Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пирӗн республикӑра пӑшал ҫакса хӑюллӑнах утма юрать. Асӑннӑ тапхӑрта сунарҫӑсем валли сунар вӑхӑчӗ пырать.
Сунарҫӑсене шывра ишекен, улӑх-ҫаранта, вӑрманта, хирте, ҫеҫенхирте пурӑнакан кайӑксене тытма ирӗк панӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, сунара ҫӳреме ирӗк панӑ ҫак тапхӑрта саккуна пӑсакансем те час-часах тупӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӗҫ-пӑшалпа усӑ курас, ӑна упрас йӗркене пӑсаҫҫӗ. Пӑшала ҫухатса хӑваракансем те ҫак вӑхӑтра йышланаҫҫӗ. Ӳсӗр пуҫпа пӑшал ҫакса утни те йӗркене пӑсни шутланать — уншӑн административлӑ майпа явап тыттарса 2 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ, пӑшала тата патрона туртса илме пултараҫҫӗ. Ӳсӗр мар тесе медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмесен каллех явап тытма тивет.