Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сӗт

Ял хуҫалӑхӗ

Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен.

Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран.

Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ.

Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать.

Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. Етӗрне районӗнчи «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар.

Малалла...

 

Республикӑра globallookpress.com сайтри сӑн
globallookpress.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре сӗт кӑларакан пӗр ЯХПК техрегламент ыйтӑвӗсене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Вӑл — Комсомольски районӗнчи «Пайгас» кооператив.

Ҫак организаци тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслев ирттернӗ. Ветеринари тӗрӗслевӗн специалисчӗ сӗт партинчен тӗрӗслемешкӗн пӗр пайне илсе юлнӑ. Сӗтре левомицетин тата антибиотик ытла нумай пулнине тупса палӑртнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пайгас» ЯХПК кӑларакан сӗтре тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик нумай пулнӑ. Ку Таможня союзӗн «Сӗт тата сӗт юр-варӗн продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» регламентпа килӗшсе тӑмасть-мӗн.

Кооператив ҫакӑншӑн мӗнле явап тытни пирки ҫӑлкуҫ пӗлтермест ҫав. Ку хыпар ахӑртнех Каҫал тӑрӑхӗнчи сӗте асӑрханса туянмаллине систерет.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх ертӳҫисем иртсе каякан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвне тишкернӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни, сӗт сутса тупӑш илни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Юлашкинчен асӑннине сутса ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14 миллион тенкӗ ытларах тупӑш курнӑ. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илесси хуҫалӑхсенче 10,1 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, «Путь Ильича» агрофирма, «Герой» кооператив уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх чирне сарас марри пирки те канашлура сӳтсе явнӑ. Африка чуми сарӑласран ҫурасене ветеринари хучӗсемсӗр туянма юрамасть. Ветеринарсем сыснасене ирӗке кӑларма та чараҫҫӗ. Рациона апат юлашкине ярса панине те ветеринарсем ырламаҫҫӗ. Саппас ҫӑкӑр ыйтмасть те, инкек-синкек сиксе тухас пулсан ал айӗнче дезинфекцилекен хатӗрсем пулмаллине аса илтернӗ.

 

Шупашкарти урамсенче ҫитес вӑхӑтра сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пӗрремӗш автоматсене ӗнер Чӑваш Енӗн ялхуҫаминӗ «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра кӑтартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ.

Европӑра сӗткоматсене вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ҫӗнӗлӗх мар, Раҫҫейре вара асӑннӑ ҫӗнӗллӗхе тин кӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Паянхи куна илес пулсан автоматсене Мускавпа Табов хулисенче йышлӑн лартаҫҫӗ.

Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ. Вӑл сӗт туса илме ӗне ферми уҫма шутланӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем питӗ те меллӗ иккен.

Хуласенче вырнаҫтарнӑ сӗткаматсем чӑннипех халӑхшӑн тухӑҫлӑ пулӗ. Автоматпа усӑ курма та ҫӑмӑл. Хальлӗхӗ фермер 8 сӗткомат туянма палӑртнӑ. Автоматсене Чехинче туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа та тӗлентермӗш техникӑна вырнаҫтарма Шупашкара ятарласа Мускавпа Чехи ӑстисем ҫитнӗ.

Сергей Илларионов фермер автоматсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарасшӑн.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