Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.
Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.
Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ.
Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ.
Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать.
Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать.
Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов.
Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.
Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ.
Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче.
Патшалӑх запкупкисен порталӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн умне юсама аукцион иртесси пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: вӑл – республика пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн палӑкӗ.
Аукциона хутшӑнасси пирки пӗр организаци ҫес заявка панӑ. Вӑл – «Дизайн» тулли мар яваплӑ общество. Организаци юсав ӗҫне 18 миллион та 94 пин те 170 тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Реконструкцие 2021 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Театр ҫуртне 1961 ҫулта ҫӗкленӗ. Вӑл – тӑватӑ хутлӑ, путвал та пур. Пӗтӗмпе – 2772 тӑваткал метр.
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне кӑҫал юпа уйӑхӗнче ирттерессине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ытти ҫулхине ӑна ҫуркунне йӗркеленӗ, кӑҫал кӑшӑлвируса пула май килмен.
Кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Унӑн либреттине пӗтӗм тӗнчери конкурссен дипломанчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Данил Салимбаев чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Музыкине хайлама Александр Галкин (ӑна «Аттила – халап ҫурални» балет тӑрӑх чылайӑшӗ пӗлет) композитора ыйтнӑ. Шӑпӑрлансенчен пуҫласа ваттисем таранах кӑсӑклантартӑр тесе хатӗрленӗ ӗҫри кӗвве «Аттила – халап ҫурални» балетран кӑшт ҫӑмӑлтарах ҫырма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вӑрӑмах мар икӗ пайран (пӗрремӗшӗ — 40 минут, иккӗмӗшӗ — 35 минута яхӑн) тӑрӗ. Балетра наци кӗввипе те усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн балетмейстерӗ – Данил Салимбаев, художникӗ – Валентин Федоров, дирижерӗ – театрӑн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |