Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем час-часах тӗрлӗрен тӗллевсемпе республика тӗп хулине ҫул тытаҫҫӗ. Кашнинче маршрутлӑ таксипе, автобуспа е таксипе усӑ курни укҫа-тенкӗ енчен те тӑкаклӑ тата яланах хӑтлӑ мар. Ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр ҫул ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ уҫма планланӑ. Вӑл вара Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтарӗ.
— Обществӑлла транспорт мӗнле хисеппе ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар-ха. Кӑҫал троллейбуса пӗр енне каякан ҫеҫ тӑвӗҫ пуль, тепӗр ҫул вара икӗ еннех. Троллейбус ӑҫта, мӗнле ҫӳрессине халӑх сасӑлавӗпе йышӑнма палӑртнӑ, — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Валерий Шимин.
Паянлӑха проектӑн документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӑвашгражданпроектӑн тӗп архитекторӗ Радий Рахимов пӗлтернӗ тӑрӑх кирлӗ хутсем уйӑхран хатӗр пулӗҫ. Проект тӑрӑх лаптӑк тӑршӗ 780 метр пулать. Ҫак лаптӑкра ҫыхӑну линине тӑсма тивӗ.
Ӗҫсене пӗтӗмӗшле вӗҫлесессӗн вара хула халӑхӗ транспорт ҫӑмӑллӑхӗпе туллин усӑ курма пултарать.