Хулара
![]() Планетари проекчӗ Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра планетари тума палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче планетари документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр ӑнӑҫлӑ тухни паллӑ пулнӑ. 2015 ҫулта палӑртнӑ тӑрӑх, ун валли 636 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ҫак укҫаран 148 миллион тенкине республика хысни уйӑрӗ. Ытти — муниципалитет хыснинчен, инвесторсемпе спонсорсене те явӑҫтарма палӑртнӑ. Планетарие кӑҫал виҫҫӗмӗш кварталта тума тытӑнма палӑртнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, планетари виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ — 4 783,1 тӑваткал метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |