Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем республикӑри кашни ялтах пур. Юлашки вӑхӑтра вӗсем уйрӑмах ӗрченӗ пулмалла. Ара, саккун ҫапкаланчӑксене ятарлӑ ирӗк илмесӗр тытма, пеме чарать. Йытӑсем вара ӗрчеҫҫӗ, ҫынсене тапӑнаҫҫӗ… Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Попой ялӗ ҫывӑхӗнче те килсӗр йытӑсем йышланни, вӗсем ҫынсене тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытмалли ҫӗнӗ хака палӑртнӑ. Документра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапкаланӑк пӗр йытӑна тытмашкӑн 568 тенкӗ те 13 пуса ларӗ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи Чантӑр ялӗнче «Спецавтохозяйство» АУО ӗҫченӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытма тухнӑ. Вӗсем иккӗшне тытнӑ. Ҫакна ӗҫченсем ялти халӑх ыйтнипе тунӑ.
Вӑрмар районӗнчи Саруй ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. Ӑна урнӑ чире пула йышӑннӑ.
Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, чӳкӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл йытти тепӗр чӗрчунпа туллашнине илтнӗ. Ирхине вӑл картишре тилӗ виллине тупнӑ та кун пирки Чӑваш Енри патшалӑх ветеринари службине пӗлтернӗ. Специалистсем вырӑна килнӗ, тилӗ виллине тӗпчеме илсе кайнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫалӑха хлор извеҫӗн ирӗлчӗкӗпе дезинфекциленӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе урнӑ чиртен вакцина тунӑ.
Тилӗ виллинче урнӑ чир генӗ пуррине ҫирӗплетнӗ. Халӗ хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе пӑхсах тӑраҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци йытӑсене чип лартма тытӑннӑ. Ку процедура ыраттармасть тата сиен кӳмест тесе лӑплантараҫҫӗ тӑватӑ ураллисен хуҫисене ветеринарсем.
Пӗчӗк кӑна чипа чӗрчунӑн ӳчӗ айне вырнаҫтараҫҫӗ. Унта йытӑ ячӗ, вӑл хӑҫан ҫут тӗнчене килни, унӑн амалӑхӗпе тӗсне кӑтартни тата ытти информаци пулӗ. Ку вӑл хӑйне евӗр электрон паспорт япала темелле ӗнтӗ. Чип тӑрӑх унӑн хуҫи хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусӗ ӑҫта ҫӳренине палӑртайӗ.
Йытӑпа чикӗ леш енне каяс тесен те ҫак япала питӗ кирлӗ пулма пултарать теҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чип лартман йытӑсене ура ярса пустармаҫҫӗ иккен.
Юпан 16-мӗшӗнче Октябрь 50-ҫуллӑх урамӗнче пурӑнакан кил хуҫи хӑйӗн йыттипе лавккана ҫул тытнӑ пулнӑ. Апат-ҫимӗҫ сутакан ҫурт-йӗре йытӑпа кӗме юраманнине кура вӑл килти чӗрчуна фойенче хӑварнӑ. Лавккаран тухсан вара йытӑ хуҫи хӑйӗн чӗрчунӗ вырӑнта ҫуккине асӑрханӑ.
Тепӗр кунхине хайхи арҫын йытта — Брюссель гриффонне — вӑрланӑ тесе хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑрра шырама тытӑннӑ, кам пулма пултарнине те тӗпчесе пӗлнӗ, пуҫиле ӗҫне те пуҫарса янӑ.
Республикӑрри ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх паян вара телейлӗ хыпар паллӑ пулнӑ, хайхи йытӑ хӑйӗх киле таврӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |