Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: карапсем

Тӗнчере

Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. Джильо, ит. Isola del Giglio) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.

Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. Генуя) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.

Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.

Сӑнсем (9)

 

Раҫҫейре

Утӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑвӗ. Ҫак кун валли Калининградри тинӗс каналӗнче ятарласа Балти флочӗн карапӗсен парадне хатӗрлеме тытӑннӑ.

Ҫарпа тинӗс парадне флотӑн 9 карапӗ хутшӑнӗ. Вӗсем — «Настойчивый» миноносец, «Бойкий» корвет, «Королев» десантсен пысӑк карапӗ, «Калмыкия» карап, «Гейзер» пӗчӗк ракета карапӗ, «Алексей Лебедев» тральщик, «Кузнецк» ракета катерӗ, «Василий Татищев» ҫыхӑну карапӗ тата «Чебоксары» хурал карапӗ.

Унччен «Про-город» хаҫат «Чебоксары» карапа Чӑваш Енӗн тӗп хулине куҫарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑткӑс ӗҫ-мӗн.

— Карапӑн хӑй тӗллӗн Питӗре ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Шутланӑ тӑрӑх, 80 000 литр топливо кирлӗ пулать. «Чебоксары» карап 1 сехетре кӑна 3 тонна топливо пӗтерет, — тенӗ командир.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71992
 

Тӗнчере

Ҫывӑх кунсенче Хура тинӗсе НАТОн тӗпчевҫӗ икӗ карапӗ — итальянсен «Эллетра» тата хрантсуссен «Дюпюи-де-Лом» ятлӑскер — Хура тинӗсе кӗмелле иккен. Вӗсем Раҫҫейӗн Хура тинӗс флочӗн ҫар объекчӗсене тӗпчемелле. Кун пирки пирӗн ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӗ пӗлтерни тӑрӑх паян ИТАР-ТАСС хыпарланӑ.

Италин «Элеттра» карапӗ Хура тинӗс акваторине виҫӗм кунах кӗмелле пулнӑ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух кӗмен. Апла тӑк вӑл халь тесен халь пырса кӗрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Францин «Дюпюи-де-Лом» карапӗ тӗпчеме тытӑнӗ. Сӑмах май, юлашкинчен асӑнни Хура тинӗсрен ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна тухса кайнӑ, халӗ вӑл тата каялла таврӑнасшӑн.

Ҫапла вара Хура тинӗсре НАТОн тӑватӑ карапӗ, кунсӑр пуҫне хрантуссен «Сюркуф» фрегачӗ тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен «Велла Галф» ракета крейсерӗ пулӗҫ. «Сюркуф» тинӗсӗн хӗвеланӑҫ пайне йышӑннӑ, «Велла Галф» — румынсен Констанц портӗнче.

Монтре конвенцийӗпе килӗшӳллӗн Хура тинӗс патшалӑхӗн мар карапсен унта 21 кунтан ытла тытӑнса тӑма юрамасть. Тепӗр майлӑ каласан, «Велла Галфӑн» тинӗсрен ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тухса каймалла, «Сюркуфӑн» ҫӗртмен 18-мӗшӗччен тытӑнса тӑма ирӗк пур.

Малалла...

 

Тӗнчере

Виҫӗмкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче, шыва чи пысӑк карапа антарнӑ — унӑн тӑршшӗ 488 метр иккен. Ӑна Кӑнтӑр Корея ҫӗршывӗнче Shell корпораци ыйтнипе Samsung Heavy Industries компани ӑсталанӑ.

Ҫак капмар карап тинӗс хӗрринчи ӑшӑх вырӑнта ҫутҫанталӑк газне кӑларнӑ ӗҫе хутшӑнӗ. Ӑҫта ӗҫлессине те палӑртнӑ — Австралин ҫурҫӗрти сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче, Брум хулинчен 475 ҫухрӑм ҫӳрҫӗр-тухӑҫалла. Ҫулталӑк хушшинче вӑл 3,6 миллион шӗветнӗ газпа тивӗҫтерме пултарӗ иккен. Карап ҫинче ҫӗре пӑралама, газа шӗветме тата упрама кирлӗ пур хатӗр те пур имӗш. Туп-тулли тултарсан унӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ 600 пин тоннӑна ҫитет. Танлаштарма: чи пысӑк аваиносеца илсен ҫак йывӑрӑшпа тан пулма улттӑ тан кирлӗ пулӗ имӗш.

Ҫӗр айӗнчен кӑларнӑ газа Prelude FLNG карап хӑй илсе ҫитерме (каллӗ-маллӗ кусиччен газ кӑларӗ ӗнтӗ), ҫак ӗҫе ятарлӑ ытти карапсем пурнӑҫлӗҫ. Карап пӗтӗмпе 25 ҫул ӗҫлемелле имӗш.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем