
Порфирий Афанасьев чӑваш халӑх поэчӗ, журналист, куҫаруҫӑ, педагог, драматург пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Порфирий Васильевичпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртра сывпуллашӗҫ.

Чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере 85 ҫул тултарнӑ ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те саламланӑ.
Паллӑ кун ячӗпе музей «Сӑввӑмсем – ҫӗр ҫитмӗл туйӑм кӗввисем» ятпа курав уҫнӑ. Унта поэтӑн докуменчӗсемпе, кӗнекисемпе, алҫырӑвӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, Литература музейне Юрий Сементер парнеленӗ ытти япалапа паллашма пулать.
Пултарулӑх каҫне Улькка Эльмен, Анатолий Кибеч, Василий Захаров, Галина Матвеева тата ытти ҫыравҫӑ хутшӑннӑ. Саламлакансен йышӗнче «Трак Ен» ентешлехӗн председателӗ Иван Архипов та пулнӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.
Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.
Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

Альбина Юрату Мускавра пӗр харӑс ултӑ кӗнекине презентациленӗ. Кун пирки эпир Телеграмри «Пуринчен малтан» канала вуласа пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пӗлтӗр ултӑ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Халӗ вӗсене Мускаври Р.И.Рождественский ячӗллӗ вулавӑшра пахаланӑ.
Кӗнеке хаклавне Валентина Черчен, Аида, Ирина Понамарева, Валентина Попова юрӑҫсем, «Ентеш», «Шевле» ансамбльсем хутшӑннӑ.

Шупашкарти Патшалӑхӑн хальхи вӑхӑтри историйӗн архивӗнче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ курав уҫӑлнӑ. «Зеркало чувашской души» (чӑв. Чӑваш чунӗн тӗкӗрӗ) документлӑ куравра поэтӑн пирвайхи публикацийӗсенчен пуҫласа халӑхра ят-сум илнӗ хайлавӗсем таранах вырӑн тупнӑ. Унӑн алҫырӑвӗсем те пур.
Курава уҫма 85 ҫулти поэт хӑй те хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн музейӗнче «Зеркало чувашской души» документлӑ курав уҫӑлӗ. Экспозици кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10 сехетре ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Экспозици поэтӑн автобиографийӗпе, сӑввисемпе тата поэмисемпе, фотодокуменчӗсемпе тата ытти паха материалпа паллаштарать. Документсем 1962 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулчченхи тапхӑра ҫутатса параҫҫӗ.

Чӑваш Енри ҫыравҫӑсемпе поэты юлашки темиҫе ҫулта пӗрмаях литература ёлки ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӗсем сӑвӑсем вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ те.
Чи илемлӗ вулакана тата юрлакана Хӗл Мучипе Юрпикен дипломӗсемпе чыслаҫҫӗ.
Кӑҫалхи литература ёлки вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Суркина поэта тата Шупашкарти Александр Речкин барда палӑртнӑ. Кӑҫал тата «Литература ёлки-2026» парнепе те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа Лидия Филиппова писателе тата журналиста хавхалантарнӑ.
Литература ёлкинче Раиса Воробьева, Владимир Мишшан, Людмила Исаева, Марина Туманова, Григорий Михайлов, Александр Шпаннагель, Наталья Шмелёва, Наталья Селезнёва пулнӑ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. Кун-ҫулне литературӑпа тӳрех ҫыхӑнтарман. Малтан Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗме тӑнӑ, анчах май килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхри колхозра, унтан культура ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вара ҫырма яланах юратнӑ. Ҫавӑнпа хаҫатсемпе ҫыхӑну тытнӑ.
Кӑштахран ӑна шӑпа Ҫӗрпӳри ВЛКСМ райкомне илсе ҫитернӗ. 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Октябрь ҫулӗ» райхаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине, унтан Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ялав» журналта ӗҫленӗ.

Чӑваш Енри калем ӑстисем кӑҫал та литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Кун пек ёлкӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Унта поэтсем, писательсем, музыкантсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, кӑҫалхи плансене палӑртӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ, юрӑсем юрлӗҫ.

Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче чӑваш театрӗн 6 ӑстин юбилейӗ ячӗпе пуҫтарӑннӑ.
Унта пуҫтарӑннисем Николай Айзман драматурга, куҫаруҫӑна, артиста; Чӑваш Енре театр ӗҫне йӗркеленӗ, театрта 1920-1935-мӗш тата 1937-1940-меш ҫулсенче ӗҫленӗ Кирилл Егорова; Михаил Акимов-Аруй писателе; Иван Илларионов (Иван Мучи) писатель-сатирика, актера; Георгий Зайцев (Тал-Мӑрса) поэт-тӑлмача тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Игнатий Молодова аса илнӗ.
