Утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 80 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртни пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Хӑнасем хушшинче Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн секретарӗ Валерий Полотнов, Мари Эл ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Евгений Яранов, Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗн пуканне маларах йышӑннӑ Ревель Фёдоров пунӑ.
Вернисажа уҫнӑ май унер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов мероприятие пухӑнас умӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ылмашӑнни пирки пӗлтернӗ — малашне председатель вырӑнне Андрей Анохин йышӑнӗ. Ӑна маларах иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче лартнӑ пулать.
Пӗрлӗх ҫавра ҫул тултарнӑ май ӳнер музейӗнче ятарлӑ курав уҫӑлнӑ, унта чылай ӳнерҫӗ ӗҫӗпе паллашма пулать. Тӗслӗхрен, Иван Дмитриевӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗкӗ, Юрий Зайцевӑн «Хӑмла» ӳкерчӗкӗ, Владислав Николаевӑн сӑвар хӗрӗн кӳлепи. Куравра ҫамрӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем те вырнаҫнӑ, сӑмахран, Анна Бубновӑн ӳкерчӗкӗсене курма пулать.
«Театр валли ҫуралнӑскер». Ҫак ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хальхи вӑхӑтра курав ӗҫлет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче хупӑнмалла.
Курава театр Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Нина Яковлевана халалланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн юбилейне. Кӑҫалхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗҫтешӗн пултарулӑхне халалланӑ куравпа пӗр кунхине театрӑн директорӗ Юрий Владимиров, театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев (вӑл Нина Михайловнӑн мӑшӑрӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Геннадий Медведев, Вячеслав Александров, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников тата ыттисем паллашнӑ. Халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешӗн пултарулӑхне уҫса паракан куравпа кӑмӑлтан кӑсӑкланнӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ.
Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ.
Сергей Кадикин тунӑ «Нарспи тата Сетнер» кӳлепе композицине Ӳнер музейне парнелӗҫ. Вӑл ӑна хӑйӗн юлашки ҫулӗнче хатӑрленӗ. Ҫак кунсенче Ӳнер музейӗнче шӑпах чӑваш ӳнерҫин куравӗ иртет.
Сергей Кадикин скульпурӑпа, ӳнер керамикипе ӗҫлеме кӑмӑлланӑ. Вӑл сӗрме купӑс та каланӑ, анчах скульптор ҫулне суйланӑ. Сергей Кадикин йывӑҫпа та нумай ӗҫленӗ. Темиҫе ҫулта вӑл Тӗлӗнтермӗш Николайӑн 6 турӑшне касса кӑларнӑ. Ӳнерҫӗн хӗрӗ Галина Вернер каланӑ тӑрӑх, ашшӗ Николай Можайские юратнӑ.
Сергей Кадикин куравӗнче «Нарспи» поэма тӑрӑх хатӗрленӗ скульптурӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӑл ку темӑпа 25 ҫул каялла ӗҫлеме тытӑннӑ. Консантин Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чухне Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнчи ҫӑлкуҫпа парк валли монумент хатӗрленӗ. Хӑйӗн юлашки ҫулӗнче вӑл «Нарспи тата Сетнер» композици касса кӑларнӑ. Сергей Кадикинӑн мӑшӑрӗн Людмила Кадикинӑн шухӑшӗпе ку унӑн чи лайӑх хайлавӗ.
Хальлӗхе ку ӗҫ — ҫемьен. Анчах Сергей Кадикинӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑна республикӑна парнелеме шутланӑ. Людмила Кадикина курав вӗҫленсен ҫак скульптурӑна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелесшӗн.
Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.
«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.
Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.
Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.
Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.
Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ.
Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ.
Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускаври нацисен ҫурчӗн директорӗпе Владимир Тарасовпа тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗлпулура вӗсем нацисен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче чӑвашсен ҫӗрпе сухапуҫ уявне Акатуя паллӑ тума калаҫса татӑлнӑ.
Ҫапла халӗ пӗтӗм чӑваша Мускавра иртекен Акатуя йыхравлаҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш артисчӗсем юрлӗҫ, спорт ӑмӑрӑвӗсене ирттерӗҫ, чӑваш ӳнерҫисен куравӗ пулӗ, алӗҫӗсене сутӗҫ. Унта кашниех чӑвашсем кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе туянма пултарӗ.
Мускаври Акатуй Ҫӗнӗ Басманнӑй урамӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче («Хӗрлӗ хапха» метро) 12 сехетре пуҫланӗ.
Маттур ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть 10-мӗш класра ӑс пухакансен йышӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен — пуласлӑх территорийӗ» эссе конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче регионсен хушшинче иртнӗ «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» куравра чысланӑ. Ку «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ.
Конкурсра ентешӗ палӑрнӑшӑн елчӗксем питӗ савӑнаҫҫӗ. Кушкӑ ялӗнчи шкулта вӗренекен Петр Галошев «Ӑнӑҫусем, ыйтусем, плансем» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл «Эпӗ тӑван Чӑваш Ен чечеклентӗр тесен мӗн тӑвӑп?» эссе ҫырнӑ. Енртӳҫи — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А.Торговцева.
Петр Галошева I степень Дипломпа тата парнепе чысланӑ. Унӑн ертӳҫине те ҫамрӑксене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшнӑшӑн тав хучӗпе палӑртнӑ.
Тутарстанри Нурлатра чӑвашсем наци «Уявне» паллӑ тунӑ. Унта чиновниксемпе паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Кун пирки Татар-информ сайтра хыпарлаҫҫӗ.
Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприяти программи питӗ пуян пулнӑ. Уявра чӑваш картишне туса кӑтартнӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, алӗҫӗсене куравӗпе киленме май пулнӑ.
Тутар Республикин президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ. Вӑл йӑла-йӗрке шкулта та, килте те упранасса шанса калаҫнӑ. Кунашкал уявсем ҫулсерен иртессе, вӗсен шайӗ пысӑк пуласса шаннӑ.
Уяв ҫӗре шалча ҫапнипе пуҫланнӑ. Ку лайӑх ӗҫ пуҫламӑшне кӑтартать. Унтан вӑйӑ картине тӑнӑ.
Уява Тутарстанри, Чӑваш енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Свердловск облаҫӗнчи, Мускаври, Питӗрти 100 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ.
Сӑнсем (18)
Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |