Йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем Шупашкар хулинче наркопритон тупса палӑртнӑ. Тара илнӗ хваттере наркотикпе ашкӑнакан ҫынсем кашни кунах пуҫтарӑннӑ, унта наркӑмӑш хатӗрлесе тутаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар облаҫӗнчи арҫын Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хваттер тара илнӗ, хайӗн пекех наркотикпе туслисене унта кулленех кӗртнӗ, пурте пӗрле вӗсем дезоморфинпа иртӗхнӗ. Ухтару вӑхӑтӗнче наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне пӑхса тӑракан уйрӑмӑн полици ӗҫченӗсем наркӑмӑшлӑ япаласене, ӑна хатӗрлеме усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, хайхи арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна притон йӗркеленӗшӗн тата наркотиксене пысӑк калӑпӑшпа упранӑшӑн явап тыттарасшӑн.
«ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 11 сехетсенелле Шупашкарта Канаш район ҫынни 9 хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх вӑл унта «Алста» управляющи компанинче платник пулса ӗҫленӗ, ҫурт тӑррине вара юр тасатма хӑпарнӑ.
Пӑтӑрмах 324-мӗш стрелок дивизийӗн 4-мӗш ҫуртӗнче пулса иртнӗ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ, анчах тухтӑрсем арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Улатӑр районӗнчи Ахматово ялӗнче тухнӑ пушара сӳнтерсен ҫуннӑ япаласен айӗнче ҫын виллин пайӗсене тупнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Пушкин урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушара асӑрханӑ ентешӗсем кун пирки пушар хуралне тӳрех пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ вӑхӑта вут-ҫулӑм кил хуҫалӑхне тавраллах ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме икӗ техника тата вунпӗр ҫын хутшӑннӑ. Апла пулин те пӳрте те, ытти хуралта та упраса хӑварма май килмен.
Палӑртса хӑвармалла, пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫунӑк айӗнче ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнӑ. Ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тата вут мӗншӗн тухнине пӗлес тӗллевпе халӗ специалистсем тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 20 минутра Владимир облаҫӗнче микроавтобус КамАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. 39 ҫулти водитель вӗсене, 14 пассажира, Шупашкартан Мускава илсе кайнӑ.
Авари «Атӑл М-7 ҫулӑн 214-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ, Мускав енне каяканскер, руле итлеттереймен те ҫула уйӑракан барьер ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра микроавтобус водителӗ тӑрук ӑнланса илеймен, пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ та ӳпӗнсе кайнӑ.
Маршруткӑри виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ, вӗсене Владимирти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – реанимацире. Вилнӗ ҫынсем Пӑрачкав тата Улатӑр районӗнчи ҫынсем тесе пӗлтереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрлери пӗр хваттерте пушар алхаснӑ. Жуков маршал урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунни пирки пушарнӑйсене кӳршисем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: пушар тӗпелтен тухнӑ. Залра вара 58 ҫулти хӗрарӑмӑн тата унӑн 29-ти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Вӗсем хваттерте пӗрле пурӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен.
«Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман.
Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 1246 инкеке шута илнӗ. Вӗсенче 160 ҫын вилнӗ, 1630-ӑн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫул-йӗр инспекторӗсем хыпарлани тӑрӑх кӑсӑклӑ пӗр тишкерӳ пичетленӗ. Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ кашни виҫҫӗмӗш аварин сӑлтавӗ — ҫул-йӗре тивӗҫлипе тытса тӑманни.
Кӑлтӑкӗ чылай чухне пӗр пекрех: ҫул-йӗр палли ҫукки час-час тӗл пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре ҫул-йӗр паллине вырнаҫтарманни те ҫул ҫӳрекенсене инкек патне илсе ҫитерет. Хӗллехи вӑхӑтра ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманни те аварипе вӗҫленет.
Асӑрханӑ кӑлтӑк тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫитменлӗхе пӗтерме ыйтса яваплисем патне хут ҫыраҫҫӗ. Асӑрхаттарсан та кӑлтӑка пӗтерменнисен тӗлӗшпе прокуратурӑна евитлеҫҫӗ. Надзор органӗ вара суда тавӑҫпа тухать.
Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ 6-мӗш юсанмалли колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ судпа айӑпланнӑ май кирпӗч шутлакан 23 ҫулти яша хур кӑтартнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑка ыраттарнӑ, унӑн пичӗ ҫинче темиҫе шӑйрӑк пулнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн колони ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ӗҫе прокуратура панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Следствие Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн следователӗ тӗпченӗ.
Муркаш районӗнче 1970 ҫулхи арҫын хӑйӗн тӑван мар хӗрне вӑл 13-ре пулнӑ чух пусмӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шӑв-шавлӑ историе ҫакланнӑ ҫемьере арҫын ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратни паллӑ. Унӑн арӑмӗ икӗ ачине ашшӗ мар арҫынпа — хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫынпа — пӑрахса хӑварнӑ иккен. Ачисем пирки маннӑскере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, ӑмӑшӗн правинчен хӑтарнӑ.
Тӑван мар ашшӗпе пурӑнакан хӗрача пӗр ҫулхине пӑтӑрмаха ҫакланнӑ тесе сас-хура тухрӗ. Ӑна ача уйлӑхӗнче пусмӑрланӑ иккен. Пуҫтахланнисенчен пӗри чапла вырӑн йышӑнакан этем ывӑлӗ-мӗн. Ачана пусмӑрланине тӗпченине РФ Следстви комитечӗ терӗслесси таранах хыпарланӑччӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан ҫемьере Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй та пулнӑччӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьен ҫурт-йер ыйтӑвне лайӑхлатма патшалӑх пулӑшнӑччӗ.
Халӗ ачисене пӗччен ӳстерекен арҫынна хӑйне айӑпласшӑн иккен. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче судпа айӑпланни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |