Ӗнер Чӑваш Енри 31 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ. Вӗсем тӗрлӗ сферӑра: медицинӑра, культурӑра, строительствӑра, промышленноҫра, сывлӑх сыхлавӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра, экологи тытӑмӗнче — ӗҫлеҫҫӗ.
Сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансенчен Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Игорь Журавлев врача, ав, Раҫҫейӗн Президенчӗ Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Журавлев тухтӑр анестезиологин хальхи вӑхӑтри меслечӗсемпе ӗҫре усӑ курма тытӑннӑ.
Шупашкарти электромеханика савучӗн электромонтажник-схемщикӗ Ираида Иванова та РФ Президенчӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Вӑл ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларнӑ. Савут РФ Хӳтӗлев министерствин саккасӗсене йышӑнать.
Вӗсене тата ытти маттура республикӑн Правительствин ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер чысланӑ.
Паян Шупашкарти Элкер урамӗнче ачасен ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн балансӗ ҫинче пулӗ. Академи ҫуртӗнче малтан Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ вырнаҫнӑ. Тата маларах вара ача пахчи пулнӑ.
Ача-пӑча академине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ӑна-кӑна питех чухламан ачасем унран вӑл хӑш студине вырнаҫасшӑнни пирки чупса пырса ыйтнӑ. Республика ертӳҫи пӗчӗкскерсене кӳрентермен. Питех ыйтсан ҫырӑнма хирӗҫ мар тесе хуравланӑ.
Паян уҫӑлнӑ академире тӗрлӗ студи ӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, хореографи ӑсталӑхне, бал ташшине хӑнӑхма май килӗ. Инженери, конструктор енӗпе те пултарулӑха аталантарма пулӑшӗҫ. Унтах — ал ӗҫ шкулӗсем.
Ӳнер академине уҫма 52 млн тенке хӑн уйӑрнӑ, вӗренӳ класӗсемпе залӗсене уҫма — тепӗр 13 миллион тенкӗ.
Паян Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Кадет корпусне тата Кадет паркне 180 волонтер ӗҫе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем тата влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем пур. Пулас кадетсен ашшӗ-амӑшӗ те, пурӗ 70 ҫын, шӑматкунлӑха хутшӑнать.
Строительство объектӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Генподрядчика, «Старко» тулли мар яваплӑ обществӑна тата унӑн пуҫлӑхне Андрей Александрова, паян каллех хытах ятланӑ. Ӳпкевӗ строительство организацийӗ хӑй ӗнер шантарнине паян пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ. Алӑксене тата кухня оборудованине вырнаҫтарма тытӑнмалла пулнӑ, анчах ӗҫе пуҫӑнман.
Кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме шантарнине те строительсем пурнӑҫламан.
Пулӑшма волонтерсене чӗннӗ те, анчах пӳлӗмсене тата чӳречесене ҫума шыв та пулман — ӑна кӳршӗллӗ ҫуртсенчен илсе пыма тивнӗ. Элтепер ятланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ цистернӑпа кӳрсе килнӗ. Пулӑшакансене ӗҫ хатӗрӗсемпе те туллин тивӗҫтермен.
Атӑл юханшывне таса мар шывсем юхса кӗрессине 2024 ҫул тӗлне виҫ хут чакармалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шыв ресурсӗсен федераци агенствин Атӑлҫи тӑрӑхӗн управленийӗн ертӳҫипе Александр Бариновпа тӗл пулсан шӑпах ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви Атӑла сыватас программӑна хутшӑнма федераци хыснинчен 4,7 миллирада яхӑн укҫа имле ӗмӗтленет.
Пӗлтерер, Раҫҫей Президенчӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Атӑла сыватассипе хушу кӑларнӑ.
Раҫҫейӗн пысӑк юханшывне тасатас ыйтупа кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Аҫтӑрханта «ҫавра сӗтел» иртӗ.
Александр Бариновпа Михаил Игнатьев экологипе тата шыв ресурсӗсене тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче тума пуҫланӑ кадет корпусне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унта ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунсерен тӗрӗслев ирттерет. Объектра вӑл паян та пулнӑ. Ирхи ҫиччӗре строительсене канашлӑва пухнӑ.
«Хӑвӑртлӑха чакарма юрамасть, тӗллевлӗн малашне те ӗҫлесе пымалла, нимӗнле кӑлтӑк та пулмалла мар», – асӑрхаттарса каланӑ Михаил Игнатьев.
Ачасене ҫывӑрмалли 250 вырӑнлӑх корпус хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах 150 вырӑнлине туса пӗтермен-ха. Строительсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ.
Аса илтерер, ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене, хула ҫыннисене, кадетсен ашшӗ-амӑшне явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти кадет корпусне тӑвасси малалла пырать. Унта ӗҫлекенсен йышне виҫ хут ӳстермлеле. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче хӑй ирттернӗ канашлура хытарсах каланӑ.
Строительство епле пынипе Михаил Игнатьев вырӑна тухса тӑтӑшах паллашнине палӑртнӑ. Чӑн та, ӗнер вӑл унта пулнине ҫирӗплетекен фоторепортажа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн лартнӑччӗ.
Ирхи канашлура вара республика ертӳҫи «Старко» строительство компанине хурланӑ. Ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ май рабочисен йышне виҫ хут ӳстермеллине каланӑ. Стройкӑра 300 ҫын тӑрӑшмалла-мӗн, унччен пурӗ те 90 ҫын ӗҫленӗ. Ӗнер Элтепер стройкӑпа паллашнӑ самантра унта, чӑн та, 300 ҫын тимленӗ. Ҫакна Михаил Васильевич Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене те явӑҫтарасшӑн.
Стройкӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Явӑш ялӗнче тата Патӑрьелти Крепков урамӗнче специалистсем карантина пӑрахӑҫланӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: унччен асӑннӑ тӑрӑхсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене ҫынсенчен пуҫтарнӑ, вӗсене ҫунтарса тӗп тунӑ. Чӗрӗ какайшӑн тата ҫӑмарташӑн укҫа тӳленӗ.
Халӗ унта карантин пӗтнӗ. Кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ хыҫҫӑн 21 кун иртнӗ. Ҫапах кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫак тӑрӑхсенчен ҫӑмартасене, чӑх-чӗпе урӑх ялсене илсе тухма юрамасть.
Чӑваш Енре наци проекчӗсемшӗн яваплисене ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Наци проекчӗсене, вӗсенче палӑртнӑ тӗллевсемпе кӑтартусене пӗтӗмӗшле пурнӑҫлассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин яваплӑха хӑй ҫине илӗ. Уйрӑм енсемпе вара тӗрлӗ министра ҫирӗплетнӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Безопасные и качественные автомобильные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем), «Жилье и городская среда» (чӑв. Ҫурт-йӗр тата хула таврашӗ) енсемшӗн те уйрӑммӑн яваплӑ. «Цифровая экономика» (чӑв. Цифра экономики) еншӗн —Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Производительность труда и поддержка занятости» (чӑв. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫлӗхе пулӑшасси), «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» (чӑв. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑх тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси), «Международная кооперация и экспорт» (чӑв. Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт) енсемшӗн — экономика министрӗ Владимир Аврелькин, «Экология» (чӑв.
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхин уйрӑмлӑхӗ — ӑна анлӑ тесе пӗлтерни. Унта ытти ыйтупа пӗрлех республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӑхса тухрӗҫ. Ларӑва Михаил Игнатьев Элтепер уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ.
Михаил Игнатьев ҫур ҫулхи аталанӑва пӗтӗмлетекен пухусем ҫак кунсенче районсемпе хуласенче иртнине, унта республика ертӳҫисем тухса ҫӳренине пӗлтерчӗ.
Михаил Игнатьев район-хулари пӗтӗмлетӳллӗ пухусене урӑхларах йӗркелемеллине палӑртрӗ. Республика Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, депутатсем те ыйту памаҫҫӗ. Пуху тӗллевӗ — лару-тӑрӑва пӗлсе тӑрасси, вырӑнсенчен тӗрӗс информаци илесси.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пухӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи колонире тӑрӑшакансен ӗҫ условийӗпе тата айӑплава колонире ирттерекенсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ учрежденире ларакансенчен кашнинех ӗҫлет иккен. Колонире ҫӗвӗ производстви, трикотаж тата тӗрӗ участокӗсем пур. Унта 165 тӗрлӗ япала кӑлараҫҫӗ. Нефть, газ тытӑмӗсенче, хуралта тӑрӑшакансем валли тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Колонин хушма хуҫалӑх та пур. Унта ҫӗрулми, хӗрлӗ кӑшман, нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илеҫҫӗ. Учрежденире 1994 ҫулта уҫнӑ «Дока-хлеб» (чӑв. Дока-ҫӑкӑр) пӗчӗк пекарньӑра хӑйсем валли ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ.
Айӑплава колонире ирттерекенсем ӗҫленине Михаил Игнатьев ырланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |