Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать.
Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ.
30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ.
Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Фотоаппарат туянасшӑн пулнӑ вӑл. Анчах ун вырӑнне вӑл ҫурӑк валашка умӗнче ларса юлнӑ.
Кун пирки арҫын полицие нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче 50 пин тенкӗ ытла фотоаппарат сутнине курнӑ вӑл. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравлсан сутуҫӑпа калаҫса татӑлнӑ та 56 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
Фотоаппарата почтӑпа ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха. Анчах курупкара чаплӑ фотоаппарат вырӑнне кивӗ кӗнекесем выртнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пенсионера ҫаратнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм патне палламан арҫын кӗрсе тӑнӑ. Хайхискер хӑйне газовик тесе паллаштарнӑ. «Газовик» газ плитине тӗрӗслеме пуҫланӑ. Пӗр плита ӗҫлемен, унпа шкап пек усӑ курнӑ. Кун пирки пӗлтерсен газовик унти япаласене кӑларма хушнӑ. Ӑпӑр-тапӑр хушшинче укҫа та пулнӑ.
Укҫана хӗрарӑм пӳлӗме илсе кайса хунӑ. Тепӗртакран арҫын ун хыҫҫӑн кайнӑ. Каярахпа хӗрарӑм 80 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ.
Арҫын 30 ҫулти пек курӑнать, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Тӗттӗм тӗслӗ тумланнӑ. Вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 02 (020) номерпе шӑнкӑралама ыйтаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм киккирикне хӗртме питӗ юратнӑ. Ӗҫлеме вара вӑл кӑмӑлламасть. Анчах халӗ унӑн пӗр вӑхӑт ирӗксӗрех тар тӑкма тивӗ. Урам тирпейлеттерме тата хӑтлӑх кӗрттерме суд йышӑннӑ. Кахалсене ирӗксӗр вӑй хуртарма ирӗк ҫук-ха. Айӑпа кӗрсен ҫавӑн пек йышӑну кӑларма вара пултараҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм айӑпа кӗнӗ те. Пӗлтӗрхи кӗрхи пӗр кун ӳсӗр пуҫпа ҫав хӗрарӑм пӗр арҫын машинине район центрне кайма тесе кӗрсе ларнӑ. Лешӗн ларкӑчӗ хушшинче портмоне выртнине курсан хӗрарӑм йӑпӑр-япӑр пуҫтарса чикнӗ те кӑштахран анса юлнӑ.
Самантрах 15 пин тенкӗлӗх пуйса тӑнӑ хӗрарӑм урапаран анса юлнӑ та юлташ-хӗрарӑмӗ патне кӗнӗ. Унтан вӗсем лавккана кайса эрех туяннӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм район центрне кайса укҫана йӑлт пӗтерсе килнӗ.
Портмонене ҫухатнӑ арҫыннӑн арӑмӗ укҫана кам вӑрланине тӗшмӗртнӗ. Ара, уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ-ҫке. Вӑл унӑн упӑшки тӑр кӑнтӑрла кама лартса ҫӳренине те, 42-ри ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм лавккана эрех туянма пынине те илтнӗ. Вӑрӑ укҫана кӑмӑлпа тавӑрса паманнине кура шар курнӑ арҫыннӑн мӑшӑрӗ йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре финанс пирамидине йӗркеленӗ ҫын тӗлӗшпе кӗҫех суд пулӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пирамида ҫынсене 68 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.
Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: 2010 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен Вӑрнар послокӗнче «Агросервис» ЯХПКК тата «Сельский двор» СКК потребитель кооперативӗсем ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче усламҫӑсем вырӑнти халӑхран упрамашкӑн 65 миллион тенкӗ илнӗ.
Саккуна пӑхӑннине ҫирӗплетнӗ пекки туса ертӳҫӗ клиентсене процентсем кӑштах тавӑрса панӑ. Анчах кооператив кӑштахран ӗҫлеме пӑрахнӑ. 335 ҫыннӑн укҫине, кооператива хунисене, вара йӑкӑртнӑ.
Халӗ ӗҫе пӑхса тухмашкӑн суда ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи ҫул ЧР ШӖМӗшӗн ҫӑмӑл килмен. Пӗрремӗшӗнчен, ведомствӑра темиҫе штата кӗскетнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, республикӑра преступленисен йышӗ ӳснӗ. Ку енӗпе ытларах Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар «палӑрнӑ».
Чӑваш Енре преступленисене уҫса парас ӗҫ лайӑх пырать. Ку енӗпе пирӗннисем Раҫҫейре 19-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисене уҫса парассипе вара кӑтартусем тата пысӑкрах. Ҫӗршывра ку енӗпе 10-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, республикӑра кунашкал преступленисен шучӗ чакнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал преступленисен йышӗ ӳсмелле. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика преступленийӗсене тӑвакансем нумайланӗҫ. Халех курӑнать ҫакӑ. Чӑваш Енре финанс пирамидисем ытларах тупӑнаҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсем 4 пулнӑ тӑк, пӗлтӗр — 27.
Экстремизм енӗпе те преступленисем ӳсме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа полицейскисен сыхӑ тӑмалла.
Шупашкарта «финанс пирамидин» ертӳҫин тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 384 ҫынна 93 миллион тенкӗлӗх лартса хӑварнӑ. Ертӳҫӗ потребитель кредичӗсен коопертивӗн пайщикӗсен укҫи-тенкине вӑрлас тесе займсем пама пӑрахасси пирки хушу кӑларнӑ. Ҫапла пӗтӗм укҫа тӳрех ертӳҫӗ патне пынӑ.
Стабильлӗхе кӑтартас тӗллевпе вӑл малтан алӑ пуснӑ договорсемпе килӗшӳллӗн вкладчиксене суммӑна тавӑрса панӑ тата процентсене тӳленӗ. «Финанс пирамиди» ҫак схемӑпа 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Унтан ертӳҫӗ таҫта тарса ҫухалнӑ.
2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, авӑн уйӑхӗнче вара ертӳҫӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнса килнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Чӑваш Енре черетлӗ ҫын вӑрӑ-хурах аллине ҫакланнӑ. Ҫак ҫын хӑйӗн урапине сутма хатӗрленнӗ. Анчах ун вырӑнне вӑл хӑй укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 27-ри арҫын тӗнче тетелӗнче урапине сутни пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа кӑштах тӳлесе хума шантарнӑ. Унӑн банк карттин номерӗсене ыйтнӑ. Лешӗ иккӗленсе тӑман — каланӑ.
Ун хыҫҫӑнах сутуҫӑ телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килнӗ: картта ҫинчен 3000 пин тенке илнӗ-мӗн. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Кунашкал ултав пӗрре мар пулнӑ. Апла пулин те республика ҫыннисем ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ, банк карттин номерӗсене палламан ҫынсене пӗлтермелле мар.
Ҫак ҫын тӗнче тетелӗнче диван сутма кӑна шутланӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Анчах тупӑш курас вырӑнне укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
ЧР ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне пӗлтерӳ панӑ хыҫҫӑн Шупашкар ҫыннине туянакан шӑнкӑравланӑ. Вӑл диван туянма, кӑштах аванс пама хатӗррине пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн диван сутакан арҫын хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кӑштахран унтан 380 пин тенкӗ ним мар ҫухалнӑ.
Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Шупашкарти полицейскисем Ҫветтуй Татиана чиркӗве патӗнче хураха тытса чарнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче ларнӑскер каллех пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хальхинче ҫак арҫын укҫа вӑрлама хӑтланнӑ. 28 ҫултискер чиркӳ патӗнче ыйтса лараканскерӗн нухратне йӑкӑртма тӑнӑ-мӗн.
«Ӑнман» ку арҫынна. Инҫех мар пулнӑ патруль экипажӗ киревсӗр ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ та йӗксӗке полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Каярах ҫакна палӑртнӑ — арҫын Муркаш районӗнчен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |