Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн.
Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ. Вӑл авалхи чӑваш рунисен пӗлтерӗшӗпе тата мӗнле вуланнипе паллаштарать.
[В] саспалли чӑваш руна ҫырулӑхӗнче «V» латин саспаллийӗ евӗр курӑннӑ. Вӑл паллӑ Вӑ, Вӗ, Ву тата Вы сыпӑксене пӗлтернӗ. [Вӑй] V руна тӑнӑҫлӑха, вӑя, паттӑрлӑха тата чӑтӑмлӑха пӗлтернӗ. Вӑл пахалӑха тотем чӗрчунсем (вӗсене авалхи ҫынсем хӑйсен йӑхне пуҫлаканӗ тесе хисепленӗ) пама пултарнӑ.
V-евӗр паллӑ мӑйракаллӑ вӑкӑра кӑтартнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫветтуй чӗрчун тесе шӑпах ҫав чӗрчуна шутланӑ. Вӑл хӳтӗлевҫӗ тата хӳтлӗхҫӗ шутланнӑ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн пӗр пайне, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑматкунсерен пичетлет.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1,4 пин ача валли ача пахчисенче вырӑн ҫитмест. Темиҫе ҫултан халь хута каякан шкулта та вырӑн ҫитмӗ. Сӑмах май, вӑл Шупашкарти чи пысӑк шкул пулӗ – 1600 ача валли. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Микрорайонта 9 пин ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ – ачасем.1-7 ҫулсенчи ачасем – 2300 ытла. Унта хальлӗхе 4 ача пахчи хута янӑ, пӗтӗмпе – 810 вырӑнлӑх. Эппин, 1,4 пин ача валли хальлӗхе вырӑн ҫук.
Ҫавна май микрорайонта тата ача пахчисем тӑвасшӑн. Застройщик тепӗр икӗ ача пахчи тӗлӗшпе проект хатӗрлеме палӑртнӑ. Ку кӑна мар, тепӗр шкул валли те проект тӑвӗҫ. Палӑртмалла: халӗ хӑпартакан шкула ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли уҫмалла.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн проекчӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Современное краеведение» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри таврапӗлӳ) конкурса хутшӑннӑ «Литературные Чебоксары» (чӑв. Литературӑллӑ Шупашкар) проекта музей ертӳҫи Ирина Оленкина хатӗрленӗ.
Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче (Литература музейӗ асӑннӑ учрежденин подразделенийӗ шутланать) хыпарланӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Шупашкар» чӑваш литературин классикӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, вӗсен вилӗмсӗр хайлавӗсенчи Шупашкарпа ҫыхӑннӑ сӑнарӗсемпе паллаштарать.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чух тӑван хуламӑр кун-ҫулне урӑхларах, тарӑнрах, хаклама май пур. Маршрут Литература музейӗнчен пуҫланать. Ленинград, Дзержинский, К. Маркс урамӗсемпе, Ленин проспекчӗсемпе иртет. Экскурсие хутшӑнса паллӑ ҫыравҫӑсем пурӑннӑ вырӑнсемпе паллашма май пур.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта йӗркеленнӗ «Берет» ҫарпа патриотлӑх клубӗ Президент гранчӗсен фончӗ ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, грант ҫӗнсе илнӗ.
Унти хастарсем «Чӑваш Ен астӑвать…» проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, ачасемпе ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ ентешӗсене аса илтерес тӗллевпе мероприятисен ярӑмне йӗркелемелле. Мероприятисене 5 пин ҫынран кая мар хутшӑнмалла.
Палӑртмалла: конкурса 9 308 проект хутшӑннӑ, вӗсенчен 2 017-шӗ ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен ҫӳлерех асӑннӑ клубсӑр пуҫне тепӗр 54 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 19-шне ҫамрӑксен организацийӗсем хатӗрленӗ.
Шупашкарта юр ирӗлтерекен станци хута ярасшӑн. Ҫавна май ун валли проект кирлӗ. Ку ӗҫ валли 5 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Распоряжение патшалӑх закупкисен сайтӗнче пичетленӗ.
Заказчик – ЖКХ тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени. Проект вӗсем 5 миллион та 399 пин те 996 тенкӗпе тутарасшӑн.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, юр ирӗлтерекен станци ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлемелле. Ун ҫумӗнче хытӑ сийлӗ лапам пулмалла. Унта 3,5 тонна юр килсе тӑкма палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ.
«Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле. Ҫакӑн пирки РФ Правительствин ӑнлантару хутӗнче каланӑ. Документа нормативпа право акчӗсен федераци порталӗнче пичетленӗ.
2022-мӗш ҫулхи II-III кварталсенче «Улатимӗр — Арзамас» тата «Арзамас — Канаш» участоксен проектне вӗҫлемелле.
Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 2020-2024 ҫулсенче «Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Шали», 2021-2025 ҫулсенче «Улатимӗр — Арзамас», 2022-2027 ҫулсенче «Арзамас — Канаш» лаптӑка тумалла.
Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Максим Акимов маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑрт ҫӳремелли «Мускав — Хусан» тӳлевлӗ автоҫула 2020 тума пуҫӑнса 2027 ҫулта вӗҫлемелле.
Пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ачасене пулӑшакан фонд социаллӑ инноваци проекчӗсен грант конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакан самай пулнӑ: Раҫҫейри 68 регионтан 309 заявка килнӗ. Вӗсенчен 77-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Вӗсене проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант парӗҫ. Проектсене 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи авӑнччен хута ямалла.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енрен тӑратнӑ 5 проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: «Чиперкке» (Шупашкарти сусар ачасен 3-мӗш шкулӗ), «Пӗрле пулатпӑр» (Шупашкарти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр), «Создание студий цифровых технологий как инструмента реализации социально-образовательного лифта для несовершеннолетних, состоящих на различных профилактических учетах» («Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ), «Альтернатива коммуникацийӗ – чикӗсӗр майсем» (Шупашкарти сусӑр ачасен 1-мӗш шкулӗ), «Пӗр-пӗринпе хутшӑнмашкӑн чикӗ ҫук!» (Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксен реабилитци центрӗ).
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |