Кӑрлач йӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева тӗрӗҫе асра тытса «Вышивка длиною в жизнь» (чӑв. Ӗмӗре пына тӗрӗ) курав уҫӑлӗ.
Анастасия Андреева «Паха тӗрӗ» фирмӑра ӗҫлесе ӗмӗрленӗ. 2021 ҫулта вӑл Шупашкар районӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлеме хутшӑннӑ, тепӗр ҫулхине — Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине.
«Пӗлтӗр эпир Анастасия Васильевнӑпа унӑн 65 ҫулхине халалланӑ курава уҫассине сӳтсе явма тытӑннӑччӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ», – каласа кӑтартнӑ Чӑваш тӗррин музейӗн заведующийӗ Надежда Сельверстрова.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче археологипе истори музейӗ пур-мӗн. Кун пирки Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗслекен Александр Степанов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑннипе каласан официаллӑ майпа ӑна уҫман-ха, анчах та уҫма пӗтӗмпех хатӗр. Экскурсие Николай Мясников, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ирттерчӗ — чӑн-чӑн специалист, чӑн-чӑн экскурсовод. Музей ҫав тери пуян. Тӗлӗнмелли япаласем те пур. Вӗсенчен пӗри гуннсен хуранӗ. Ӑна Тутарстанри пӗр чӑваш ялӗ ҫумӗнче тупнӑ», — хыпарланӑ вӑл.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «От древности до современности» (чӑв. Аваллӑхран паянхи кунччен) курав уҫӑлӗ. Унта Анастасия Зимина, Ксения Туктарова тата Алёна Ефимова ҫамрӑк художниксен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Вӗсем халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрсен ӗҫӗсенчи пӗрпеклӗх — мифсемпе легендӑсем, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури. Ҫав вӑхӑтрах кашни авторӑн хӑйӗн стилӗ.
Кураври экспонатсен шутӗнче – шӑрҫаран тата пӑхӑр жетонсенчен хатӗрленӗ капӑрлӑхсем, тӗрлӗ тӗслӗ керамика, графика, фотопичет.
Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Музей адресӗ: Шупашкар хули, К. Маркс урамӗ, 32-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 62-03-44.
Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.
Ӑна Николай Ытарай ҫыравҫӑ, халӑх фольклорне пухнӑ, Раҫҫейри писательсен союзӗ членӗ Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн паллӑ тӑванӗ Хветӗр Ҫитта вӑрҫӑра ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театре пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев та Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗн историне каласа панӑ.
Валентина Петровна Федот Александровичӑн сӑввисен, калавӗсемпе ҫырӑвӗсен пуххине «Пӑшалпа та, перопа та …» кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чӑваш юрӑҫи, проазикӗ тата куҫаруҫи Валентин Урташ (20.12.1924 — 18.04.1973) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Мероприяти ыран, раштавӑн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре пуҫланӗ. Литература музейӗ Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайгари ялта, Иркутск облаҫӗнчи Тайшет районӗнчи Джогино ятлӑ чӑваш ялӗнче, чӑваш культурин музейӗ уҫӑлнӑ. Вӑл пысӑках мар пулин те хӑтлӑ.
Музейра ӗлӗк чӑвашсем усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре курма, пулать. Вӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем парнеленӗ.
Музей уҫӑлнӑ хыҫҫӑн лармана пухӑннӑ. Унта ачасене наци кухнипе, йӑли-йӗркепе паллаштарнӑ, юрланӑ-ташланӑ.
Хальхи вӑхӑтра Джогино ялӗнче 600 яхӑн ҫын пурӑнать. Ӑна 1912 ҫулта Чӑваш Енрен куҫса кайнӑ ҫынсем пуҫарса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Мария Симакова ӳнерҫӗн (1934-2021) хайлавӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗрри) ят панӑ.
Мария Симакова Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ» (2008).
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Вера Блинова Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хӑйсен тӑрӑхӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Унччен Шупашкар округӗнче кун пек ӗҫе никам та пурнӑҫламан.
Халӗ Вера Блиновӑн ӗҫӗ «Бичурин тата хальхи самана» музей фондне пуянлатать.
Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Сергей Злобин хӑй пурӑнакан картише илемлетнӗ. Унта ӗлӗкхи япаласем вырӑн тупнӑ. Ҫапла уҫӑ тӳпе айӗнчи музей йӗркеленнӗ.
Сергей Злобин ӗлӗкхи япаласене тахҫанах, 30 ҫул ытла каялла Шупашкара куҫса килсен, пухма тытӑннӑ. Халӗ ав картишре тӗрлӗ экспонат пур: вӑрҫӑчченхи йӗлтӗр, йывӑҫ чашӑк, чуччу... Сергей Леонидович музея тӑвас тесе вӑхӑтне те, укҫине те шеллемен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |