Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене спектакле тӳлевсӗр кӗртесси пирки пирӗн сайт пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку акци унта юлашки ҫулсенче йӑла кӗнӗ. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш наци музейӗ (Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) тата В.И. Чапаев музейӗ (тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнчи 46а ҫурт) те «Аттепе музее!» акци йӗркелеҫҫӗ. Музее ачисемпе пыракан ашшӗсене вӗсем ҫав кун тӳлевсӗрех кӗртмӗҫ-ха, анчах билета арҫынсен ача билечӗ чухлӗ кӑна тӳлесе илме май пур.
Наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.», «Чувашия в ХХ веке», «Человек и природа» яланхи экспозицисем «Музей в лицах» и «Из истории Чувашкино» куравсем пур.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музейра легендарлӑ полк ертӳҫине халалланӑ экспозици тата «Чапаевым мобилизованные» курав ӗҫлеҫҫӗ. Музейсем ирхи вуннӑран каҫхи ултӑ сехетчен уҫӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтерет.
Ку акци унтисемшӗн йӑлана кӗнӗскер-ха. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Кӑҫалхи акци вӑхӑтӗнче «Золотой цыпленок» (чӑв. Сарӑ чӑх чӗппи) вырӑсла спектакль кӑтартӗҫ. Пьеса авторӗ — Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматургӗ.
Театр ку спектакльпе тӗрлӗ конкурса хутшӑнса палӑрма пултарнӑ. Ачасем валли лартнӑ спектакльсен «Сказочный мир» (чӑв. Юмах тӗнчи) Мускаври иккӗмӗш фестивальте ӑна дипломпа палӑртнӑ. Унта вылянӑ Чӑваш Енӗн халӑх артисткине Ольга Почалкинӑна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗшӗн парнепе чысланӑ.
Спектакль умӗн ачасем валли тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Театрта нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 12 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫул тултарасси, уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красова вылякан спектакльсенчен пӗрне, «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлине, кӑтартнӑ. Спектакль умӗн юбиляра культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май артиста ҫутҫанталӑк ӑсталӑх панине, Лидия Красован шалти чунӗн пуянлӑхне палӑртнӑ. Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн яваплӑ ҫыруҫи Галина Скворцова, Вӑрнар район ентешлӗхӗн ертӳҫи (Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ) Андрей Суварин саламланӑ.
«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ.
1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Чӑваш патшалӑх вырӑс драма театрӗ ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ. Режиссер постановщикӗ — Сергей Юнганс.
Сергей Юнганса куракансем Ж.Ануян «Орфей и Эврика», М.Себастианӑн «Безымянная звезда», Дарои Фон «Не играйте с архангелами» («Блондинка») спектакльсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ спектакль ӳнерҫӗ постановщикӗ Булат Ибрагимов. Вӑл Тутарстанри Г.Камал ячӗллӗ патшалӑх академи театрӗнчен.
Булат театр ушкӑнӗпе пӗрремӗш хут ӗҫлемест. Вӑл «Безымянная звезда», «Не играйте с архангелами» постановкӑсене илемлетнӗ. Ирина Гаврилова хореограф вара вырӑс драма театрӗн труппипе иккӗмӗш хут ӗҫлӗ.
Премьера пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ.
Паян кун, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, шӑп та лӑп 72 ҫул каялла Ленинград хулине 900 кун хушши блокадӑра тытса тӑнӑ фашистсен 18-мӗш ҫарне ҫапса аркатнӑ. 2 миллион та 544 пин ҫын 900 кун хушши вӑрҫӑ нушисене тӳссе ирттернӗ. Пӗрремӗш ҫулхинех 252 пин Ленинград ҫынни выҫса, бомба-снаряд айне пулса вилнӗ.
Етӗрнери культура ҫурчӗ ҫумӗнчи Пичугина И.Г. ертсе пыракан театр ушкӑнӗ паян ҫак куна халалласа «На стульях» (чӑв. Пукансем ҫинче) ятлӑ спектакль лартса панӑ. Спектакльте ачасемпе танах аслисемпе те вылянӑ. Чуна тивмелли спектакльте Кирилл Назаров (Шурик), унӑн йӑмӑкӗ Серебрякова Юля (Таня) выляҫҫӗ.
Шурикпе Таня вилмен иккен, ватӑсем хӑйсем мӗнешкел хурлӑх тӳссе ирттернисене мӑнукне каласа параҫҫӗ. Юрий Тищенко (аслашшӗ), Анастасия Пичугина (Наташа мӑнукӗ) та спектакльти сӑнарсене чуна тивмелле сӑнарлаҫҫӗ.
Темӗнле йывӑр пулсан та Ленинград халӑхӗ ҫӗнтерӗве шаннӑ. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче халӑх темиҫе ҫул кӗтнӗ ирӗклӗхе кӗтсе илнӗ! Ку спектакльпе ушкӑн республикӑра иртнӗ «Эхо Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ахрӑмӗ) фестивальте 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрне ҫитес уйӑхра кайма сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Кун пирки Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ май: «Калама ҫук ҫук илемлӗ те кӗтмен пулӑмсем кӗтеҫҫӗ хаклӑ кураканӑмӑрсене!» — тесе ӗнентереҫҫӗ.
Театра ҫитес уйӑхра каймалли сӑлтавсен шутӗнче хушшинче ҫаксене асӑнса кайнӑ:
1. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш халӑх артистки Лидия Красовӑн юбилей каҫӗнче «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ, кун пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ.
2. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — ачасем валли «Ылтӑн чӗпӗ» юмах. Ашшӗсемпе аслашшӗсем тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
3. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — премьера. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма чӗнеҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ пьеси тӑрӑх «Куккук куҫҫулӗ» спектакль лартасси пирки каланӑччӗ. Ӗнер театр лартма тата тепӗр авторӑн ӗҫне йышӑннӑ. Вӑл — Александр Пӑрттан «Ир сỹннӗ ҫӑлтӑр» пьеси. Ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев редакциленӗ.
Александр Пӑртта драматург евӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗшӗн те, хӑй артист пулса ӗҫлекен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн те ҫӗнӗ ят мар. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн тӑватӑ спектакльне лартнӑ. Иккӗшӗ: «Укҫа чул кастарать» тата «Килех килчӗ Тур ҫырни» халӗ те сцена ҫинче пырать.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Красноамейскинче хӑнара Шупашкарти пуканесен театрӗ пулнӑ. Ахаль килмен вӗсем, йышлӑ ҫемьесенче ӳсекен тата сусӑр ачасене спектакльпе савӑнтарма ҫула тухнӑ. Артистсем райадминистраци тата районти Хӗрарӑмсен канашӗ чӗннипе килнӗ.
Пукане театрӗн «Новогодние снежинки» (чӑв. Ҫӗнӗ Ҫул юр пӗрчисем) спектакльне вара маларах асӑннӑ ачасемсӗр пуҫне кашни пӗчӗк ача тӳлевсӗр курма пултарнӑ. Шӑпӑрлансене илсе килнӗ аслисем те пуканесем вылянипе киленнӗ.
Спектакль вӗҫленсен ачасене пӗчӗк парнесемпе савӑнтарнӑ.
К.В. иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ӗнертенпе «Вырӑс тата урӑх ҫӗршывсен фестивалӗ» ирттерме тытӑннӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 8-мӗшенче вӗҫленӗ.
Фестивале театр ӗҫченӗсем Раҫҫейри литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене хупнине халалланӑ.
Фестиваль программине Александр Островскин «Чухӑнлӑх инкек мар», Болгари драматургӗн Йордан Йовковӑн «Албена юратӑвӗ», Алексей Писемскин «Синкерлӗ шӑпа», Сергей Найденовӑн «Ашшӗн ачисем», Ж.Б. Мольерӑн «Хыт кукар», Александр Пушкинӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Дон Жуан — юрату шанчӑкне ҫухатнӑскер» спектакльсене кӗртнӗ.
Чӑваш театрӗсен, ку тӗслӗхре — академи драма театрӗн, пултарулӑхне хаклакансем фестивальти спектакльсене ҫитсе килме кая юлман-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |