Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗ тавра тимӗр хӳме тытни хулара пурӑнакансене килӗшменни пирки ҫынсем нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Инстаграмри страницине ҫырнӑ. Кайран республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви картана мӗншӗн тытнине ӑнлантарма пӑхнӑччӗ. Вӗсем ҫавна терроризмран хӳтӗленессипе сӑлтавланӑччӗ. Карта тытма хыснаран 1,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тимӗр хӳмене культура учрежденийӗ тавра вырнаҫтарса тӗрӗсех тунине палӑртас тӗллевпе прокуратура тӗрӗслев ирттересси пирки те хыпарланӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче театр журналистсене пухма шухӑшланӑ. Унта хӳмепе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнӗ концерт сезонӗ уҫӑлнӑ. Уяв концертне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ирттернӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — филармонире юсав ӗҫӗсем пыни.
Ҫӗнӗ сезона уҫма Камера оркестрӗ Сергей Григорьев маэстро ертсе пынипе ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концертра В.А. Моцарт тата Вольфанг Моцартӑн тата Петр Чайковскин хайлавӗсем янӑранӑ.
Камера оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш Республикин халӑх артистки Маргарита Финогентова (меццо-сопрано) тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Василий Журкин (скрипка) тухнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ залран тӳрӗ трансляцисем пуҫланӑ. Спектакле ӳкерме Культура.рф Раҫҫей порталӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Спектакле тӳрӗ эфирта пӑхнисем ӑна ырласа ҫырнӑ. «Халӗ ҫеҫ спектакль пӑхрӑмӑр! Мӗн тери лайӑх лартнӑ! Маттурсем! Тӗп сӑнар ролӗнчи артист Акакий Акакиевич кӑмӑлне мӗн тери ӗнентерӳллӗн уҫса пачӗ. Артистсене алӑ ҫупса тав тума спектакле театра кайсах курӑпӑр!», – тесе ҫырнӑ, сӑмахран, куракансенчен пӗри.
Спектакле Культура.рф порталта халӗ те пӑхма май пур.
РСФСР халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Вера Голубева 1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кураклӑ Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 1947 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн Йӗпреҫри колхоз театрӗнче ӗҫленӗ, 1949-1972 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче актрисӑра тӑрӑшнӑ, 1972-1989 ҫулсенче – Чӑваш пукане театрӗнче.
Артистра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Чӑваш радиопа тата телевиденийӗпе «Асанне юмахӗсем» кӑларӑма ертсе пынӑ.
Вера Голубева чӑваш юмахӗсене каласа панине Ленинградри (халӗ – Питӗр) «Мелодия» фирма 1990 ҫулта грампластинкӑпа кӑларнӑ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйтан чури» премьера кӑтартнӑ. Ӑна, аса илтерер, Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.
Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.
Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов.
Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакансем Оперӑпа балет театрӗ умӗнчи картана тиркесе пӗтернӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пӗлтернӗ.
Паян республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви театра карта мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ.
Культура министерствинче ӗҫлекенсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне, сывлӑхне тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене терроризмран сыхлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тавра карта тытнине хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханнипе сӑлтавланӑ.
Территорие пысӑк тиевлӗ автотранспортран тата ятарлӑ техникӑран сыхласшӑн-мӗн. Театра пыракансене вара ирӗклӗнех кӗртеҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Куракансене «Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легендӑна чӗнеҫҫӗ.
«Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнин хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та.
«Чи хаклӑ пуянлӑх» историллӗ легенда чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать», — тесе пӗлтернӗ театр Фейсбукра.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иккӗмӗш сӗрме купӑсҫӑсен ушкӑнӗн солисчӗ пулса ӗҫленӗ Геннадий Хазанзун пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Хазанзун 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Омскра ҫуралнӑ. Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинчи музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫейӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Захар Шапиро профессор патӗнче вӗреннӗ.
1974 ҫулта театрӑн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Темиҫе теҫетке ҫул вӑл иккӗмӗш сӗрме купӑссен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ. Оркестрӑн инспекторӗ пулса чылай ҫул ӗҫленӗ, театрӑн ӳнер канашӗн йышне кӗнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |