Шупашкарта унччен «Чӑвашавтодор» юсанӑ ҫулсене каллех юсамалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ.
«Чӑвашавтодор» 2013–2016 ҫулсенче Шупашкарта сакӑр ҫул сарнӑ, юсанӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ — «Чӑвашавтодор» тунӑскерсем. Улттӑшне те гарантипе юсамалла.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче арканнӑ ҫулсене йӗркене кӗртмешкӗн тепӗр подрядчикпе — «Гарант» тулли мар яваплӑ обществӑпа — килӗшӳ алӑ пуснӑ. Эппин, «Чӑвашавтодорӑн» ҫулӗсене вӑл юсӗ.
Кӑҫал пӗтӗмӗшле илсен, федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫул-йӗр ӗҫне пурнӑҫламашкӑн 751 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫлӗҫ? Ҫак ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан хастар ҫынсене те явӑҫтарасшӑн.
«Граждан пуҫарӑвӗ» эксперчӗсем ҫул-йӗре лайӑхлатмалли проектпа паллаштарнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансене «шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен карттине» хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри проекта темиҫе эрне каялла хута янӑ. Ку таранччен карттӑна шӑтӑк-путӑклӑ 3 пин ытла ҫула кӗртнӗ. Шупашкар хулинчи ҫулсем тӗлӗшпе те ҫӑхавсем ҫитнӗ. Экспертсем вӗсене япӑх хак панӑ. Картта ҫине Патрис Лумумба, Менжинский урамӗсем, База тата Лапсар проезчӗсем кӗнӗ.
«Граждан пуҫарӑвӗ» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулта Шупашкарта япӑх ҫулсене пула 109 авари пулнӑ. Республикӑра вара ҫак сӑлтава пула 487 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсенче 67 ҫын вилнӗ, 614 ҫын суранланнӑ.
Ҫулсем мӗншӗн япӑхланнине те палӑртнӑ. Ку строительство нормисемпе йӗркине пӑхӑнманнипе, шыв юхмалли хатӗрсем япӑх ӗҫленипе ҫыхӑннӑ.
Республикӑра пурӑнакансем япӑх ҫулсем пирки ҫак адреспа пӗлтерме пултараҫҫӗ: www.dorogi-onf.ru. Е 29-82-98 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле. Электронлӑ почтӑна яма та пулать: hotline@roadcontrol.ru.
Ростуризм «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ канашлура субсиди пайланӑ. Кун пирки ЧР Культура министерстви хыпарлать.
Кӑҫал проекта пурнӑҫлама 200 миллион ытла тенкӗ килӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта комплексри объектсен 80 процентне туса пӗтернӗ.
Инвестор «Амазония» этнокомплексра чӑвашсен наци апатне пӗҫерекен «Шыв арманӗ» ресторана тӑвать, аквапарк тата аттракционсен паркӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянать.
«Этника Чӑваш Енӗ» 2018 ҫулта туристсене йышӑнма тытӑнӗ.
Ҫитес ҫул Шупашкара палӑрмаллах улӑштарасшӑн. Парксене, урамсене, картишсене ҫӗнетесшӗн. Ҫак тӗлӗшпе федераци хыснинчен Шупашкар валли укҫа уйӑрӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейри регионсем валли хыснаран 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Пӗр пайӗ Шупашкара лекӗ.
Хулана хӑтлӑх кӗртес тесе республика тата хула хыснисенчен укҫа парӗҫ. Пӗтӗмпе — 250 миллион тенкӗ. Укҫана илес тесен хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ ӗҫлемелле, проектсем хатӗрлемелле. Ҫӗнӗ ҫулччен хӑш объектсене ҫӗнетмеллине палӑртмалла. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлне вара проектированин техника заданине палӑртмалла.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн килӗшӳсем ҫырӗҫ.
Тӗнче литературин архивӗ Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ «Нарспи» аудиокӗнеке ҫӗршыври чи сумлӑ «Ревизор» конкурсӑн шорт-листне кӗнӗ.
Жюри тӗплӗ суйланӑ, 2 уйӑх сасӑлав иртнӗ хыҫҫӑн проект финала тухнӑ. Кӑҫал конкурса 200 ытла организаци хутшӑннӑ: издательствӑсем, кӗнеке сутакан сетьсем, вулавӑшсем. Вун-вун регионтан ӗҫсем килнӗ.
«Нарспи» аудиокӗнекене тӗнчипех хатӗрленӗ темелле. Михаил Ефремов автор сӑмахӗсене вулама килӗшни те проекта ҫӗнтерме пулӑшнӑ-тӑр. Сӑмах май, конкурса проект вырӑнне аудиокӗнеке пӗрремӗш хут тӑратнӑ.
