Чӑваш Енре Африка мурӗ пирки каллех калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑрманта хир сыснисен виллисене тупсан карантин йышӑнчӗҫ.
Ҫуркунне ҫитиччен республикӑри пилӗк районта 185 хир сыснине вӗлерме палӑртнӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни паллӑ: Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисен виллине тупнӑ.
Халӗ пилӗк районта ҫак чӗрчунсен хисепне мӗнле шайлаштармаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Африка мурне сарӑлма парас мар тесе Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче хир сыснисен йышне чакарма палӑртнӑ. Ҫавна май сунарҫӑсене пеме ирӗк парӗҫ.
Ҫак эрнере Комсомольски районӗнче браконьера тытса чарнӑ. Арҫын лаша утлансах сунара тухнӑ.
Урхамах утланса пыраканскере рейда тухнӑ инспектор асӑрханӑ. Темле тӑрӑшсан та браконьер тарайман. Малтан йӗр тӑрӑх кайса пӑшала тупнӑ. Ӑна, сӑмах май, арҫын регистрацилемен.
Кӑшт каярахпа ялта хӑйне те тытса чарнӑ. Унӑн сунара тухмашкӑн билет та пулман. Браконьер тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн унӑн явап тытма тивӗ. Арҫынран пӑшала тата патронсене туртса илнӗ.
«Пӗр выльӑх пӗтӗм кӗтӗве варалать», — тенӗ ваттисем. Маларах кӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи икӗ каччӑна тапнине хыпарларӑмӑр. Халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах пирки пӗлтӗмӗр. Йӗрке хуралҫи хӑйне йӗркесӗр тытни пирки Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсен дирекцийӗ хӑйӗн сайтӗнче темиҫе кун каяллах ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче маларах асӑннӑ дирекци инспекторӗсем Вӑрнар районӗнчи Услантӑр Енӗш ялӗ патӗнче пӗве патӗнчи сунарҫӑсене тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен пӗрин сунар пӑшалне йӗрке хуралҫисем патӗнче регистрациленине ҫирӗплетсе паракан хут пулман. Ҫитменнине вӑл ӳсӗррине асӑрханӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа пӑшал ҫакса тухни саккуна пӑсни шутланать. Хутсем тӗрӗслекен инспекторпа хайхи арҫын хирӗҫме тытӑннӑ, инспектора шыва тӗксе ӳкернӗ. Хӑйне чӑрсӑр тытакан ҫын лӑпланманнине кура инспекторсем полицейскисенченех пулӑшу ыйтнӑ. Инспекторпа кӗрешекен сунарҫӑ йӗрке хуралҫи пулни ҫиеле тухнӑ.
Чӑваш Енре Африка мурӗ текен чир сарӑлма тытӑннине пула ҫивӗч мерӑсем йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫурлан 17-мӗшӗнче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта сысна ашне сутма, ярмӑрккӑсем ирттерме чарнӑ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне Пӑрачкав районӗнче 2 358 сыснана ҫунтарнӑччӗ, ҫынсем ветеринарсене пӗлтермесӗр 504 пуҫа хӑйсем тӗллӗн пуснӑ.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майданӗ ялӗнче те сыснасем чирленине тупса палӑртнӑ. Унта ҫурлан 25-мӗшӗнче карантин тесе палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче хир сыснине те тытма юрамасть. Сунара кайма чаракан хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшенчех йышӑннӑ. Чару карантин вӑхӑчӗ вӗҫленичченех пырассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пирӗн республикӑра пӑшал ҫакса хӑюллӑнах утма юрать. Асӑннӑ тапхӑрта сунарҫӑсем валли сунар вӑхӑчӗ пырать.
Сунарҫӑсене шывра ишекен, улӑх-ҫаранта, вӑрманта, хирте, ҫеҫенхирте пурӑнакан кайӑксене тытма ирӗк панӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, сунара ҫӳреме ирӗк панӑ ҫак тапхӑрта саккуна пӑсакансем те час-часах тупӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӗҫ-пӑшалпа усӑ курас, ӑна упрас йӗркене пӑсаҫҫӗ. Пӑшала ҫухатса хӑваракансем те ҫак вӑхӑтра йышланаҫҫӗ. Ӳсӗр пуҫпа пӑшал ҫакса утни те йӗркене пӑсни шутланать — уншӑн административлӑ майпа явап тыттарса 2 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ, пӑшала тата патрона туртса илме пултараҫҫӗ. Ӳсӗр мар тесе медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмесен каллех явап тытма тивет.
Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.
Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха.
Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать.
Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.
Чӑваш Енри Госохотрыбслужбӑна пӗтернӗ. Малашне сунарҫӑсен сунара тухма ирӗк илмешкӗн урӑх адреспа каймалла пулӗ.
Госохотрыбслужба раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Халӗ ку ыйтпу ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа сунара тухмашкӑн ирӗк илме ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 90\2. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 28-75-77, 62-68-49.
Ведомствӑна пӗтересси пирки авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хушу тухнӑ. Анчах официаллӑ мелпе вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче ҫеҫ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Сӑмах май, хӗллехи сунар малалла пырать. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен — мулкач, нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ытти чӗрчуна тытма юрать. Хир сыснипе пӑшисене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ пеме юрать.
Вӑрнар районӗнче тилӗ тытса укҫаллӑ пулма май пур.
Пӗр пуҫшӑн район администрацийӗ 500 тенкӗ пама шантарать. Анчах сӑмахпа, «тытрӑм» тенипех, ӗненмӗҫ. Тытнӑ тилле полиэтилен хутаҫа ярса Патшалӑх ветеринари службин выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцине кайса памалла.
Тилӗ тытакансене укҫан хавхалантарма йышӑннине тилӗсем урнӑ чирпе чирленин тӗслӗхӗ ӳссе кайнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Республикӑн патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗ шучӗ нумайланса кайнине кура чир аталанасси те сарӑлать. Урнӑ чир тӗслӗхӗ шӑп та лӑп уйӑх каяллах республикӑра 52-е ҫитнӗ. Ҫав шутра Вӑрнар районӗнче те ун пекки пулнӑ.
Тилӗ тытакан сунарҫӑсене Вӑрнар районӗнче ҫак уйӑхра укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Ку йӗрке уйӑх вӗҫӗнче вӗҫленнӗ.
Республикӑра ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӗллехи сунар уҫӑлнӑ. 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗччен тилӗ, енот, кашкӑр, хӑнтӑр, ондатр, сӑсар, пӑсара, юс тытма юрать. Ҫав вӑхӑтрах мулкачсене 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кӑна тытма ирӗк панӑ. Хӑшӗ-пӗрне вара шутран ытла тытма юрамӗ. Сӑмахран, сунарҫӑн пӗр кунта виҫшер хӑнтӑрпа сӑсар, пӗрер мулкачпа юсран ытла тытма юрамасть. Ҫавӑн пекех 2015–2016 ҫулхи кӗрхи-хӗллехи сунар тапхӑрӗнче пурӑшпа карӑка тытма чарнӑ.
Сунара тухма ирӗк паракан хута районсенчи сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗнче ҫыртарса илмелле. Уншӑн укҫа тӳлемелле. Сунара каяканӑн хӑйӗнпе пӗрле сунар пӑшалӗпе усӑ курмалли тата ӑна упрамалли ирӗк, патшалӑх сунар билечӗ, вӑл е ку чӗрчуна е кайӑка тытмалли ирӗк паракан путевка пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |