ЧР Транспорт министерствине 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пирки Правительство сайтӗнче хыпарланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков 2021 ҫулта Чӑваш Енри резерв фончӗн пӗр пайне, 20 миллион тенке, Транспорт министерстви валли транспорт реформи йӗркелеме уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Тӳре-шара пӗр операторпа тата пӗрлехи билетсемпе сет йӗркелесшӗн, парка ҫӗнетесшӗн, брутто-килӗшӳсем тӑвасшӑн.
Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ.
Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм икӗ хутчен улталаннӑ. Иккӗшӗнче те «МММ» компание пула. Пӗрремӗшӗнче — ҫав ушкӑна укҫа хурса, тепрехинче — укҫана каялла илес тесе.
Пӗр кунхине ун патне палламан этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе «МММ» компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Эпир хӑй вӑхӑтӗнче улталаннӑ ҫынсене укҫа тавӑрса парассипе ӗҫлетпӗр тесе каланӑ. 65-ри хӗрарӑм компанин акцине темиҫе ҫул каялла, чӑн та, туяннӑ. Укҫана тавӑрас тесен 23 пин тенкӗ комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кӑштахран ӑна 700 пин тенкӗлӗх сертификата 64 пин тенкӗпе туянма сӗннӗ. Вара хӗрарӑм сисчӗвленнӗ, тек укҫа куҫарса паман.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен.
Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ.
Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман.
Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм банк ӗҫченӗсене те, йӗрке хуралҫисене те шанман. Ултавҫӑсене вара ӗненнӗ. Лешсем ӑна банк тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тесе каланӑ та...
Ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яма ӑстаскерсем хӗрарӑма унӑн ячӗпе такамсем кредит илесшӗн, укҫана хӑрушсӑр счетсем ҫине куҫармалла тесе суйнӑ. Хӗрарӑма ӗнентерме «йӗрке хуралҫи» суя удостоверени те ӳкерсе ярса панӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм банка васканӑ, унта вӑл хӗрӗ валли кредит илме васкавлӑ укҫа кирлӗ тесе хӑйӗн 4 миллион тенкӗ укҫине илнӗ. Ҫав укҫа хӗрарӑма ашшӗ вилсен юлнӑ иккен.
Банкра ӗҫлекенсем такамсем улталамаҫҫӗ-и тесе чарма пӑхнӑ, йӗрке хуралҫисене те чӗннӗ. Лешсем никам та шӑнкӑравламан-и тесе хытах кӑсӑкланнӑ. Банкра ӗҫлекенни кайран макӑрмалла ан пултӑр тесе те асӑрхаттарнӑ.
Хӗрарӑм никама та итлемен. Унран та ытларах — тепӗр 5 банкра 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Мӗнпур укҫана, пурӗ 7 миллион тенкӗ ытла, такамсене куҫарса панӑ.
Чӑваш Енӗн Кӗнеке издательствинче хӑш-пӗр кӗнекене Мускав укҫипе кӑларӗҫ. Федераци субсидине «пурнӑҫӑн вулакан сӑнарне» ҫутатса паракан литературӑна кун ҫути кӑтартма уйӑраҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, укҫа-тенке вулав культурине халӑхра сарма, халӑхсен хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварма параҫҫӗ.
Федераци укҫипе Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Праски Виттин «Молитва в цвете» кӗнеке-альбомне, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков» ӑслӑлӑхпа популярлӑ очеркӗсене, Юрий Ювенальевпа Сергей Ювенальевӑн «Музыкальное искусство и народная скульптура суваро-булгар – предков чувашей» кӗнеке-альбомне, Владимир Алмантайӑн «Суваро-булгарские имена и их значение» тӗпчевне пичетлӗҫ.
Раҫҫей Правительстви регионсене 85 миллиард тенкӗ пайласа парӗ. Ку укҫа сывлӑх сыхлавӗ валли кайӗ. Хушӑва премьер-министр Михаил Мишустин алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ене 742 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫа страхлав медицина пулӑшӑвӗ валли те пулӗ. Пӗр пайӗ кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн кайӗ.
Сӑмах май, кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа Раҫҫей Правительстви регионсене вируспа кӗрешмешкӗн пӗрре мар укҫа уйӑрнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ 4 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл тепӗр 3,5 милллион кредит илсе каллех ултавҫа панӑ. Ҫапла вӑл 7,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Ку ӗненнӗ, часрах банка чупнӑ, 4 млн тенке илнӗ. Банк ӗҫченӗ иккӗленнӗ, хӗрарӑм хӗрӗ валли хваттер илетӗп тесе улталанӑ. Банк ӗҫченӗ пурпӗрех ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ, кун пирки полицие те пӗлтернӗ. Вӗсем унпа калаҫсан та хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кайран вӑл тепӗр 3,5 миллион тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |