Паян Шупашкарта ҫарпа транспорт самолечӗ анса ларнӑ. Аэропортра ИЛ-76 ларнине паян хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вӗсемех «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портала самолета ӳкерсе ярса панӑ.
Форума кӗрекенсен портала сӗннӗ ӳкерчӗксенче самолет курӑнать. Ҫарпа транспорт самолечӗсӗр пуҫне полици ӗҫченӗсем, Шалти ӗҫсен министерствин машинисем йышлӑ пулнӑ.
Хӑшӗ-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта анса ларнӑ борт ҫӗршыв ертӳҫисене кӗтсе илме кирлӗ оборудовани илсе килнӗ. Пирӗн регионпа кӳршӗллӗ республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗршыв ертӳҫисем килмелле текен сас-хура та ҫӳрет. Вӗсем унта ҫитес кунсенче ҫитмелле имӗш. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мари Эл республикӑна Шупашкар урлӑ каймалла тесе калаҫакансем те пур.
Халӗ патшалӑх сусӑрсене пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшать. Чылай ҫӗрте халӗ вӗсем валли пандуссем лартнӑ. Кун пек кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗме-тухма меллӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви Шупашкарти аэропорта, вокзалсене, чукун ҫул вокзалне, автостанцисене тӗрӗсленӗ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, тӗп хулари чылай вокзал куҫ курманнисем тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли юрӑхлӑ мар.
Аэропортра сусӑрсене пулӑшмашкӑн пӗр ҫынна ҫеҫ уйӑрнӑ. Унта сусӑрсем валли икӗ кӳме пур. Анчах аэровокзал сусӑрсем валли юрӑхли ахаль ҫеҫ палӑрнӑ. Чӑннипе вара аэропорт ҫуртне ку енӗпе лайӑхлатас тесен юсаса ҫӗнетмелле. Сӑмах май, унта нумаях пулмасть Шупашкара ӑмӑртӑва килнӗ сусӑр спортсменпа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӑна аэропорт ӗҫченӗсем багаж хумалли вырӑнтан тухма сӗннӗ, мӗншӗн тесен кӳмепе анма пулӑшакан ятарлӑ хатӗр пулман. Анчах спортсмен ку сӗнӗве йышӑнман, ыттисемпе пӗрлех аннӑ.
«Ҫӗнӗ вокзалта» та кунашкал лару-тӑру. Унта та йӑлтах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ сусӑрсем валли юрӑхлӑ пулӗ. Чукун ҫул вокзалӗ тата Хулаҫум вокзалӗ хусканупа тӗрев енчен сусӑр тата япӑх илтекен ҫынсем валли ҫеҫ условисем пур.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта килнӗ спортсменсенчен пӗрипе Шупашкарти аэропортра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Замир Шкахов самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Хӑйсем утайман спортсменсене аэропорт ӗҫченӗсем йӑтса антарнӑ-мӗн. Унтисем федерацин информаци агенствисенчен пӗрне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, аэропортра сусӑрсене йӑтма хӑнӑхтарнӑ ятарлӑ ушкӑн пур.
Пӑтӑрмах пирки халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем лару-тӑрӑва право тӗлӗшӗнчен хак парӗҫ.
Шупашкарти аэропорта федераци пӗлтерӗшлисен списокне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Хушӑва ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, федераци пӗлтерӗшлӗ аэропортсен йышне 91-ен кӗнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти те.
Списока Мускаври тӑватӑ аэропорт, Питӗрти, Раҫҫей субъекчӗсен тӗп хулисенчи аэропортсем кӗнӗ. 13-ӗшӗн тӗнче шайӗнчи статус ҫук.
Паян ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкар аэропорчӗ ӗҫ-хӗлне ир-ирех чарса лартнӑ. Ара, паян 50–100 метртан нимӗн те курӑнмасть-ҫке-ха.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортра самолетсем 16 сехетчен вӗҫмӗҫ. Анчах ку тапхӑра тӑсма та пултарӗҫ. Кӑнтӑрлахи 14 сехет тӗлне аэропортра икӗ рейса яман. Вӗсем «ЮТэйр» авиакомпанин Мускаври «Внуково» аэропортӗнче анса ларакан самолечӗ. Вӑл Шупашкартан 7 сехет ҫурӑра вӗҫмелле пулнӑ. Тепри — Ӗпхӗве вӗҫекен самолет. Вӑл сывлӑша 10 сехет те 50 минутра ҫӗкленет.
Палӑртмалла: рейссене пӑрахӑҫламан, вӗсене тытса чарнӑ ҫеҫ Ҫанталӑк лайӑхлансанах вӗсем сывлӑша ҫӗкленӗҫ.
Раҫҫейрен турттаракан тӗнчери авиамаршрутсем чакаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетет Lufthansa, British Airways, SAS пысӑк компанисем кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ тӑрӑх Инженерсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн вице-президенчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Иван Андриевский.
Тӗнчери пысӑк авиакомпанисем Раҫҫей еннелли маршрутсемпе ҫӳрессине чакаранине ҫав сӑнавҫӑ самолетсене вӗҫтерни тупӑшлӑ маррипе сӑлтавлать. Тупӑшлӑ марри ҫул ҫӳрекенсем чакнипе ҫыхӑннӑ. Цифрӑсене тишкерсен ҫапах та ытлашши пысӑк мар пек те туйӑнать. Самолетпа вӗҫсе каясси тата килесси пӗтӗмӗшле 0,4 процент чакнӑ. Ытларахӑшӗ Мускав урлӑ ҫӳренине шута илсен, унти ку цифра — 0,1 процент.
Самолечӗсем вӗҫеҫҫӗ-ха, анчах ҫыннисем ытларах чухне ҫӗршыв тӑрӑх хутлани сисӗнет. Кӑнтӑр аэропортсене — Сочине, Анапӑна тата Аҫтӑрханпа Волгограда каякансем йышланнӑ. Симферополе те ытларах кайма тытӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказ порта кӗрекен хуласен те, Екатеринбургӑн, Ӗпхӗвӗн, Новосибирскӑн, Хусанӑн тата Питӗрӗн ҫынсем сахал вӗҫеҫҫӗ тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук.
Ырантан, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкартан Мускава социаллӑ самолет вӗҫме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Шупашкар аэропортӗнче ыйтса пӗлме пулать.
Самолетсем Мускавра «Внуково» аэропортра анӗҫ. Самолет Boeing 737-800 маркӑлли пулӗ. Билетсен хакӗ самолет хӑш кун вӗҫнинчен те килӗ. Ҫапах вӑл ыттисенчен йӳнӗрех.
Шупашкартан 20 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Мускавра вара 22 сехетре пулӗ. Каялла 17 сехет те 50 минутра тухӗ, Шупашкара 19 сехет ҫурӑра ҫитӗ.
Кӑсӑклантаракан ыйтусене 301-241, 301-487 номерсемпе шӑнкӑраваласа пӗлме пулать.
Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать.
Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш.
Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ.
Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ.
Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ.
Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |