
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑри «Юмах» ача пахчинче чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ. Шӑпарлансемпе тӗл пулса калаҫма Валентина Игнатьева-Таравата йыхравланӑ, калем ӑсти вара хирӗҫлемен.
Чӑваш ҫыравҫи пырассине пӗлсен аслӑ ушкӑнри ачасем Валентина Тараватӑн сӑввисене пӑхмасӑр калама вӗреннӗ, унӑн юррисене юрлама вӗреннӗ.
Хӑна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ача пахчине вӑл хӑйӗн кӗнекисене автографпах парнеленӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Надежда Кириллован «Чун ыратӑвӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Надежда Мефодьевна – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки, педагог, публицист, драматург тата республикӑн театр ӳнерӗн тӗпчевҫи. Чӑваш академи драма театрӗнче вӑл 30 ҫул ӗҫленӗ. Спектакльсенче вылянипе пӗрлех хӑйӗн пултарулӑхне сценарист тата режиссёр пулса та кӑтартнӑ.
Надежда Кириллован ҫӗнӗ кӗнеки XX ӗмӗрти культурӑпа ӳнерти ӗҫченсемпе паллаштарать, ҫав шутра – Ираида Петрова-Нарс тата Геннадий Айхи писательсемпе, Виталий Соломин, Вера Кузьмина тата Владимир Бурмистров артистсемпе, Геннадий Волков этнопедагогпа, Иосиф Дмитриев режиссёрпа, Станислав Кошкин художникпа тата ыттисемпе.

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш литературин паллӑ романисчӗпе Николай Максимов ҫыравҫӑпа тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки институт халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Калаҫӑва институт директорӗ Юрий Исаев, литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ тата паллӑ чӑваш прозаикӗ Людмила Сачкова хутшӑннӑ.
Унта Н. Максимовӑн 2024 ҫулта Саранск хулин кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Спасение Европы» тата унӑн маларах пичетленнӗ «Шур акӑш ҫулӗ», «Майра патша парни» историлле романӗсем тавра йӗркеленнӗ. Автор ҫак хайлавсене ҫырнӑ май мӗнле материалсемпе паллашни, хӑйӗн пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем пирки каласа панӑ. Писатель ҫавӑн пекех хӑйӗн нумаях пулмасть вырӑсла пичетленсе тухнӑ «Дар императрицы» кӗнекипе тата малалла ҫырма шутласа хунӑ романсен кӗске сюжечӗсемпе паллаштарнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче «С пером и оружием» (чӑв. Калемпа тата хӗҫпӑшалпа) куҫса ҫӳрекен документлӑ курав уҫӑлнӑ. Экспозицие Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Леонид Агаков, Илпек Микулайӗ, Василий Алагер, Василий Алентей, Александр Алга, Алексей Талвир ҫыравҫӑсен тата Василий Долгов литературовед пурнӑҫӗпе паллашма пулать. Унсӑр пуҫне Николай Юманкай, Генрих Катрамов, Николай Горшков, Семен Елем тата Константин Энзер ҫамрӑк поэтсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Арсений Тарасов «Вячеслав Абукаев-Эмгак» астӑвӑм медальне тивӗҫнӗ.
Ку наградӑпа ҫармӑс халӑхӗн чӗлхипе культурине аталантарма чылай тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслаҫҫӗ.
Вячеслав Абукаев-Эмгак – мари халӑх писателӗ, прозаикӗ, драматургӗ, литература критикӗ тата тӑлмачи, Мари Элӑн ҫамрӑксен тата Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекине тишкернӗ.
Валентин Константинов (сӑнӳкерчӗкре — малти ретре, сулахайран иккӗмӗшӗ) 1958 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑрти чугун ҫул транспорчӗн техникумӗнчен вӗренсе тухса пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленекен яша аслисем аслӑ пӗлӳ илме сӗннӗ. Вӑл вӗсен сӑмахӗнчен иртмен — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Пӗр вӑхӑт учитель пулса тӑрӑшнӑ, анчах 1982 ҫултанпа хӑйӗн кун-ҫулне хаҫат ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ, Куславкка районӗн хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан, 1986 ҫулта, ӑна тӗп редактор пулма шаннӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра Валентин Распутин ячӗллӗ литература премине илме заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Конкурса Раҫҫейӗн кӗнеке союзӗ тата Иркутск облаҫӗн правительстви ирттерет. Премин соучредителӗсем — Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви тата «Ростех» корпораци.
Лауреат ятне илес тесе роман, повесть е повеҫсемпе калавсем вырӑсла ҫыракан кирек хӑш ҫулти автор та хутшӑнма пултарать.
Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче культура учрежденийӗн 85 ҫулхине халалласа пуҫтарӑннӑ. Унта поэтсемпе писательсем пынӑ.
Вӗсем музея кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсемпе сувенирсем парнеленӗ. Музей фондне библиографи кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Денис Гордеев, Альбина Юрату, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева тата ыттисем пуянлатнӑ.
Музея 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫнӑ, чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ҫул музея поэт ятне панӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Михаил Юрьев (Нямань) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Вӑл — писатель, поэт, драматург, литература критикӗ, библиограф, журналист, тӑлмачӑ, СССР журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ культура ӗҫченӗ.
Михаил Иванович Етӗрне уесӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче (халӗ вӑл Красноармейски тӑрӑхне кӗрет) ҫуралнӑ.
Ҫамрӑклах «Хатӗр пул» журналӑн яваплӑ секретарӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна «Чӑваш коммуни» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, анчах вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна унта илсе кайнӑ. Унтан таврӑнсан та хаҫатра тата пичетпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Комосмольски районӗнчи «Кӗтне» ентешлӗх Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ сумлӑ ентешне, Куҫма Турхана, асра тытать. Вӑл Комсомольски тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ писатель тата прозаик ҫуралнӑранпа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа ентешӗсем вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ: тайӑлнӑ палӑка тӳрлетнӗ, саспаллисене сӑрланӑ, тӑпри ҫине никӗс хурса бетон плита сарнӑ. Писатель Карачурари 3-мӗш масар ҫинче ӗмӗрлӗх канӑҫне тупнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен патшалӑх телерадикомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин телесюжетра пӗлтернӗ.
Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романне пӗлмен чӑваш та ҫук пулӗ.