Проект продюсерӗ тата режиссерӗ — Виталий Баев. «Чӗрӗ кӗнеке» радиопа, туристсен троллейбусӗнче янӑрать. Икӗ чӗлхепе вуланӑ кӗнекепе шкулсенче усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен специалисчӗсем телефона пралуксӑр зарядниксӗрех заряд памалли май паракан станци шухӑшласа кӑларнӑ. Ку — Раҫҫейре 2018 ҫулта иртекен футбол чемпионачӗ валли питӗ меллӗ.
Проекта Екатеринбургра утӑн 11–14-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери куравра хӑтланӑ. «Synergy» проекта тивӗҫлипех хакланӑ. Ӑна Чӑвашри компани ют ҫӗршыври компанипе пӗрле хатӗрленӗ. Вӑл телефонсемпе планшетсене общество вырӑнӗнче заряд илме май парать.
Станци стадионсенче, аэропортра, отельсемпе офиссенче пулӗ. Телефон палӑртнӑ вырӑнти сӗтеле перӗнсен заряд илме тытӑнать. Кунашкалли Раҫҫейре — пӗрремӗш хут.
ЛДПР депутачӗ Александр Шерин автозаправкӑсенче аптека тума сӗнет. Унта кашни водитель чи кирлӗ эмелсене туянма пултартӑр.
«Мускав» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӑвасшӑн. Ӑна хӑҫан тӑвассине тата аптека мӗнле пулмаллине каламан-ха. Ку ӗҫе Правительствӑна тума сӗнеҫҫӗ.
Аптека гильдийӗн ертӳҫи Елена Неволина ку ҫӗнӗлӗхе кӗртме хирӗҫ мар. «Пӗрремӗшӗнчен, унта специалист ӗҫлемелле. Иккӗмешӗнчен, препаратсене упрамалли условисене пӑхӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, аптекӑсем валли хатӗрсем тата лаптӑк кирлӗ. Ҫаксене йӑлтах пӑхӑнсан мӗншӗн ку проекта пурнӑҫа кӗртсе мар?» — тенӗ вӑл.
Шупашкарта гидсен тата экскурсоводсен шкулӗ уҫӑлнӑ. Занятисем «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ туристсене ытларах илӗртесшӗн. Гидсемпе экскурсоводсен занятийӗсем эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ. Унта вӗренмешкӗн 50 яхӑн ҫын заявка панӑ. Занятисене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ.
Малтанах теорие пӑхса тухӗҫ. Шупашкар историйӗ, чӑваш халӑхӗ, тӑван культура пирки ытларах пӗлӗҫ. Проект авторӗ каланӑ тӑрӑх, чи малтанах вӗсем ҫамрӑксене хула историне тӗплӗнрех вӗрентесшӗн, Шупашкара ытларах юраттарасшӑн.
Теори хыҫҫӑн практика пуҫланать. Гидсен хӑнасем валли экскурси ирттерме тивӗ.
Проект ҫу уйӑхӗччен пулӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулсан ӑна кашни ҫулах ирттересшӗн.
Республикӑри пульницӑсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнӑ «Хӑвӑнтан пуҫла» проекта хутшӑнма пуҫланӑ. Ӑна медицина ӗҫченӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем халӗ ирхине пӗрле пухӑнса хусканусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ҫуран утать. Валентина Мясникова тухтӑр ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнать. 20 ҫул ӗнтӗ вӑл ӗҫе ҫуран ҫӳрет. Валентина Леонидовна — тухтӑр-инфекционист. Эпидеми вӑхӑтӗнче вӑл чирлисемпе хутшӑнать. Анчах юлашки 11 ҫулта вӑл хӑй чирлесе курман.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем тепӗр проекта та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл — тулли кӗлеткеллисем валли. Ҫур ҫулта вӗсем начарланасшӑн. Вӗсем ҫак ырӑ тӗслӗхпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кирек хӑҫан та пӑхӑнма май пуррине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене пулӑшу кӳрекен «Перекресток» центр социаллӑ проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл «Кто предупрежден, тот вооружен» ятлӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртме Пӗтӗм Раҫҫейри «Гражданское достоинство» общество юхӑмӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Унӑн тӗллевӗ – ӗҫсӗр тата ӗҫлекен ҫамрӑксене право тӗлӗшӗнчен хӳтӗлесси.
Проектпа килӗшӳллӗн, консультацисем иртӗҫ. Унта ӗҫри сокращени ыйтӑвне ҫӗклӗҫ. Нарӑс-ака уйӑхӗсенче 17 семинар ирттерме палӑртнӑ. Халӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче мероприятисен графикне хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |