Шупашкарта 21 ҫулти хӗре тапӑнса суранлатнӑ, укҫа тӑпӑлтарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ. Хайхи арҫын ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ та унпа пӗрле подъезда кӗнӗ. Унта вара, никам та ҫуккипе усӑ курса, ӑна тапӑннӑ, укҫа ыйтнӑ. Ҫавӑнтах ӑна аллинчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӑраса ӳкнӗ пике арҫынна хӑйӗн банк карттине кӑларса панӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫак преступление тӑвакана тӳрех шырама пуҫланӑ. Сӑнласа кӑтартнӑ арҫынна йӗркелӗх хуралҫисем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ, ҫавӑнтах тытса чарнӑ.
Каласа хӑвармалла, 35 ҫулти ҫак арҫын йывӑр преступлени тунӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна хальхинче 10 ҫуллӑхах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче паян ҫул ҫинче машинӑра метан сирпӗнни пирки пӗлтернӗ. Водитель суранланнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 7 сехет те 10 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫавраҫулӗнчен инҫех мар, «Патриот» УАЗра метан сирпӗннӗ. Юрать, салонра водительсӗр пуҫне урӑх никам та пулман. Унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ тухнине пула сирпӗнӳ пулнӑ. ҪҪХПИ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине хыпарлать. Ведомство асӑрханулӑх пирки аса илтерет: автомобиле тӑтӑшах тӗрӗслӗр!
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. 78 ҫулти арҫын ҫурӑм шӑммине амантнӑ.
Ку пӑтӑрмах Мир проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ватӑ арҫын хӑйӗн хваттерӗнчи балконран тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ ҫак хапара ЧР ШӖМӗ те ҫирӗплетнӗ.
Ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӗҫ-пуҫа судра пӑхса тухнӑ. Ют ҫын сарайне ҫивитти урлӑ кӗрсе икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫын айӑплине ҫирӗплетнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хуҫи ҫав икӗ хура 1 пин те 400 тенкӗлӗх хакланӑ. Вырӑнти йӗркелӗх хуралҫисем вӑрра кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Ют ҫын хуҫалӑхне саккунсӑр майпа кӗрсе пурлӑха вӑрттӑн вӑрланӑ тесе унӑн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫынна ҫирӗп йӗркеллӗ колоние ултӑ уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хурӗсем паянхи кун ӑҫта — кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра нимӗн те ҫырман.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче уҫнӑ зоокуравран хаклӑ попугай, Ара ӑрачӗллӗскер, ҫӗтнӗ. 180 пин тӑракан кайӑк ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ, ҫийӗнчех право хуралӗнчисене систернӗ.
Попугайпа пӗрле зоокуравра ӗҫленӗ каччӑ та ҫухалнӑ темелле. Унта уйӑха яхӑн тимленӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи 20 ҫулти ҫамрӑк шӑнкӑравласан телефона тытман.
Кӗҫех ӑна полицейскисем Улатимӗр облаҫӗнчи чукун ҫул станцийӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Каччӑ «Хусан-Мускав» пуйӑсра ларса пынӑ. Пӗрле попугай та пулнӑ.
Каччӑ унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе пӗрре кӑна мар ҫакланнӑ иккен. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменскер федераци шыравӗнче пулнӑ. Халӗ пакунлисем ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ.
34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Шупашкарта малтанхи арӑмне тата унӑн аппӑшне ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Гладков урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра 49 ҫулти арҫын хайӗн арӑмӗ пулнӑ 42-ри хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ. Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн 44 ҫулти аппӑшне те ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Экс-арӑмӗ хӑйӗн 9 ҫулти хӗрӗпе урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Часах йӗркелӗх хуралҫисем ҫитнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑмӑн аппӑшне подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмсене иккӗшне те пульницана ӑсатнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарнӑ арҫын вара, ӳсӗрскер, хваттерте шал енчен питӗрӗнсе ларнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, хайхи арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Ӑна ун чухне арӑмне хӗненӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ-ха. Хамӑр енчен тата ҫакна хушса калар: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнерех ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унти пресс-службӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗпчевҫӗсен ӗҫне управлени пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӑтӑрмах пирки официаллӑ ӑнлантарса панӑ. Ӑна ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Стена ишӗлнӗ чух никам та шар курманнине малтанхи иккӗмӗш предлложнипех палӑртса хӑварнӑ. Унтан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипетӗрлӗ министерствӑпа ведомство пайташӗсем лару-тӑрӑва вырӑна ҫитсе хакланине пӗлтернӗ.
Пӗр стени тата ҫивиттин пӗр пайӗ йӑтӑннӑ шкула специалистсем ҫурта пӗтӗмӗшле хак парӗҫ, ӑна ӳлӗмрен усӑ курма юранипе юрамассине палӑртӗҫ.
Шкулта 1-9-мӗш классенче 32 ача вӗреннӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне 22-ӗн ҫӳренӗ. Паянтан вӗсене урӑх ҫӗре турттарма тытӑннӑ: 1-9 классенчисене — Аслӑ Пинерти вӑтам шкула, шкул ҫулне ҫитменнисене — Пысӑк Енкассине.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |