
Шупашкарта кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте машинӑсем ларнине час-часах курма пулать. Чылайӑшӗ иртсе ҫӳреме чӑрмантарать. Анчах мӗн тӑвӑн? Водительсен, ахӑртнех, «тимӗр урхамахне» стоянкӑна лартса укҫа тӳлес килмест.
Машинӑсем тротуар ҫинче ларни Алексей Лапшин автоблогера та канӑҫсӑрлантарать. Вӑл урама видеокамерӑпа ятарласа тухнӑ, тротуар ҫинчи машинӑсене хӑваланӑ.
Ленин проспектӗнчи 59-мӗш ҫурт тӗлӗнче унашкал водительсем кашни кунах тупӑнаҫҫӗ – вӗсен Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи стоянкӑра укҫа тӑкаклас килмест ахӑртнех. «Ҫуран утмалли ҫул», «Машина лартма юрамасть» паллӑсем те хӑратмаҫҫӗ вӗсене. Блогер водительсене кун пирки кӑмӑллӑн кӑна асӑрхаттарать, ҫакна видео ӳкерет. Водительсем камера курсанах машинисене хускатса тротуар ҫинчен каяҫҫӗ.
Видеона пӑхас тӑк, «Дагестан халӑхӗн общини» удостоверение кӑтартнӑ ҫын кӑна турткаланса тӑнӑ. Хайхискер машинӑран тухнӑ, тротуар ҫине сура-сура блогера ыйту ҫине ыйту панӑ: видеона хӑвах полицие ярса паратӑн-и, куншӑн сана тӳлеҫҫӗ-и, ним тума аптӑранӑран ҫапла ӗҫлетӗн-и? Ҫапах Алексей Лапшин ҫак ҫынна йӑлтах лӑпкӑн ӑнлантарса панӑ, кайран тин лешӗ машинине тротуар ҫинчен куҫарса лартнӑ.

Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Вӑл нацизма реабилитациленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хальхинче ӑна ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн килӗнче шырав ирттернӗ, шӑпах ҫавӑн чухне юраман сӑнӳкерчӗксем, 18 ҫул тултарман ачасен порнографи сӑнӗсене, тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, блогер 2016 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2018 ҫулхи юпаччен торрент-программӑпа усӑ кура ача-пӑча порнографине сарнӑ. Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе 2018 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ информацие вырнаҫтарнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри паллӑ блогер Андрей Федоров тӑван республика ҫинчен ӳкерчӗксемлӗ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет. Анчах вӑл ахаль кӑларӑм пулмӗ, блогер кӗнеки. Хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗпе Андрей Федоров Фейсбукра паллаштарнӑ.
Блогер хӑйӗн пулас кӗнеки валли хальлӗхе ҫапларах ят шухӑшласа кӑларнӑ: «Чувашия глазами блогера» (чӑв. Чӑваш Ен блогер куҫӗпе).
Блогер Чӑваш Енпе ҫыхӑ кӑсӑклӑ проектсем тӗнче тетелӗнче хальхи вӑхӑтра темиҫе пуррине палӑртнӑ. Ҫавсен шутне вӑл Максим Ивановӑн «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. Пӗр хутлӑ Чӑваш Ен), Данил Салиховӑн «ЧувЭксп», Алексей Заболотновӑн «#ПушкинвЧувашии» проекчӗсене, Александр Удиковпа Павел Шароновӑн, Илья Степановӑн районсем тӑрӑх ҫӳресе ӳкернӗ фотоотчечӗсене асӑннӑ.

