
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ.
«Мне бы в Чебы» икӗ кунлӑх ҫулсӳреве асӑннӑ тӑрӑхри хӗр ВДНХри куравра тивӗҫнӗ. Ирина Пиленкова пирӗн тӑрӑхӑмӑрӑн куравӗпе паллашма пынӑ 10 пинмӗш ҫын пулнӑ.
Турпутевкӑсене ҫавӑн пекех «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗмсен кӗнеки) викторинӑна, «Открой бизнес в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре бизнес уҫ) вӑййа хутшӑнакансем хушшинче те выляттарӗҫ.

Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май унта чӑвашла ҫутӗҫ программи хатӗрлӗҫ.
«Родной язык чувашской сказки» (чӑв. Чӑваш юмахӗн тӑван чӗлхи) проект «Лукойл» организаци Владимир, Вологда, Ярославль облаҫӗсенче, Мари Эл, Мордва Респуликинче, Чӑваш Енре ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Грант укҫипе вулавӑш «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем = Щебет ласточек» ҫутӗҫ программине хатӗрлӗ. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли пулӗ. Ӑна чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса пукане юмахӗ лартма 7 сценари хатӗрлӗҫ.

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Александр Пӑртта 60 ҫул тултарать. Ҫавна май ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче культура учрежденийӗнче артистӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Пулас артист, драматург тата ҫыравҫӑ Красноармейски районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуранӑ. Ярославль хулинчи театр училищинчи (аслӑ шкулти) актёр факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1990 ҫулта вӑл Ҫамрӑксен театрне куҫнӑ.

Шупашкарти 11-мӗш ача пахчин психолог-вӗрентекенӗ Анна Данилова «Ҫулталӑк воспитателӗ — 2022» конкурса хутшӑнать.
Анна — ҫамрӑк воспитатель. Вӑл ача пахчинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫеҫ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн талпӑнулӑхӗпе, ӑсталӑхӗпе палӑрма пултарнӑ, ҫав енсене тӗрлӗ конкурсра кӑтартса панӑ. Кӑҫал, авӑ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог-педагог» ята тивӗҫнӗ те ҫӗршв шайӗнчи конкурса Ярославль хулине тухса кайнӑ.

Чӑваш Ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ ҫинчен Раҫҫейри турооператорсем те пӗлме тытӑнӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чулхулара «Раҫҫейӗн музей маршручӗсем» проектпа тишкерӳ тата презентаципе мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
РФ Культура министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн 6 федераци округӗнчи 12 регионта (Тӗмен, Кемӗр, Мускав, Ростов, Ярославль, Мурманск, Ленинград, Чулхула облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Мари Элта, Краснодар крайӗнче, Питӗрте) иртеҫҫӗ, Питӗрте пӗтӗмлетӗҫ.
Асӑннӑ форума Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Шуршӑлти А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисткине-пуканеҫӗне Елена Хорьковӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Елена Владимировна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки. Театрта вӑл 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Артистка 17 спектакльте 31 рольте вылянӑ.

Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата тӗп пайӗсенче машинӑсем валли ҫӗнӗ парковкӑсем пурӗ 10 ҫӗрте уҫӑлнӑ. Вӗсем ӑҫта пулассине «Уҫӑ хула» порталта халӑх шухӑшне шута илсе палӑртнӑ. «Хулари парковка вырӑнӗсене йӗрке пултӑр, меллӗх тата хӑрушсӑрлӑх хуҫалантӑр тесе йӗркелетпӗр. Вырӑна ҫитсен машинӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшламалла марри меллӗ пулнипе килӗшетӗр пулӗ», — шухӑшлать Алексей Ладыков сити-менеджер.
Малтанхи уйӑхра парковкӑсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Кайран тӳлевсӗр сехет упранса юлӗ.
Тӳлевлӗ парковкӑсем ҫӗршыври 30 ытла хулара пур: Мускавра, Питӗрте, Воронежра, Белгородар, Рязаньте, Тулӑра, Калугӑра, Тверьте, Чулхулара, Хусанта, Пермьре, Краснодарта, Ставропольте, Дон ҫинчи Ростовра, Екатеринбургра, Тӗменте, Курскра, Сочире, Красноярскра, Севастопольте, Ярославльте, Новосибирскра, Махачкалара, Ӗпхӳре. Ун пеккисем Омскра, Волгоградра, Самарӑра тата ытти хулара та уҫӑлӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул тӗленчи вӑрӑм уяв кунӗсенче пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ют регионсене кайса курнӑ. Вӗсем хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ облаҫӗпе республикипе паллашнӑ.
Пирӗн тӑрӑх та ҫул ҫӳрекенсене те кӑсӑклантарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш Енре тӗрлӗ регионти 21 пин ытла турист килнӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ Шупашкарта пулнӑ. Туристсем Хӗрлӗ тӳремре, Мускав ҫыранӗн хӗрринче, Чӑваш наци музейӗнче, Муркаш районӗнчи шыв сикки патӗнче йышлӑн ҫӳренӗ.
Чӑваш Ене килсе курнӑ хӑнасем — Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен, Дагестанран, Ярослав облаҫӗнчен тата ытти регионтан.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ.
Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ.
Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ.
