
Кӑҫал Чӑваш Енре кураксене шутлӗҫ. Ку ӗҫе республикӑра пурӑнакансене те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Акцие Чӑваш наци музейӗ Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхпе пӗрле ирттерет.
Акцие кирек кам та хутшӑнаять. Кун валли анкета тултармалла. Кайран ӑна электронлӑ адреспа, пӗринпе, ямалла: chnm8@cap.ru, yakovlev_volodya@mail.ru.
Палӑртмалла: акцие Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Кураксене кашни 20 ҫулта шутланӑ. Юлашкинчен «Эткер» 1999 ҫулта шута илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: 1979 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен кураксен йышӗ 178 пинрен 73 пин мӑшӑр таран чакнӑ.

Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел вӑрман хуҫалӑхӗнче хальччен курман кайӑк асӑрханӑ. «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайӑка ӳкерсе илнӗ те ҫӑткӑн кайӑксене аван пӗлекен Игорь Карякин орнитолога кӑтартнӑ. Специалист ҫак кайӑк пӗчӗк караппӑл (вырӑсла каласан, подорлик) иккенне палӑртнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри кайӑксен тӗсӗ 289-па танлашнӑ.
Караппӑл иленнӗ вырӑнта унччен масар ӑмӑрткайӑкӗ пурӑннӑ.
Караппӑл хӑлатран пысӑкрах иккен, пӑхсан ӑмӑрткайӑка аса илтерет. Унӑн виҫи — 1,5 килограма яхӑн. Ҫунатне сарсан тӑршшӗ — 444—480 мм, амисен ҫуначӗн сарлакӑшӗ — 475—505 мм. Тӗсӗ кӑмрӑк пекрех. Ҫамрӑк кайӑксен ӳчӗ ҫинче охра евӗр пӑнчӑсем пур. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте тӗл пулаҫҫӗ, Грецин ҫурҫӗр пайӗнче те пурӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче эпизооти лару-тӑвӑвне йӗркелесе тӑрас, республикӑна сыснасен Африка мурӗ тата кайӑк грипӗ ан килччӗр тесе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланас тӗллевпе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти сунар хуҫалӑхӗнче 14 улакурака персе антарнӑ. Ҫак кайӑксен юнне илсе лабораторие тӗрӗслевсем ирттерме ярса панӑ.
Унсӑр пуҫне эпизооти лару-тӑрӑвне кирлӗ пек тытса тӑрас тӗллевпе Чӑваш Енре юлашки пилӗк уйӑхра 700-е яхӑн тилле тата 21 кашкӑра тӗп тунӑ.
Сыснасен Африка мурӗ те самаях калаҫтарать. Унран сыхланса республикӑра нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 56 хир сыснине тытнӑ.

«Тепӗр икӗ эрнерен «Птицы Чувашии» кӗнекен иккӗмӗш томӗ сутлӑха тухмалла. Паян издательствӑра сигнал экземпляра кӑтартрӗҫ. Кӗнекере ҫерҫи мар йышши 85 тӗс ҫинчен, шыв чӑхинчен пуҫласа улатакка таран, ҫырса кӑтаитнӑ. Авторӗсем — Исаков Г.Н., Глушенков О.В., Яковлев А.А., Яковлев В.А.», — ҫапла хыпарланӑ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче авторсенчен пӗри, Геннадий Исаков. «Кӗҫех... Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне», — хакланӑ хыпара кӗнекене хатӗрленӗ тепӗр автор, Александр Яковлев орнитолог.
Аса илтерер, «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ кӗнекен пӗрремӗш томӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑччӗ.

Шупашкар районӗнчи Апаш ҫывӑхӗнчи пӗвере акӑшсем пурӑнаҫҫӗ. Тӳрех палӑртар: ку кайӑка Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть. Куншӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Ытти районта пурӑнакан ҫынсем те акӑшсене курма килеҫҫӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫак кайӑксем ку пӗвене темиҫе ҫул килеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах кӑҫалхи пек йышлӑн килни ку таранччен пулман.
Светлана Федорова каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулсенче 5-6 акӑш килнӗ. Кӑҫал вара вӗсем саккӑрӑн. Ял халӑхӗн акӑшсене пӑлхантарасран асӑрханать. Хӑнасене те шӑпрах пулма ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем валли питӗ меллӗ. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑка юратакансем те хаваспах вулӗҫ.
Ҫӗнӗ кӗнеке «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Кӗнекене Л.Н.Воронов, О.В.Глушенков тата ыттисем хатӗрленӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш томӗ ҫеҫ тухнӑ-ха. Унта республикӑра тӗл пулакан кайӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Кӗнекере кайӑксен йышӗ пирки, вӗсем ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта кӑтартнӑ даннӑйсем ҫӗнӗ.
Кӗнекене ҫавӑн пекех сахал тӗл пулакан кайӑксем ӑҫта пурӑннин картосхемине илсе кӑтартнӑ.

Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ.
Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен.
2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ.

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче ҫунатне хуҫнӑ ҫӑхана усрать-мӗн. Ӑна вӑл попугайсем тытмалли читлӗхе вырнаҫтарнӑ.
Елена Петрова «Про Город» корреспонденчӗсене кайӑк унӑн килне мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑмӑн хӗрӗ урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр ҫинче кайӑка асӑрханӑ-мӗн. Тӳрех ӑнланнӑ: ҫӑханпа темӗн пулнӑ.
Хӗр ун патне ҫывӑхарах пынӑ. Лешӗ ҫунат ҫапса вӗҫсе хӑпарма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Хӗр ӑна хӗрхеннӗ те киле чупса кайнӑ, курупка йӑтса тухнӑ. Хайхискер вӑйсӑр кайӑка тытса килне йӑтса килнӗ.
Халӗ хура ҫӑхан вӗсен килӗнче пурӑнать. Хӗр ӑна тӳрех ҫӑкӑр панӑ. Выҫӑскер ӑна хапӑлласах ҫинӗ.
Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.
Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.
Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.
Шупашкар хулинчи кӳлмек яланах хӑйӗн илемӗпе, лӑпкӑлӑхӗпе, чуна паракан канлӗхпе, уҫӑ сывлӑшпа хула ҫыннисене те аякран килнисене илӗртсе тӑрать. Самаях аслӑ Атӑл юханшывӗпе киллӗнесси сумра.
Хӗл кавирӗнчен кӗҫ-вӗҫ хӑтӑлса, ҫутӑ хӗвел хӗртнипе ӑшӑнма пуҫланӑ юханшывӑм ӗнер, акан 29-мӗшӗнче хӑйӗн яланхи «пӗчек тусӗсене» кӗтсе илчӗ. «Инженерная защита» (чӑв. Инжинер хӳтлӗхӗ) АУО ӗҫченӗсем ӗнер ятарлӑ машинӑпа хулан кӳлмекне тӑватӑ акӑша килсе янӑ. Тура шӗкер, юханшывӑн ҫунатлӑ тусӗсене турттарса илсе килни чармавсемсӗр иртнӗ. Шурӑ акӑшсем Атӑл шывне хаваспах чӑмса, ирӗклӗх сывлӑшне туйса илме васкарӗҫ. Паян акӑшсем патне тата темиҫе хур-кӑвакала янӑ. Ҫапла вара уйрӑм картишра хӗл каҫнӑ хур-кайӑксем Атӑл юханшыва татах та илем кӳрекенсем пулса тӑчӗҫ.
Хӗле вӗсем ӑҫта ирттернӗ тесе ыйтсан — сивве вӗсем уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче чӑтса ирттернӗ.
