Яланах мар та, анчах ыранпа шӑматкун ҫул-йӗр инспекторӗсем «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнсем» профилактика мероприятийӗ иртнӗ май ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑсӑррисен хӳттине кӗрессе шанма пулать. Республикипех иртекен акци вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсем уйрӑмах йышлӑ каҫакан вырӑнсенче пӑхса тӑма шантараҫҫӗ.
Ятарлӑ акци ирттерни ытахальтен мар. Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине пӗлтӗр машинӑсем 606 хутчен пырса кӗнӗ. Инкекре 74 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 559-ӑн суранланнӑ.
Ҫул-йӗр правилине ҫуран ҫӳрекенсем хӑйсем те пӑхӑнманни пулкалать. Вӗсене пула 280 инкек сиксе тухнӑ. Сарӑмсӑрлӑха пула 48 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 237-ӗн суранланнӑ.
Чӑваш Енре референц станцисен сетьне тӗрӗслеттермелле хута янӑ. Хальхи вӑхӑтра ITRF 2005 координатлӑ тӳрӗ кӗтеслӗ геоцентр тытӑмӗ ҫумне ҫыхӑнтарнӑ сеть тест режимӗпе ӗҫлет.
Вырӑнти координатӑпа проектӑн каярах тапхӑрӗнче ҫыхӑнтарма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Куславкари, Улатӑрти, Етӗрнери тата Патӑрьелти референц станцисене вырнаҫтарса пӗтернине аса илтерет. Вӗсем республикӑн мӗнпур территорине тӗп-тӗрӗс палӑртма май парать.
Референц станцийӗсен кӑтартӑвӗсем кадастр инженерӗсемпе геодезистсене уйрӑмах кирлӗ. Кун валли оборудование ҫакӑн пек йӗркелеме сӗнеҫҫӗ:
IP-адрес: 195.2.214.115
Порт: 2101
Протокол: NTRIP
Хыпарсене ямалли – NMEA GGA.
Формат – RTCM3.
Ӗҫе кӗртмелли точкӑсем:
ALL_ RTCM3
Nearest_ RTCM3
ALAT_RTCM3
BATR_ RTCM3
CHEB_ RTCM3
KANA_ RTCM3
KOZL_ RTCM3
SHUM_ RTCM3
YADR_ RTCM3
Тытӑма тӗрӗслемелли тапхӑр валли учет ҫыравӗ хатӗрленӗ, вӑл 10 пӗр пек кӗрекене харӑс усӑ курма ирӗк парать. Килес ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗччен унпа кирек кам та усӑ кураять.
Усӑ куракан ячӗ: TestChR.
Юнашарах вырнаҫнӑ пулин те Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӑн ҫурчӗсем иккӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та шай ҫавсене ҫыхӑнтаракан, пӗр ҫуртран теприне каҫма май паракан переход купалаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума пурӗ 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсем унта епле пынине утӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пырса тӗрӗсленӗ. Хушма ҫурта «Эльбрус» ТМЯП хӑпартать. Ӗҫе вӗсем ҫурлан 15-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн. Сергей Артамонов ҫурта вӑхӑтра туса ҫитермелли пирки каланӑ, унсӑр пуҫне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ҫумри лаптӑка та хӑт кӗртмелле.
Ҫӗрпӳсем строительсен ӗҫне тӗрӗслеме ятарлӑ организацие те явӑҫтарнӑ — «НН-стройконтроль» ТМЯП ҫурта тӗрӗс хӑпартнине пӑхса тӑрӗ. Вӗсем кӑлтӑксене те тупма ӗлкернӗ имӗш, ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетме хушнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи шкулсене суд хушӑвӗпе килӗшӳллӗн видеосӑнавпа тивӗҫтерӗҫ. Кун пек тавӑҫпа асӑннӑ район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Лере прокуратура ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫапла вара Анастасово, Кудеиха, Напольнӑй шкулӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Семеновскинчи шкул суд йышӑну кӑларасса кӗтсе ларман – прокурор ыйтнине пурнӑҫланӑ.
Суда ҫитиччен прокуратура районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Видеосӑнав пурри терроризмран сыхлама пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Суд йышӑнӑвне вӗренӳ учрежденийӗсен кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Шупашкарти Питтукасси ҫӳп-ҫап купи инноваци технологийӗсене тӗрӗслемелли центр пулса тӑнӑ. Нумаях пулмасть хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ISP Group инжиниринг компанийӗн представителӗсемпе тӗл пулнӑ, унта республикӑна коммуналлӑ технологисен паркне тӗрӗслемешкӗн илсе килме калаҫса татӑлнӑ. Хальлӗхе шредерпа ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑна тӗрӗслесшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти ҫулсене тасатмашкӑн вакуумлӑ машина пылесос та ҫитмелле. Шредер ҫӳп-ҫап калӑпӑшне пӑхмасть — пӗтӗмпех пӑчкӑ кӗрпи евӗр ваклать. Сӗтел-пукана та, пластика та… Вӑл икӗ кунра турттарнӑ ӑпӑр-тапӑра 8 сехет хушшинче ваклама пултарать. Аван япала! Уйрӑмах — ҫуркунне. Ара, шӑпах халӗ экологи акцийӗсем пыраҫҫӗ, кунсерен 800 машина ҫӳп-ҫап турттараҫҫӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫак техникӑсене Шупашкар валли туянма пултарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Пенси фончӗн уйрӑмӗнче специалистсем ӗҫ вырӑнне юрӑхлипе юрӑхсӑррине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Аттестаци теҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапла хаклава тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ иккен.
Хальхинче ҫывӑх вӑхӑтра 180 ытла специалиста «ала» витӗр кӑлармалла. «Экзаменӑн» пӗрремӗш тапхӑрне, компьютера епле пӗлнине, пахаланӑ та иккен. Компьютерпа ӗҫлеме пӗлмен е аран-аран кнопка пусса ларакан ҫын ҫук иккен. Специалистсен халӗ теори ыйтӑвӗсене хуравламалла. Сӑмах май, Пенси фончӗн районти уйрӑмӗсенче тӑрӑшакансен пултарулӑхне те хаклӗҫ.
Аттестацие тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ иккен. Ун тӑрӑх кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ, пӗр ӗҫ вырӑнӗнчен тепӗр вырӑна куҫарнӑ тата специалистсене вӗрентнӗ чух шута илеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене.
Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ.
Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла».
Чӑваш Енре «Пысӑк калӑпӑшлӑ, йывӑр тата хӑрушӑ тиев» рейд иртмелле. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ун вӑхӑтӗнче ҫавӑн йышши машинӑсене тӗрӗслӗҫ. Вӗсем ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине пӑхнисӗр пуҫне вӗсен ятарлӑ хутсем пурипе кӑсӑкланӗҫ, хушма оборудовани пуррине асӑрхӗҫ.
Хӑрушӑ тиев турттаракан машинӑсене ятарлӑ паллӑсемпе тата пӗлтерӳ таблицисемпе тивӗҫтермелле. Пушара хирӗҫле хатӗрсем те пулмалла вӗсен. Тата ҫав машинӑсен водителӗсен Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ панӑ ятарлӑ ирӗк алӑра пулмалла.
Йӗркене пӑхӑнманнисене штрафлама ҫеҫ мар, ҫур ҫул таран правасӑр та хӑварма юрать.
«Щит тата меч» (чӑв. Хулкканпа хӗҫ) правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов тата правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри тепӗр 13 ҫын пӗрле пухӑнса ҫӗршывӑн Общество палатипе судлашасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑш патне вӗсем тӗрмесемпе колонисенчи лару-тӑрӑва пӑхса тӑракан обществӑлла сӑнав комиссийӗсен ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Ун йышши комиссисене Раҫҫейӗн 43 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Унта кӗмелли кандидатсене общество организацийӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ те тӗп йышӑнӑва Общество палати тӑвать.
Правӑна сыхлакансем Общество палати асӑннӑ комиссие кӗрес шухӑш палӑртнисене заявкисене пӑхса тухманшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн. Правӑна сыхлакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ палата вӑл е ку кандидата мӗншӗн сирсе хӑварнине ӑнлантарса тӑман пулать. Унтан та ытларах — кашни кандидата уйрӑммӑн пӑхса тухман, списокпа ҫирӗплетнӗ имӗш.
Йӗпреҫ районӗнче ҫак кунсенче ятарлӑ рейд иртет. «Ҫурт-йӗр —2013» ят панӑскер юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ та шӑп та лӑп пӗр уйӑха пырӗ. Ун вӑхӑтӗнче пушар хуралӗн ӗҫченӗсем, полицейскисем ял-ял тӑрӑх ҫӳресе йӗрке тӑвӗҫ. Ҫапла-ҫапла.
Вӗсем хӑвӑрт хӗмленекен япаласем ҫурт-йӗр йӗри-тавра йӑваланса выртманнине, хуралтӑсенче, ҫенӗкре плафонлӑ лампӑсемпе усӑ курнипе курманнине пӑхӗҫ. Кивӗ пӑрлаукпа усӑ куракансене ӑна васкавлӑн ылмаштармалли пирки асӑрхаттарӗҫ, мӑрьесен тӑрӑмне те хаклӗҫ, кил таврашӗнче пакур, кӗреҫе, витре тата ытти пулмаллине аса илтерӗҫ. Йывӑҫ тураттисем ҫутӑ пӑралукӗнчен пӗр метртан кая мар инҫӗшре пулмалли пирки те, тен, пурте пӗлмеҫҫӗ-тӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |