
Паянхи вӑхӑтра Тӗнче тетелӗсӗр этем хӑйӗн малалли пурнӑҫне курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мӗншӗн тесессӗн Тӗнче тетелӗ ҫынна самай усӑ кӳрет. Мӗн пур ыйтусен хуравӗсемпе, кулленхи хыпарсемпе тата ыттипе те тивӗҫтерме пултарать-ҫке вӑл.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Тӗнче тетелӗнче тата тепӗр ҫӗнӗлӗх йӑва ҫавӑрнӑ: малалла Шупашкарти троллейбуссен ҫӳревне online сӑнама пулӗ. Ҫӗнӗ ресурса Google карттин никӗсӗпе йӗркеленӗ.
Мӗнле усӑ кӳрет-ши ҫӗнӗлӗх? Тӗслӗхрен, ҫын чарӑнура обществӑлла траспорт кӗтсе тӑнӑ чухне хӑйне кирлӗ троллейбус халӗ ӑҫтарах пынине курма пултарать. Унсӑр пуҫне кунтах хулара пӑкӑланнӑ ҫулсене те асӑлхама май пур — ку хыпар уйрӑмах урапа водителӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа кӗрешекен кунта, Шупашкар хулинче «Сывлӑх троллейбусӗ» ятпа акци иртӗ.
Асӑннӑ акци пирӗн республикӑра пӗрремӗш хут иртмест. Иртнӗ ҫулсенче вӑл ӑнӑҫлӑ пулнине шута илсе ҫак япалана йӑлана кӗртме палӑртнӑ. Акци тӗллеве — хула халӑхне наркоми проблемипе паллаштарасси, усал лару-тӑрӑва хирӗҫ епле кӗрешмелли пирки каласа парасси.
Акци Хӗрле тӳремре 10:00 сехетре пуҫланать, 1, 15 тата 17-мӗш троллейбуссенче иртӗ. Хутшӑнакансем: Ачасен полици академийӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑксен «Сталь» патриотла юхӑмӗпе «Чӑваш Ен» фондӑн хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлекен яш-кӗрӗм.
Мероприятие йӗркелесе пыракансем — Раҫҫей Федераллӑ службин Чӑваш Енри наркомани ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управлени, Чӑваш Республикин прокуратури тата Шупашкарти Калинин районӗнчи наркоманипе кӗрешекен комисси.
