Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. Джильо, ит. Isola del Giglio) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.
Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. Генуя) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.
Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.
Сӑнсем (9)