тупӑшӗ Вӑрмар районӗ пӗлтӗр хӑй тӗллӗн тупӑш курнинчен икӗ хут пысӑкрах.
Чӑваш Енри В. Журавлев ятлӑ фермер ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрушӑн пӑшӑрханса «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫыру шӑрҫаланӑ.
Алла ручка тытнӑ фермер Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӳпкелеме пӑхни сисӗнет. Михаил Васильевич сӑра вӗретмелли урпа ӳстермелле тесе темиҫе ҫул каялла «мӗнпур кӗтесре» каланӑ имӗш.
«Пӗтӗм республика, ҫав шутра эпӗ те сӑра вӗретмелли урпа туса илме тытӑнтӑмӑр. Анчах ӑна эпӗ те, ыттисем те пӗр килограмм та вырнаҫтарайман. Сӑра вӗретмелли урпана выльӑха панӑ», — шӑрҫаланӑ фермер.
Унтан вӑл сӑра вӗретмелли тата фуражлӑх урпана апат единици виҫипе танлаштарса кӑтартнӑ. Иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑх 10 процент-мӗн. Ҫакӑ республикӑри хресчене миллионшар тенкӗ тӑкака кайса ларнӑ пулать.
Фермера ӗненсен, халӗ Михаил Васильевич тата урӑх йышши ял хуҫалӑх культурисем туса илме калать-мӗн. Анчах В. Журавлев Элтепер хыҫҫӑн каймалла мар тени туйӑнать.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑранпа ыран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, 87 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа редакци ӗҫченӗсене, калем ветеранӗсене, обществӑлла корреспондентсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламланӑ.
Редакци пуҫарӑвӗпе йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурса та унта пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫал 15-мӗш хут иртнӗ.
Хальхи конкурса 9-ӑн хутшӑннӑ. Чи нумай сасӑ пуҫтарса «Ҫулталӑк ҫынни — 2017» ята районти «Нектар» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Николай Пирожков тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-фермера район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Александр Козлов саламланӑ. Малашне те пысӑк ҫитӗнӳ тума ӑна хастарлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват суннӑ, Хисеп хучӗ тата асӑнмалӑх парне панӑ.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 72 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Вӗсен савӑнӑҫӗ чикесӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ялта асӑну палӑкӗ уҫӑлнӑ.
Ку парне — Решид Санзяпов фермерӑн. Вӑл пулӑшнипе Чӑваш Ишекӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ.
Митинга шкул ачисем, вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, хӑнасем пухӑннӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шел те, фронтовиксен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫал Патӑрьел районӗнче 30 ветеран ҫеҫ Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр вырӑнта ятарлӑ автоматсем сӗт сутассине темиҫе ҫул каяллах йӗркеленӗччӗ. 2013 ҫулта ӑна пӗр фермер (рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл Чехире 8 сӗт автомачӗ туянса тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи ҫак продукцие ҫынсӑрах сутакан хатӗрсене фермер Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара вырнаҫтарнӑ.
Фермерӑн кунне 1,5-е яхӑн тоннӑна сӗт сутӑнать. Пӗр литрӗшӗн вӑл 35 тенкӗ ыйтать.
Фермер ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗткоматсене тин ҫеҫ сунӑ продукци кунсерен пырса тӑрать. Ӑна талӑкӗпех туянма пулать. Сӗте фермер Тӑвай районӗнчи хуҫалӑхран илсе килет-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 12 автомат вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — тӑваттӑ. Туянас текенсем тата йышлансан ӑслӑ аппарата усламҫӑ-фермер тата та туянма хатӗр.
Вӑрнар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем машинӑпа трактор паркне ҫӗнетес енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр район автопаркӗ 28 техникӑпа пуянланнӑ. Пӗтӗмпе 60 миллион тенкӗлӗх туяннӑ.
Кӑҫал вӑрнарсем ял хуҫалӑх техникине 10 миллион та 195 пин тенкӗлӗх илнӗ. К.Маркс ячӗллӗ ЯХПК АКМ-9 кормораздатчик туяннӑ. «Янгорчино» ЯХПК культиватор тата кормодробилка илнӗ. «Победа» ЯХПК тата «Броневик» ЯХПК та парка ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнӑ.
Нумаях пулмасть «Мураты» ЯХПК ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Джон-Дир 6150 М трактора вӗсем хӑйсен укҫипе илнӗ. Уншӑн ЯХПК 6 миллион та 322 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫӗнӗ трактор акана кӗҫех тухӗ.
«Мураты» ЯХПК аталансах пырать. Унӑн ертӳҫи Геннадий Спиридонов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ техника ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пулӑшать.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса илекен сухан вӑрлӑхӗн 30 проценчӗ — асӑннӑ мунципалитет тӳпи. Ҫакӑн пирки вӑл юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районта пулнӑ чухне каланӑ. Ҫав кун вӑл тӑрӑхри Валерий Кузнецов пахчаҫимӗҫ упрамалли ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑна патӑрьелсем ултӑ усравлӑх хута янӑ.
Валерий Кузнецов фермерӑн акса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ 150 гектар йышӑнать. Ҫав шутран 10 гектар ҫинче фермер сухан вӑрлӑхӗ ӳстернӗ. Вӑрлӑха Амур, Свердловск, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр тата Челепи облаҫӗсене ӑсатать. «Пирӗн районта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ мал ӗмӗтлӗ те талпӑнуллӑ фермер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |