Ҫум ҫумлама юратманран агроном пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек каланӑ хӑйӗн пирки те чӑнласах, те шӳтлесе Чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов. Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, унӑн 50 ҫулхине халалласа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ иртет.
Халӑх юратакан сцена ӑстин нумай енлӗ пултарулӑхне пӗри те тепри палӑртать. Унӑн алли те ылтӑн – тӗрлӗ ӗҫ тума ӑста: кирпӗч те хурать, пахчаҫӑ та вӑл, техникӑна та юратать.
Ят-сум пирки каласан, Сергей Иванова тӑван Тӑвай районӗн Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ. Кун пирки паян пӗлтерчӗҫ.