Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫил самай вӑйлӑ. Паян вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫавна май ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Ыран кӑнтӑрла 0 градусран та ӑшӑрах пулма пултарать. Анчах ҫил пулнӑ май ҫил-тӑман та ҫӗкленӗ.

Кун пек ӑшӑ ҫанталӑк республикӑра тахҫанах пулман. Кӑрлачра, ҫур уйӑхра, юр нормӑн 70 проценчӗ чухлӗ ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр тата темиҫе кун ҫӑвӗ.

Юнкун ҫил лӑпланӗ, юр та нумай ҫумӗ. Хушӑран хӗвел те пӑхӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та пире хӗвел савӑнтарӗ, анчах кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таранах пулӗ, кӑнтӑрла вара 10-15 градус. Кун пек ҫанталӑк шӑматкунччен пулӗ. Вырсарникун каллех ҫил вӑйланӗ, юр кӑштах ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех сивӗ ҫанталӑк пуҫланӗ

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑрлач уйӑхӗ ҫитрӗ те юр ҫӑвать те ҫӑвать. Юр хулӑнӑшӗ 25 сантиметра ҫитнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрне юр ҫӑвӗ. Унтан вара Кӑшарни сиввисем ҫитӗҫ.

Ыран кӑштах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче юр ун пекех вӗҫтермӗ, ҫапах ҫулсене хӳсе лартма пултарӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, анчах ытларикун каллех вӗҫтерӗ. Юнкун вара вӑйлах ҫӑвӗ. Шупашкарта 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарӗ. Атмосфера пусӑмӗ каллех пӗчӗкленӗ, ҫавна май хӑш-пӗр ҫын хӑйне япӑх туйӗ.

Ытларикун 2 градус таран ӑшӑтӗ те кӗҫнерникун сивӗтӗ. Ун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. Кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 25-30 градус тӑрӗ. Ҫанталӑк уяр палӗ. Эппин, пире Кӑшарни хыҫҫӑн чӑн-чӑн хӗлле кӗтет.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Иртнӗ ҫулла 2010 ҫулхине аса илтерчӗ. Ҫакна шута илсе синоптиксем кӑҫал ҫанталӑк уҫӑрах пулассине систереҫҫӗ.

Синоптиксем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗлле сивӗ пулӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫуркунне вара лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ӑшӑ та типӗ пулӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫеҫ хӗл хӑйӗн пирки тепӗр хут аса илтерме пултарӗ.

Ҫулла та аванах пуҫланӗ. Утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ, сывлӑш температури нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Кӗркунне ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ҫумӑр нумай ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, раштав уйӑхӗн ытти чухнехинчен сивӗрех ҫанталӑкпа вӗҫленет. Пӗлтӗр кун хыҫҫӑн кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче юр нумай ҫунӑ. Кӑҫал мӗнле пулӗ?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗ климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Вӑтамран 10 градус сивӗ пулӗ, юр 30-35 миллиметр ӳкӗ.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Унтан Кӑшарнире сивӗ пулӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче, варринче тата юлашки декадӑра юр нумай ҫӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫне юр хулӑнӑшӗ 35-36 сантиметр таран ҫитме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӗҫех сивӗтӗ. Ҫитес талӑкра теромометр 7-12 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, кашт юр ҫума пултарӗ.

Ытларикун ҫӗрле чӑн-чӑн сивӗ ҫитӗ. Термометр 25 градус таранах кӑтартма пултарӗ. Юнкун каҫхине те ҫаплах пулӗ. Раштав уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсене кӑнтӑрла та 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫил вӑйлах пулмӗ, ҫавӑнпа чӑтма ҫӑмӑлрах.

Эрнекун ҫил вӑйланма пуҫлӗ. Ҫавна май кашт ӑшӑтсан та сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун тата вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ӑшӑтма, ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра юр хулӑнӑшӗ самаях ӳсрӗ. Ҫӗрле 5 сантиметр тӑршшӗ ӳснӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра юр ҫумӗ. Ҫил лӑпланӗ, уҫӑлса ҫӳремелли аван ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, вырсарникун – 4-9 градус.

Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кунӗпех юр ӳкӗ, Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитӗ, ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫанталӑк тӑрук улшӑнӗ, 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑтӗ.

 

РАШ
13

Ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ
 Софья Савнеш | 13.12.2021 18:17 |

Ҫутҫанталӑк

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес 10 кунра ӑшӑ та юрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Термометр вӑтамран 7-8 градус сивӗ кӑтартӗ.

Ытларикун циклон ҫитӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш темератури 1-6 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрнӗ май пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ, теормометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ. Чӑннипе вара 30 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра – чӑн-чӑн хӗлле. Ҫӗрле 15-20 градус сивӗ пулмалла. Ҫил те лӑпкӑ вӗрӗ.

Ҫак кунсенче республикӑра сивӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ку канмалли кунсене пырса тивет.

Тунтикун кӑштах пӗлӗтленӗ те ӑшӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 2-4 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне варринче циклон ҫитӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен кашни кун тенӗ пек юр ҫӑвӗ. Хӑш чухне ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑтса та илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кун пек ӑшӑ чӳк уйӑхӗ 8 ҫул пулман. Анчах ҫумӑр, юр нормӑран 2 хут нумайрах ҫунӑ. Кун пекки 2002 ҫултанпа пулман.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юрлӑ, ашӑ чӳк уйӑхӗ хыҫҫӑн типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал раштав пуҫламӑшӗнче юр пулмӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ. Ку эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ те ҫитес эрнере самай вӑйлӑ сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градусах пулӗ.

Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче шартлама сивӗ тӑрӗ. 30 градус сивӗ пулас хӑрушлӑх та пур. Анчах хӗвеллӗ кунсем савӑнтарӗҫ пире. Уйӑх варринче кӑштах юр ӳкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай хӳсе лартӗ, 15-20 сантиметр хулӑнӑшах.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 12

1907
118
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
97
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын