Чӑваш Енри икӗ районпа хула гранта тивӗҫнӗ. 5 миллион тенке виҫҫӗшне пайласа парӗҫ. Постановлени проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Шупашкар хули 2 миллион та 202 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Районсен хушшинче вара Елчӗк тата Вӑрнар районӗсем телейлисен йышне лекнӗ. Елчӗк районне – 1 миллион та 578 пин тенкӗ, Вӑрнар районне 1 миллион тенкӗ те 220 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: ку гранта муниципалитетсене ахальтен памаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗр вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Фадеев 17 ҫул ӗнтӗ ӗнесем тытать. Унӑн – ферма.
Алексей патшалӑх программине хутшӑнса 10 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл унта пӗрре мар хутшӑннӑ. Условисемпе килӗшӳллӗн, патшалӑх проект суммин 60 прцентне финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать.
«Ферма хута ямашкӑн патшалӑх 8 миллион тенке яхӑн памалла. Ытти – хамӑрӑн. Пӗтӗмпе ферма 14 миллион тенке яхӑн кайса ларӗ. Резин матсем, ҫутӑ, вентиляци пулӗ», - каласа кӑтартнӑ фермер.
Кунсӑр пуҫне Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче 100 ӗне вырнаҫмалӑх ферма хута каять ӗнтӗ. Ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех, кирлӗ оборудование туяннӑ палӑртмалла: фермер патшалӑх пулӑшнипе сӗт нумай паракан 15 ҫамрӑк ӗне туяннӑ. Ку кӑна мар, вӑл выльӑх шутне ӳстересшӗн, пӑрусем валли тепӗр корпус тӑвасшӑн.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ Николай Филиппов пӗрремӗш хут иртнӗ «Таврида-АРТ» пултарулӑх сообществисен фестивалӗнчен грантпа таврӑннӑ. Вӑл сахал мар укҫа-тенке тивӗҫнӗ – 2 миллион та 400 пин тенкӗ.
Ҫурлан 20-26-мӗшӗсенче Крымра иртнӗ фестивале пин-пин ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче урбанистсем, архитекторсем, дизайнерсем, ӳнерҫӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, актерсем, режиссерсем, поэтсем, рэперсем, сценаристсем пулнӑ. Грант конкурсӗн хысни 87 миллионпа танлашнӑ. Фестивале вара 500 ытла ҫын заявка панӑ, вӗсенчен 130-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пирӗн ентеш Николай Филиппов та лекнӗ.
ЧПУ студенчӗн проекчӗ «ТВ-Академия» ятлӑ. Николай информатикӑпа шутлав техникин факультечӗн магистранчӗ.
«Родители 3.0» проектӑн хӑйӗн сайчӗ ӗҫлеме кайнӑ. Вӑл та ҫавӑн пекех ятлӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ валли ятарласа йӗркеленӗ, вӗсем психолого-педагогика, методика, консультаци пулӑшӑвӗсемпе усӑ курччӑр.
Малашне ашшӗ-амӑшӗ специалистсем патне онлайн мелпе ҫырӑнма пултараҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ вӑхӑта, вырӑна суйлаҫҫӗ. Юлашкинчен онлайн пулӑшун пахалӑхне те кӑтартма пултараҫҫӗ.
Ку кӑна мар, сайтра «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» проект пирки те ытларах пӗлме май пур. Унтах ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлекен специалистсем валли материалсем вырнаҫтарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: «Родители 3.0» проект унччен 14 миллион ытла тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене 200 пин тенкӗ грант парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Гранта 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ.
Ку хавхаланӑва Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш пуҫламӑш шкулӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, 40-мӗш шкул, 125-мӗш ача пахчи, 47-мӗш шкул, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ тата С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ илнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш тата 27-мӗш ача пахчисем грантлӑ пулнӑ. Етӗрнери «Росинка» ача пахчипе 3-мӗш шкул та 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Хӗвел» ача пахчи, Канашри 3-мӗш шкул, Элӗкри И.Я.Яколвев ячӗллӗ шкул, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази, Елчӗкри тата Тӑвайри шкулсем, Вӑрнар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те грантлӑ пулнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫамрӑк ӑсчахӗ тата доценчӗ Анастасия Алексеева Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Анастасия пысӑк пахалӑхлӑ синтетика сӑррисем пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Ку сӑрӑсемпе тӗрлӗ тытӑмра усӑ курма пулать. Президент гранчӗпе ҫамрӑк ӑсчах ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерӗ.
Анастасия пӗлтернӗ тӑрӑх, хатӗр-хӗтӗр, реактивсем туянма, командировка тӑкакӗсем валли ҫулсерен 600 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: хастар Настя унччен Раҫҫей Президенчӗн тата ЧР Элтеперӗн стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ.
Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ.
Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ Игорь Гусев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл унта «Ӳнерҫӗсем валли – професионаллӑ хатӗр» проект тӑратнӑ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш 250 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Игорь Гусев каланӑ тӑрӑх, кунашкал хатӗр-хӗтӗрпе вӑл ӳнерҫе вӗренекен мӗнпур студент валли мольберт тума пултарӗ. Ку вара пачах та урӑхла ӳкерӗксем тума май парӗ.
Палӑртмалла: Игорь Гусев ЧППУн ӳнерпе музыка вӗренӗвӗн факультетӗнче ӑс пухать.
24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать.
Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн.
Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн.
Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ.
Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха?
Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |