Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «От древности до современности» (чӑв. Аваллӑхран паянхи кунччен) курав уҫӑлӗ. Унта Анастасия Зимина, Ксения Туктарова тата Алёна Ефимова ҫамрӑк художниксен ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Вӗсем халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрсен ӗҫӗсенчи пӗрпеклӗх — мифсемпе легендӑсем, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури. Ҫав вӑхӑтрах кашни авторӑн хӑйӗн стилӗ.
Кураври экспонатсен шутӗнче – шӑрҫаран тата пӑхӑр жетонсенчен хатӗрленӗ капӑрлӑхсем, тӗрлӗ тӗслӗ керамика, графика, фотопичет.
Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.
Музей адресӗ: Шупашкар хули, К. Маркс урамӗ, 32-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 62-03-44.
