Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: троллейбуссем

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш транспорт управленийӗнче водительсене илӗртес тӗллевпе тӳлев пама йышӑннӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 150 пин тенкӗпе танлашать.

Анчах ӑна тӳрех памаҫҫӗ. Услови тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне тусан ҫур ҫултан 75 пин тенкӗ параҫҫӗ, тепӗр пӗр ҫултан – тепӗр 75 пин тенкӗ.

Анчах ҫул ҫинчи инкексем пулсан водителе явап тыттарсан, ҫул-йӗр правилисене нумай хутчен пӑссан, троллейбуспа усӑ курмалли тата ӗҫ сыхлавӗн, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑссан хушма тӳлеве памаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-143818234_506236
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӗҫех Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшине ҫӗнӗ транспорт кӑларӗҫ: икӗ хула хушшинче троллейбус-гармошка ҫӳреме пуҫлӗ.

Ку троллейбус вӑрӑм тата лутра урайлӑ. Ӑна автобуса Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ, маршрут ҫине кӑларма хатӗрлеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 62-мӗш маршрутпа ярӗҫ.

Сӑмах май, 62-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗпе ҫыхӑнтарать: тӗп хулара Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе, Гагарин урамӗпе кайса Тӗп пасар урлӑ кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_272872
 

Хулара

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара килнӗ чухне кӑна, каялла килнӗ чухне вара – ҫук. Микрорайонта вӑл Шупашкар проспекчӗпе кайӗ.

Интервал ан пысӑклантӑр тесе маршрут ҫине тата троллейбуссем хушӗҫ. Хальхи вӑхӑтра маршрут ҫинче – 16 троллейбус. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара тепӗр икӗ транспорт хушӑнӗ.

61-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта Силикат урамӗнчен тухса Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗпе кайса Гладков урамне ҫитет.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 60-мӗш троллейбус кӗме пуҫланӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ҫула тухма хатӗрлентӗр тӗк маларах планлӑр: пӑрлӑ ҫумӑра пула Шупашкарта общество транспорчӗ вӑхӑтлӑхпа графикпе килӗшӳллӗн ҫӳремест.

Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 4:20 сехетре троллейбуссемпе автобуссен графикне пула пӑрахӑҫланӑ. Ку — ҫанталӑка, пӑрлак ҫула пула. Ҫавна май хальлӗхе транспорт ирӗклӗ интервалпа ҫӳрет.

Паян 10 сехет хыҫҫӑн 52-мӗш автобус вӑхӑтлӑха Заовражнӑй урамне кӗме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче юра тата пӑра пула ӳкнӗ туратсем выртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Правительство ларӑвӗнче республикӑри пассажир транспорчӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.

Пӗлетӗр ӗнтӗ: муниципалитет предприятийӗсен никӗсӗ ҫинче патшалӑх перевозчикне йӗркеленӗ, вӑл ЧР Транспорт министерствине пӑхӑнса тӑракан Чӑваш транспорт управленийӗ. Ун валли 2023 ҫулта 153 троллейбус тата 47 автобус туяннӑ. Юлашки 5 ҫулта пӗтӗмӗшле илсен республикӑна 221 троллейбус кӳрсе килнӗ. Чӑваш Ен республикӑра пурӑнакансене экологи тӗлӗшӗнчен таса транспортпа тивӗҫтерес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ларура ҫавӑн пекех лимитсӑр Пӗрлехи проездной тӑвасси пирки калаҫнӑ. Кунашкал проездной автобусра та, тролейбусра та ҫӳреме май парать. Анчах ку ыйту тӗлӗшпе мӗнле йышӑну туни пирки паллӑ мар.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян Шупкашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче троллейбус линийӗ татӑлса кайнӑ. Ку «Мегастрой» гипермаркетран инҫех мар Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӗ ҫӗрте пулнӑ.

Пралук ҫул ҫинех ӳкнӗ. Транпортӑн ун ҫине пырса кӗрес мар тесе айккинчен юр тӑрӑх иртсе кайма тивет.

Аварие пула троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳреме тытӑннӑ. Хула ҫыннисен кӑмӑлне хӑпартас тесе троллейбусра Хӗл Мучипе Юр пике ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем – Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем.

Ҫынсем Хӗл Мучипе тата Юр пикепе пӗрле юрлаҫҫӗ, тупмалли юмахсене тупсӑмӗсене шыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Ҫӗнӗ ҫул асамҫине сӑвӑ каласа параҫҫӗ.

 

Хулара
vk.com/wall-211012056_3805 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/wall-211012056_3805 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш транспорт управленийӗ 61-мӗш тата 62-мӗш троллейбуссене «Звениговский» аш-какай комбиначӗ патне ҫити ҫӳретме килӗшмен. Асӑннӑ комбинат Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра вырнаҫнӑ.

Тӗрӗслемелле мелпе унта троллейбуссем ярса пӑхнӑ, анчах халӑх сахал ҫӳренӗрен парахӑҫлас тенӗ. Ҫитменнине тата предприяти рабочисене хӑйӗн транспорчӗпе турттарать.

Ҫапла вара 61-мӗш троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонне ҫитет, ь62-мӗш маршрут — Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайон патне ҫити.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211012056_3805
 

Экономика
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри усламҫӑсемпе хулари троллейбуссенче паллаштарма пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх тетелӗнчи хӑйсен странцисенче пӗлтернӗ.

Акци 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Ятарлӑ экрансене 132 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Акцие хутшӑнакан усламҫӑсем ҫав вӑхӑтра хӑйсем ҫинчен тӳлевсӗр каласа кӑтартма пултарӗҫ.

Видеосене сасӑсӑр хатӗрлемелле, формачӗ — 16:9, пахӑлӑхӗ — FullHD, вӑрӑмӑшӗ — 15 ҫеккунтран ытла мар.

 

Ҫул-йӗр

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ.

Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 29
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 16

1920
106
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть