Патӑрьел районӗнче хура вӑлча туса илме тытӑнасшӑн. Ирина Кошкина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл муниципалитетри фермер хуҫалӑхӗсемпе паллашнӑ.
Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Ферид Чабатов фермер ял хуҫалӑх культурисем ӳстернипех ҫырлахмасть. Вӑл 70 метр тӑршшӗ хупӑ бассейнра 5 ҫул ӗнтӗ пулӑ ӗрчетет. Фермер каланӑ тӑрӑх, вӑл 8 пине яхӑн пулӑ ӗрчетет. Ҫӗкӗ те пур, осетр та. Форель ӗрчетме уйрӑм пӗве чавнӑ. Ҫитес ҫул фермер хура вӑлча туса илме пуҫласшӑн.