Константин Ишутов блонгерӑн килти арестра ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ларма тивӗ. Кун пирки унӑн ваккачӗ Юрий Иванов Фейсбукра хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Следстви комитечӗ блогер нацизма реабилитацилет тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вакат хыпарланӑ тӑрӑх, паян килти арест срокне тӑсас тӗлӗшпе суд ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки вӗсем 20 минут маларах кӑна пӗлнӗ.
Халӗ Консантин Ишутовӑн тӗнче тетелӗпе усӑ курма, пуҫиле ӗҫ участникӗсемпе калаҫма, ахаль почтӑпа усӑ курма юрамасть. Ҫавӑн пекех унӑн каҫхи 10 сехетре пуҫласа ирхи 6-ччен килтен тухмалла мар.

Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ.
Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ.
Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ.

Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна нацизм идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 354-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра паян Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, паян ирпе Чӑваш Енӗн прокуратурине тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырусем янине пӗлтернӗ. Надзор органне вӑл пуҫиле ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн пуҫарнине тӗрӗслеме ыйтнӑ.
Сӑмах май, РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗ блогер урӑх преступленисем те тума пултарнине тӗрӗсленине те пӗлтернӗ.

Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Германи нацизмӗн идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 354.1 статйипе килӗшӳллӗн (нацизма реабилитациленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче блогера йӗрке хуралҫисем тытса чанӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче вӑл халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ материал вырнаҫтарнӑ.
Константин Ишутов айӑпне йышӑнмасть, ҫакнашкал материал вырнаҫтарманнине пӗлтерет. Унӑн ваккачӗ каланӑ тӑрӑх, юпан 6-мӗшӗнче ӑна татса чарнӑ срока тепӗр 72 сехете тӑснӑ.
Тунтикун, ыран, лару пулӗ, унта блогера килти ареста лартас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Чӑваш Енри блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. «Коммерсантъ» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах Константин Ишутов пирки пырать.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпар РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, каҫал утӑ уйӑхӗнче блогер халӑх тетелӗнче информаци материалӗ вырнаҫтарнӑ. Унӑн содержанийӗ Германи нацизмӗн идеологине реабилтацилессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Прокурор пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва саккунлӑ тата тӗрӗс тесе шутланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Ишутов поста Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Блогер айӑпне йышӑнман.

Анатолий Овчинников тата Александр Демьянов блогерсем Шупашкар хула администрацине вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑшӑн суда панӑ. Блогерсем куншӑн укҫапа саплаштарма ыйтаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Хула кунне тата Республика кунне паллӑ тунӑ чухне плакатсемпе билбордсем хатӗрленӗ. Вӗсенче блогерсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ. Авторӗсемпе вара малтан никам та калаҫса татӑлман. Плакатсемпе билбордсене Хӗрлӗ лапамри тӗп сцена ҫинче кӑтартнӑ.
Блогерсем администрацие кун пирки темиҫе те ҫырнӑ, анчах татӑклӑ хурав илеймен. Юлашкинчен пачах хуравламан. Кун хыҫҫӑн блогерсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем заявленире укҫа нумаях ыйтман.
Ӗҫе юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухӗҫ.

Питӗрти блогер Сергей тӑлӑх ачасене пулӑшать, вӗсем валли укҫа пухать. Вӑл «Твиттерта» пост туса икӗ эрнере 190 пин тенкӗ пухнӑ. Ку йӑлтах тӑлӑхсем валли.
Блогер пӗтӗмлетӳсем тунӑ май Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачан ҫырӑвне палӑртнӑ. 15 ҫулти ача ыркӑмӑллӑх валли 150 тенкӗ куҫарса панӑ. «Каҫарӑр кунта сахал пулнӑшӑн. Эпӗ 15 ҫулта, ҫакӑн чухлӗ укҫапа ҫеҫ пулӑшаятӑп. Шупашкарти Гриша» тенӗ вӑл ҫырӑвӗнче.
«Ҫын 15 ҫулта ыркӑмӑллӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланать. Ку Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ», - шухӑшне палӑртнӑ блогер.
Сӑмах май, Пушкин хулинче пурӑнакан тӑлӑхсем валли укҫа халӗ те пухаҫҫӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем ҫемье ҫурчӗсенче воспитательсемпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
