Юпан 2-мӗшӗнче республикӑра чи лайӑх таксиста суйлама тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурса хутшӑнӗ. Ӑна РФ Транспорт министерстви, Таксие аталантаракан общество канашӗ тата Патшалӑх Думи ирттереҫҫӗ.
Конкурса харпӑр усламҫӑсем е такспарксен ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен Раҫҫей гржданстви, «В» категорири водитель прави пулмалла. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул аварие лекменнине, кӑҫал штраф пулманнине шута илеҫҫӗ.
Раҫҫей шайӗнчи конкурс Сочире иртӗ. Республика ҫӗнтерӳҫи унта Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Конкурса хутшӑнакансем Сочире конкурс йӗркелӳҫин шучӗпе пурӑнӗҫ.
Палӑртмалла: тестсемсӗр пуҫне пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ. Таксистсен хӑйсен регионӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартма тивӗ.
Аня Чижова ячӗпе хисепленсе тӑракан фонд Чӑваш Енре ача-пӑча валли социаллӑ такси ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Газельре кӳме валли икӗ вырӑн, ӑна хӑпартмалли пулӗ. Ку таксие 8 ҫын вырнаҫаять. Ҫапла майпа ку машинӑпа вырӑнпа выртакан ачана та, кӳмепе ҫӳрекен шӑпӑрлана та илсе ҫӳреме пулать.
Фонд ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водителе тупнӑ. Вӑл заявкӑсем йышӑнӗ, ачасене пульницӑсене, театрсене, кинотеатрсене илсе ҫӳрӗ. Ара, сусӑр ачан кӳлмеке ахаль уҫӑлма та тухас килет.
Анчах фонд хальлӗхе бензин паракан партнера тупаймасть. Ку ӗҫ икӗ уйӑх пырать. Хальлӗхе алӑ паракан тупӑнман, вӗсене «илтекен» ҫук. Фонд партнерӑн логотипне такси ҫине ҫыпӑҫтарма сӗнсен те, ку машина республикӑшӑн мӗн тери пысӑк социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарсан та пулашма кӑмӑл тӑвакансем тупӑнман.
Таксистсем улталанни пирӗн тӑрӑхра унччен те пулкаланӑ-ха. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти таксиста шӑнман пӑрпа лартса янӑ. 30 пин тенкӗлӗх. Тата пӗр курупкӑ канихветпа коньяклӑх. Юлашкинчен асӑннине хӑй те ӗҫсе ҫиейӗ-ха. Ӑна вӑл ют ҫынна тыттарса ӗлкӗрмен.
Такси чӗнсе шӑнкӑравланӑ ҫын Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ патне пыма ыйтнӑ. Ҫула май канихветпа коньяк туянма сӗннӗ. Аэропорта, самолет ҫине, васканине ӗнентернӗ. Инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ ҫын унсӑр пуҫне телефон номерӗ ҫине 30 пин тенкӗ укҫа хурса пама ыйтнӑ. Таксист итленӗ. Пылак ҫимӗҫпе хаяррине туяннӑ. Укҫана телефон номерӗ ҫине куҫарнӑ. Лешӗ ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ. Васкатанҫи тунӑ.
Палӑртнӑ вырӑна таксист ҫитет те хӑйне никам та кӗтсе тӑманнине ӑнланса илет. Телефона та тытакан тупӑнман.
Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.
17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.
Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сочире Пӗтӗм Раҫҫейри такси конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Ен чысне Артур Михайлов хӳтӗлӗ. Вал регион шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Унччен Артур дальнобойщик пулнӑ, ҫемйине сахал курнӑ. Кайран вӑхӑтлӑха таксире ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ 3 ҫул ӗнтӗ вӑл унта официаллӑ майпа ӗҫлет.
Артур конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ: канмалли кунсенче автодромра ярӑннӑ, правилӑсене тепӗр хутчен аса илнӗ. Усси пулнах: регион шайӗнче мала тухнӑ.
Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту «Сочи Автодромра» иртӗ. Унта хутшӑнакансен ҫул укҫине йӗркелӳҫӗ тӳлет. Таксистсен теорие пӗлмелле, автодромра ярӑнмалла, унтан ачаллӑ пассажира кирлӗ ҫӗре илсе ҫитермелле, хӑйне евӗр тиеве илсе каймалла.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта такси водителӗсен конкурсӗ иртнӗ. Вӑл Раҫҫейри ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ пулнӑ. Унта «Движок» таксопарк водителӗ Артур Михайлов ҫӗнтернӗ. Каярах вӑл Сочи хулине тухса кайӗ. Унта Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.
«Лучший водитель такси в России» (чӑв. Таксин Раҫҫейри чи лайӑх водителӗ) конкурса хутшӑнакансен таксипе ҫыхӑннӑ саккунсене ӑнлантарса пама тивӗ. Раҫҫейри такси кун-ҫулне те пӗлмелле, ӗҫри пултарулӑха та кӑтартмалла.
Конкурса икӗ хӗрарӑм-таксист та хутшӑннӑ. Анчах вӗсем ҫӗнтереймен. Артур Михайлова 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗлтӗр те иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Петр Иванов кӑҫал та — иккӗмӗш. Уншӑн ӑна 10 пин тенкӗ панӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Павел Григорьева — 5 пин тенкӗ.
Чулхулара Шупашкарти таксистсене хӗстерни пирки малтан хыпарланӑччӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче икӗ регионти таксистсем каллех пӗр чӗлхе тупайманни пирки, ҫапӑҫни ҫинчен ҫырнӑ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Чулхулара таксистсем ҫапӑҫнӑ. Унта пирӗн регионтисем те хутшӑннӑ. Малтанах вӗсем пухӑнса калаҫма ҫеҫ палӑртнӑ, анчах ку хирӗҫӗве куҫнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу та чӗнме тивнӗ.
Вырӑнти таксистсен шухӑшӗпе, Чӑваш Енрен, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти регионтан вӗсем патне ӗҫлеме килекен водительсем тарифсене пӗчӗклетеҫҫӗ, пӗтӗм саккаса илеҫҫӗ, ҫавна май «час пикре» коэффицент пысӑкланмасть.
Чӑваш Енри такситсем вара кунпа килӗшмеҫҫӗ. «Чылайӑшӗ чӑвашсем клиентсене туртса илнӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутлать. Ку ун пек мар!!! Клиентсем пурин валли те ҫитеҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ – клиентсене мӗнле тивӗҫтернинче. Ку тытӑмра тахҫанах йӗрке тумалла!» - ҫырнӑ Алексей халӑх тетелӗнче.
Пост патне ҫырнӑ комментарисене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: Чулхулари клиентсем конкуренци пурришӗн, таксистсем пур саккаса та илнишӗн, хак пӗчӗкленнишӗн кӑмӑллӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Яндекс. Такси» тесе ҫырнӑ «Гранта» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа ытти машинӑран иртсе кайнӑ, унтан Фучик тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленекен вырӑнта хӗрлӗ светофора пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ, кайран каллех хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, Эгер бульварӗнче ҫуран каҫмалли вырӑнта каллех светофора кӗтмесӗрех вирхӗннӗ. Водителе хулара алхасма ирӗк паман — ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем часах чарнӑ.
Таксист мӗншӗн ҫав тери васканине ӑнлантарнӑ: арӑмӗн вилме пуҫланӑ ашшӗ патне васканӑ-мӗн, ӑна ҫӑласшӑн пулнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне тунман. Инспекторсем ун тӗлӗшпе 4 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 12 пин тенкӗлӗх. Халӗ 20 кунра штрафа тӳлесен ҫуррине катаҫҫӗ, эппин, штраф 6 пин тенкӗпе те танлашма пултарать.
Таксист, хӑй каланӑ тӑрӑх, шел те, вилме пуҫланӑ хуняшшӗ патне ӗлкӗреймен…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Илья Павлович, политикӑпа парти ӗҫченӗ, экономист, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |