Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ.
Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ.
22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ.
Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ.
Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ.
Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ.
Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ.
Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ.
Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗ ҫуннӑ. Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сӗт-ҫу, аш-какай сутмалли ҫуртра алхаснӑ.
Пасар шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлет. Паян унта кайнисем пасар уҫӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Суту-илӳ тӑвакансем ятарлӑ ангарта мар, урамра, машинӑсем ҫинче, сутнӑ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн сайтӗнче инкек пирки калани ҫак самантра ҫукчӗ.
Пасара кайнӑ ҫынсем унта пушар хуралӗн ӗҫченӗсене курнине пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, ахӑртнех, тӗпчев пырать.
Ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем тӗшмӗртни тӑрӑх хакласан, пасара такамсем тивертсе яма пултарнӑ имӗш. Анчах, тепӗр хут палӑртар, ку вӑл — сӑмах-юмах шайӗнче сарӑлнӑскер кӑна. Сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупакшарти пӗр пасарта рейд ирттернӗ вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене пӗр сутуҫӑ патӗнче рюкзак сисчӗвлентернӗ. Унта кантӑр ҫулҫине ӳкернӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем сутуҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Кунашкал рюкзакпа сутӑ туни хӗрарӑма суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл тӳрре тухма хӑтланнӑ: кантӑр ҫулҫине рекламӑламан, шкула ҫӳремелли рюкзаксене курттӑмӑн туяннӑ, ҫавӑнпа ҫулҫӑсене тимлесе сӑнаман имӗш. Сутуҫӑ кантӑр ҫулҫи мӗнле пулнине те пӗлмест-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн тӳрре тухма май килмен. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна штраф тӳлеттермелле тунӑ, рюкзака туртса илнӗ.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем Тӗп пасар умне рейда тухнӑ. Пасар ҫывӑхӗнче карчӑк-кӗрчӗк суту тума юратать-ҫке-ха.
Унта сӗт юр-варӗ (тӑпӑрчӑ, сӗт, хӑйма), тӑварланӑ ҫимӗҫсем сутаҫҫӗ. Вӗсене йӗркеллӗ те хумаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑ ирӗклӗнех пырса лараҫҫӗ.
Аяла курупка лартаҫҫӗ. Вӗсене вара ҫӳп-ҫап контейнерӗсенчен йӑтса килеҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, ял ҫыннисем ҫимӗҫсене ҫӗр ҫине сарса хурса сутаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсса суту тӑвакансене хӑваласа янӑ. Кунашкал рейдсем кашни кун иртессине пӗлтереҫҫӗ. Сутакансене вара ҫакна асӑрхаттарнӑ: хула администрацийӗ ялти сутуҫӑсем валли ятарлӑ вырӑнсем уйӑрса панӑ. Ку ыйтупа Тӗп пасар ертӳлӗхӗпе 2015 ҫултах калаҫса татӑлнӑ. Унашкал ҫынсене йӳнӗ вырӑн уйӑрса панӑ: кунне 30 тенкӗрен пуҫласа.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Строительсен урамӗ, Лакрей вӑрманӗ, Президент бульварӗ, Гладков урамӗ ҫывӑхӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртсем тата суту-илӳ центрӗ вырнаҫмалла. Ку — хальхи «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче.
Ҫак вырӑнта «Юрма» агрохолдинг тата «Сад» ЯХПК «Ярмӑрккӑ» ятлӑ ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн. Икӗ организацие те Владимир Ермолаев ертсе пырать. Унӑн строительство компанийӗ — «СУОР» тулли мар яваплӑ общество.
Документацие тишкерес-тӗк «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗ те строительство вырӑнне лекет. Анчах унта пилӗк хутлӑ ҫуртсем е суту-илӳ центрӗ пулӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар.
Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.
Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.
Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть.
Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |