Канаш районӗнчи биологсем сайра тӗл пулакан поляр тӑманине асӑрханӑ. Палӑртмалла: юлашки 20 ҫулта ҫак кайӑка республикӑра виҫӗ хутчен кӑна курнӑ, 2010 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.
Ҫак тӑманана чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекцин директорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков асӑрханӑ. Вӑл кайӑксене 20 ҫул тӗпчет, ку таранччен вара поляр тӑманине республикӑра пӗрремӗш хут курнӑ. Унччен ӑна Чӑваш Енре сӑн ӳкерме май килмен.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра юр сахал пулни, шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсем ӗрчесе кайни ҫак тӑманашӑн лайӑх, ҫавӑнпа вӑл кунта тупӑннӑ та.
Шел те, хитре тӗслӗ тӑманана браконьерсем тытма кӑмӑллаҫҫӗ, унран катемпи тӑваҫҫӗ. Кайӑка вӗсенчен сыхлас тӗллевпе ӑна Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ те ӗнтӗ.