Патӑрьел районӗнчи Куславкка ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшенче хӗрарӑмӑн упӑшки мопедпа шлемсӑр ярӑннӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ. Вӗсем мотоциклиста чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан тапса сикнӗ. Пакунлисем хыҫран хӑваланӑ. Арҫын хӑйӗн килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ. Унта хайхин арӑмӗ сиксе тухнӑ, пакунлисемпе хирӗҫме тытӑннӑ. Тарӑхнипе вӑл вӗсенчен пӗрин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ.