
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче православи музейӗ уҫнӑ.
Республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари вӗренӳ учрежденийӗсем Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Шкулсенче православи культурине тарӑннӑн вӗренмелли классем те пур.
Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта халӗ православи культурин музейне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев, хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин, Дмитрий Нестеренко протоиерей хутшӑннӑ.

Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, истори наукисен кандидачӗн Николай Мясниковӑн лекцийӗ иртнӗ. Ӑна вӑл Апаш археологи культурин 100 ҫулхине халалланӑ.
Докладчик «Абашево. Край разукрашенных женщин и обезглавленных мужчин» темӑпа тухса калаҫнӑ, Апаш тӗмескисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче культура учрежденийӗн 85 ҫулхине халалласа пуҫтарӑннӑ. Унта поэтсемпе писательсем пынӑ.
Вӗсем музея кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсемпе сувенирсем парнеленӗ. Музей фондне библиографи кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Денис Гордеев, Альбина Юрату, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева тата ыттисем пуянлатнӑ.
Музея 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫнӑ, чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ҫул музея поэт ятне панӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта «XXIV Петровские чтения» (чӑв. XXIV Петров вулавӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлахпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Ку форума Чӑваш наци музейӗ 2001 ҫултанпа ирттерет. Унта музей сферинчи ҫивӗч ыйтусене музей ӗҫченӗсем ӑсчахсемпе тата педагогсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ.
Конференцие Чӑваш наци музейӗн пӗрремӗш директорне Михаил Петров-Тинехпие асра тытса ят панӑ.
Кӑҫалхи форума Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Чӑваш Енри Ҫар мухтавӗн музейӗ 25 ҫул тултарнине халалланӑ.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӗмпӗрти ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Курав ячӗ — «Симбирские узоры: традиционная и современная вышивка» (чӑв. Чӗмпӗрти эрешсем: йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри тӗрӗ).
Ку проект авторӗсем — Наталья Новоселец тата Сергей Кольцов. Аксессуарсене вӗсем этностиль мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, алӑпа тӗрлесе тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен эрешӗсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хупӑнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӗмпӗрти ӑста Сергей Кольцов Шупашкарта вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттинче экскурси ирттерӗ.
Экскурси тӳлевсӗр пулӗ-ха, анчах музея кӗме тӳлемелле: аслисен — 300 тенкӗ, шкул ачисен, студентсен тата пенсионерсен – 150 тенкӗ.
Сергей «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проекта хутшӑннӑ пӗртен-пӗр арҫын. Чӗмпӗр облаҫӗн карттине вӑл хӑй тӗрленӗ.

Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать.
Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Музейсемпе тӗрлӗ культура учреждейӗсем пурри, вӗсем уҫӑлни аван-ха.
Акӑ, сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти краеведенипе истори музейӗ. Ӑна 2011 ҫулхи рашта уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӑл Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ. Музей учредителӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ.
Анчах учреждени ятне ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшпа ҫавӑрттарса хунӑ. Васканӑ тес — вӑл сайта е тӗнче тетелӗнчи старницӑпа паблика хӑвӑртрах хыпар ҫырса хурасси мар. Ун пек ӗҫе васкаса пурнӑҫламасан та юрать пек...

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑлта туристсене тӗлӗнтермелли вырӑн тӑвасшӑн. Ӗнер унта ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ.
Шуршӑлта Андриян Николаев ячӗллӗ музей комплексне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавна май Сергей Артамонов унта туризм центрӗ пулмаллине палӑртнӑ. «Планетарие килнӗ турист хӑтлӑ тавралӑха та куртӑр: садсем, хӑтлӑ кафесем», - тенӗ вӑл.
Унта «Андряин сукмакӗ» тата зиплайн пулассине те палӑртнӑ.

Чӑваш Ен наци музейӗнче Совет Союзӗн Геройӗн Александр Боголюбов генерал-полковникӑн мӑнукӗ Александр Боголюбов пулнӑ.
Музейра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене вӑл арӑмӗпе, хӑйӗн аслашшӗн муралне уҫнӑ ҫӗре килнӗ. Геройӑн сӑнӳкерчӗкне Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 25-мӗш корпусӗ ҫине ӳкерсе хунӑ.
Чӑваш наци музейӗнче Александр Боголюбовпа ҫыхӑннӑ пуян материалсем упранаҫҫӗ иккен. Мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ.
Александр Боголюбов генерал-полковникпа мӑшӑрӗ Ирина Николаевна пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл Сергей ятлӑ. Сергей Александрович профессор 88-та пулин те ӗҫлет. Унӑн вара виҫӗ ывӑл. Асли, аслашшӗ ячӗлли, Александр Сергеевич — биолог, эколог, географ, биологи наукисен кандидачӗ. Унӑн арӑмӗ те Чӑваш Енрен.
