Вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем муниципалитет пурлӑхне тара парса та тупӑш курма ӑнтӑлаҫҫӗ. Анчах тара илекенӗсем пурлӑхпа усӑ курнишӗн пур чухне те татӑлса пыма васкамаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче кӑна аренда тӳлевӗпе парӑм 8 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫӗре арендӑна илнисен парӑмӗ кӑна 7 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ, ҫав шутран 3 миллионне пӗр ҫын пухса тултарнӑ.
«Вӑл укҫа социаллӑ сфера объекчӗсене — шкулсене, ача-пӑча пахчисене, спорт лапамӗсене — тума кайма пултаратчӗ», — парӑмлисене канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев ҫапларах ӳпкелесе каланӑ.
Парӑмлисене хула влаҫӗсем нумаях пулмасть ларӑва чӗнсех калаҫтарнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем парӑма татса пымалли графика алӑ пусма килӗшнӗ. Анчах вӑл та усӑ кӳмесен хула влаҫӗсем парӑма суд урлӑ шыраса илесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн алимент тӳлемех тивнӗ. Унӑн парӑмӗ 500 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Ҫак укҫана унӑн ывӑлне тӳлемелле пулнӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче арҫын ача 18 ҫул тултарнӑ. Анчах ашшӗ алимента пурпӗрех татма васкаман.
Арҫынпа калаҫу ирттернӗ. Парӑма татманшӑн унӑн ятарлӑ правине чакарма пултарнине ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын укҫа тӳлеме май тупнӑ. Вӑл харӑсах 400 пин тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын ачан амӑшӗн те чӗри ҫемҫелнӗ ахӑртнех. Вӑл ытти парӑма илме хирӗҫлесе документа каялла илнӗ.
Чӑваш Енре «Трактор савучӗсем» концернра энергие парас ӗҫе чакарасшӑн. Вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ-мӗн.
Паян, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, Т Плюс «Промтракторпа» «Шупашкарти агрегат савучӗ» АОУна ӑшӑ энергие парас ӗҫе чакарнӑ. «Промтрактор» савутӑн парӑм — 79,67 миллион тенкӗ. «Шупашкарти агрегат савучӗн» вара — 16,94 миллион тенкӗ.
«Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюсӑн филиалӗ кунашкал мерӑна пӗрремӗш хут йышӑнмасть. Парӑмсене вӑхӑтра татмасан энергие сӳнтересси пирки ертӳлӗхе асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енри влаҫ органӗсем коммуналлӑ тӑкакшӑн тӳлеменнисене асӑрхаттараҫҫӗ. Парӑма татмасан хваттертен барака куҫарма сӗнеҫҫӗ вӗсем.
Кунашкал мелпе Раҫҫейри темиҫе регионта усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫейре кунашкал парӑмӑн хисепӗ триллиона яхӑн ҫитнӗ. Ку хисеп, шел те, ӳсме пӑрахмасть. Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеменнисене барака куҫарма тытӑннине Мускав округӗнчи хаҫат та пӗлтерет. Пӗр арҫын 35 пин те 250 тенкӗ тӳлемен. Ӑна общежитие куҫарнӑ. Ытти хулара хальлӗхе парӑмҫӑсем тӗлӗшпе ҫирӗпех мар-ха: электроэнергие, ӑшӑ шыва, газа чарса лартаҫҫӗ.
Хӑш-пӗр хулара парӑмҫӑсен канализацине хупма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшмасть-мӗн. Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн каяшӗсене чӳречерен ывӑтма пуҫланӑ.
Чӑваш Енре лару-тӑру кӑшт урӑхларах. Хваттер хуҫисем мар, коммуналлӑ компанисем парӑма кӗреҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси поселокӗнче (вӑл Иккасси ялӗнче кӑнтӑралла вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ) пурӑнакан пӗртен пӗр ҫемье темиҫе кун ҫутӑсӑр пурӑнать ӗнтӗ. Электроэнергие кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех сӳнтернӗ.
Кристина Варламова Иккассинче ҫемйипе пурӑнать. Вӗсен кил-йышӗнче тӑватӑ ҫын. Иккасси ялӗнче хӗлӗн-ҫавӗн пӗртен пӗр ҫемье кун кунлать. Ыттисемпе дача пек ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.
Ҫемье вунӑ кун ӗнтӗ ҫуртапа усӑ курать. Юрать, кӑмака пур вӗсен. Кӗҫӗнни 2,5 уйӑхра ҫеҫ. Телефон зарядки пӗтсен мӗн тумалла? Инкек сиксе тухсан мӗнле шӑнкӑравламалла? Хӑй Иккасси ялӗ аякра вырнаҫнӑ.
Унччен ҫуртсем вӑрман хуҫалӑхӗн пулнӑ. Унтан вӗсене сутнӑ. Ҫапла 2014 ҫултанпа ҫынсем электричествӑшӑн укҫа тӳлемен. Парӑм 45 пин тенке ҫитнӗ. Чӑвашэнерго ӑна тӳлемесӗр ҫутӑ ҫутас ҫук.
Администраци ҫутӑ ыйтӑвне район балансӗ ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явать. Парӑма татсанах поселокра ҫутӑ пулӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫук, темле хӑрушӑ преступлени туман вӑл. Алимент тӳлемен.
Хӗрарӑм 2000 ҫулта ача ҫуратнӑ. Анчах вӑл ачине тивӗҫлипе пӑхман, амӑшӗн ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Ҫавна май 2008 ҫулта суд ӑна ӗҫлесе илнӗ шалӑвӗн 1\4 пайне алимент тӳлеттермелле тунӑ.
Хӗрарӑм сусӑр-чӑлах мар, анчах вӑл ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ҫапла, паллах, амӑшӗ алимент та тӳлемен. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ — ҫур миллион тенке ҫитнӗ.
Суд халӗ ӑна колони-поселение ҫур ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те ӑна ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл айӑпне саккун умӗнче «каҫарттарса» та пӗтереймен пулнӑ.
Шупашкарти «Водоканал» акционерсен уҫӑ обществи шывсӑр хӑварассипе хӑратать. Вӑл кама тата хӑҫан «типӗ тыттарассине» те палӑртнӑ.
Шывпа тивӗҫтерекен предприяти ҫут ҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхӗсӗр пули-пулми ҫыннах хӑвармӗ. Хӑйӗн умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнисенчен хӑшӗсене.
Теприсен, ав, парӑмӗ миллиона та ҫывхарать, икӗ миллионтан иртнӗ предприяти те пур.
Текстильщиксен урамӗнчи «Юта» общество иртнӗ ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенчи парӑмӗ — 9 291,21 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 25-мӗшенче шывсӑр лартӗҫ. Париж Коммуни урамӗнчи Иванова Алевтина Васильевна парӑмӗ те «Ютӑран» кая мар - 9 268,76 тенкӗ. Вӑл та кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче шывсӑр ларӗ.
Евгений Сорокин, Александр Дельман, Руслан Борисов, Людмила Эльгер уйрӑм усламҫӑсем те парӑма аванах пухса тултарнӑ. Вӗсен те пӗр кун шывсӑр ларма тивӗ. Амазарян Альберт Арзуманович, Кузьмина Людмила Фирсовна, Григорьев Виталий Петрович ятлӑ ҫынсем те ҫак списока лекнӗ, «Ингури», «Стройстекло плюс» обществӑсем те.
Шупашкарти агрегат савучӗн парӑмӗ вара — 2 826 606,23 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче шывсӑр хӑварӗҫ.
Темиҫе кун каялла, раштавӑн 30-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта предприяти малашне епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Предприятири лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура та (вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ) сӳтсе явнӑ. Обществӑра кайӑк-кӗшӗк апачӗ пӗр уйӑхлӑха, ветеринари препарачӗсем 2–3 эрнелӗхе кӑна ҫитеҫҫӗ-мӗн тата предприятин ҫутӑшӑн тата налук тӳлессипе парӑмсем те пуррине палӑртаҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче пулнине кура Чӑваш Ен влаҫӗсен лару-тӑрӑва ҫирӗп асӑрхаса-сӑнаса тӑмалла. Ку шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшенче, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пуканне медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлекен Михаила Арланова шанса панӑ.
Ҫӗнӗ должноҫри пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Михаил Арлановшӑн тата коллектившӑн ҫутӑсӑр ларнипе пуҫланнӑ. Пичет ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра ларакансене ку пӑтӑрмах пырса тивмен-мӗн. Ӗҫ вырӑнӗсем улттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ «Хыпар» ачисен — «Тантӑшӑн», «Хресчен сассин», «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», «Чӑваш хӗрарӑмӗн» — вара паян кунӗпех тӗттӗмре ларма тивнӗ. Уйрӑмах телейлисен пӳлӗмӗсенче компьютерсем ӗҫленӗ.
Энергетиксен кунӗ (календарьте паян ҫак кун) ҫапла килсе тухни издательство ҫурчӗ «Чӑваш Ен» издательство умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнипе, ҫавӑншӑн лешсем ҫутӑ сӳнтерсе лартнипе ҫыхӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ.
Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем.
«Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |