«Каҫал» ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх культурисен фестивале хутшӑннӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Вӑл 2013 ҫулта Шупашкарта иртнӗ тапхӑрта йӑла-йӗрке культурине тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Сочире ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри I фестивале тата халӑх культурин куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Каҫал» унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — Каҫал тӑрӑхӗнчи туйӑн пӗр пайне — кӑтартнӑ.
Фествиале Раҫҫейри 85 тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансем тата хӑнасем пурте пӗрле Раҫҫей Гимнне юрланӑ.
Куравра Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Людмила Козловӑн алӗҫӗсем те пулнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Каҫала» дипломпа чысланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче Владимир Павлов, Светлана Лаврентьева, Николай Кисалов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова пулнӑ.
Сӑнсем (23)
Красноармейски районӗнчи халӑх кӗвви-ҫеммин «Хавал» ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи —– Николай Никоноров) ҫак уйӑхӑн 1–5-мӗшӗсенче Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче пулнӑ. Унта ушкӑн ҫавӑнта иртнӗ Чӑваш культура кунӗсене хутшӑннӑ. Уява Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсем тӗпленни 100 ҫул ҫитнине халалланӑ пулнӑ.
Халӗ вара республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Ӑна Тӗмен чӑвашӗсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи А.Архипов шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Красноармейски районӗнчи «Хавал» ансамбль Тӗмен чӑвашӗсене савӑк кӑмӑл парнеленине палӑртнӑ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Котеркассинче «Шортан» фольклор ушкӑнне республикӑн Культура министерстви халӑх ятне панӑранпа 10 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ӑна 1992 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Надежда Михайлова йӗркеленӗ, ҫавӑнтан пуҫласа паянхи кунчченех тӑрӑшса ертсе пырать. Чи пахи — Котеркасси тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине упрать, килес ӑрӑва парса хӑварассишӗн тӑрӑшать. Ахальтен мар ӑнтӗ тӗнчерен килекен хаклӑ хӑнасене «Шортан» юрри-ташшине кӑтартаҫҫӗ, чикӗ леш енчи ӗҫлӗ ҫынсем килӗсене таврӑннӑ чух «кун пек халӑх курманччӗ, сирӗнпе экономика ҫыхӑнӑвӗ йӗркелеме кӑмӑллӑ, авалхи халӑх» теҫҫӗ.
«Шортана» саламлама «Уяв» ушкӑнран, район администрацийӗнчен, ытти ҫӗртен пынӑ.
Ульяновскри пӗрремӗш чӑваш ансамблe — “Эревет” — йӗркеленсе кайнӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна палӑртса артистсем пысӑк концерт кӑтартрӗҫ. Унта кӗпeрнаттӑр пулӑшаканӗ Т. Сергеева та саламлама пынӑ. УОЧНКА ертӳҫи В.Сваев артистсене чӑваш усламҫисен “Эртел” ушкӑнӗceнe тум ҫӗлеттерсе панине пӗлтернӗ.
Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Косырев ертсе пыракан йыш Мускавра та, Шупашкарта та, ытти ҫӗрте те нумай ҫӳрет, чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарать.
“Эревете” саламлама Димитровградри “Савӑнӑҫ”, Ульяновскри “Палнай”, “Илем” ушкӑнӗсем пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |