Шӑмӑршӑ районӗнчи Васанти шкулта ӗҫ саккунне пӑснӑ. Унта хуралҫа ӗҫрен кӑларса янӑ. Приказа шкул директорӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче шӑрҫаланӑ. Унта вӑл хуралҫӑ хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах рабочи ун пек заявлени ҫырман та.
Ӗҫ саккунне пӑснине вырӑнти прокуратура асӑрханӑ. Вӑлах Шӑмӑршӑ район админстрацине ӗҫ саккунне пӑснине пӗтерме хушса хут ҫырнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ, хуралҫа ӗҫе илнӗ. Районтисем те директора явап тыттарнӑ.
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур.
Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫӗршыв арҫыннине Раҫҫее килме пулӑшас тесе унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Капла класан тӗрӗсех мар-ха: вӗсем пӗрле пурӑнман та, ҫыхӑну та тытман. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен палӑртнӑ.
Ку – фиктивлӑ ҫемье пулнӑ. Ют ҫӗршыв арҫынни Раҫҫее килес тесе Шупашкар хӗрарӑмӗпе пӗрлешнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ тӳленӗ.
Прокуратура ку ҫемье фиктивлӑ пулнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратурӑпа килӗшнӗ. Йышӑну саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ прокурорӗ Андрей Фомин республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакторӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл курнӑҫӑва пресс-конференци евӗр йӗркелемен пулин те прокурор журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Шупашкара килсен Андрей Фомин велосипед туяннӑ. Вӑл унпа ярӑнма кӑмӑллать. Ирхи 7-рен пуҫласа 8 сехетчен пысӑк теннисла вылять. Наци апат-ҫимӗҫӗ пирки те ыйтнӑ. Анчах прокурор нихӑшне те уйӑрса каламан.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республика ертӳҫине Олег Николаева ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑччӗ. Юстицин 3-мӗш класлӑ патшалӑх советникӗ Андрей Фомин унччен Крым Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
ҪҪХПИн Шупашкарти экипажӗ Елчӗк районӗнче водителе тытса чарнӑ. Хӑйсемпе пӗрле алкотестер пулман. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине палӑртма районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ.
Пульницӑра алкотестер пулнӑ-ха, арҫын сывланӑ, анчах экран ҫинчи кӑтартӑвне вӗсем пичетлеймен. Алкотестер юсавсӑр пулнӑ-мӗн.
Водителе урӑх алкотестерпа сывлаттарнӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен. Анчах ҫакӑ паллӑ: прокуратура тӗп тухтӑр тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ пульницӑн ҫӗнӗ алкотестер туянмалла пулӗ.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Патӑрьел район прокуратури тӑлӑх ыйтӑвӗпе тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗнчен хӗр хӑй пулӑшу ыйтнӑ-ха. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр черетне ӑна 2015 ҫултах тӑратнӑ. Унтанпа Пӑлара шыв нумай юхса иртнӗ, лав вырӑнтан хускалман. Прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫавнах ҫирӗплетнӗ. Вырӑнти тӳре-шара тӑлӑха пулӑшас тесе тӑпӑртатса тӑни сисӗнмен.
Хӗре хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем те килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑха пулӑшмаллах тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Ӑна вырӑнти тӳре-шара епле пурнӑҫланине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри прокурорӑн ҫумӗсенчен пӗри пулма Ростов тӑрӑхӗнчи ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл – Виталий Семенченко.
Виталий Викторович 1977 ҫулта Ростов облаҫӗнчи Таганрог хулинче ҫуралнӑ. Вӑл Шалти ӗҫсен министерствин Ростоври юридици институтӗнче вӗреннӗ.
Професси карьерине 1998 ҫулта Ростов облаҫӗнчи шалти ӗҫсен органӗнче пуҫланӑ. 2000 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗрен прокурора ҫитнӗ вӑл. 2010-2018 ҫулсенче Ростоври районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе прокурор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Дон ҫинчи Ростоври Ворошилов районӗнчи прокурор пулма шаннӑ.
Шупашкарти 56-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ хӗрарӑм-педагогпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче учитель пиллӗкмӗш класс ачисене класа вараланӑшӑн, ҫав шутра пушмак тӗпӗ хуратнӑшӑн та, ятланӑ. Вӑл вӗсене кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах ҫын ҫине тухсан прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Шупашкарти шӑв-шав ҫинчен федераци МИХӗсем те тупӑшса тенӗ пек хыпарларӗҫ. Вӗрентекен хай кӑмӑлӗпе заявлени ҫырса парса ӗҫрен кайнӑччӗ, шкул директорӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.
Паян вара Чӑваш Ен прокуратури учитель хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |