Паян ҫӗрле Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Кире поселокӗнче икӗ ҫын аварире вилнӗ. Инкек Ленин урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоцикла тытса пынӑ каччӑ руле итлеттереймен – йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӑй те, пассажир та вилнӗ. Водитель 21 ҫулта кӑна пулнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл мотоцикла икӗ кун маларах кӑна туяннӑ, регистрацилесе те ӗлкӗреймен.
Чӑваш Енре «Халӑх дружинникӗ» конкурс иртнӗ. Унта муниципалитет тата хула шайӗнче ҫӗнтернӗ 20 ҫын хутшӑннӑ. Конкурса Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби ШӖМпе пӗрле ирттернӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк районӗнчи Алексей Тихонов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Канаш районӗнчи Вячеслав Шпаков тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Элӗк районӗнчи халӑх дружинникӗ Эльвира Иванова йышӑннӑ.
Малти вырӑнсене тухнисене дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Улатӑрта ҫамрӑк водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл руле итлеттереймен.
Инкек авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Улатӑрти Тельман урамӗнче пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 24 ҫулти каччӑ руле итлеттереймен - йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель вӑйлах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл унта сывлама пӑрахнӑ.
Паян 12 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче, А-151 федераци ҫулӗн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Шел те, инкек ҫын пурнӑҫне татнӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа-Карнивал» машина унпа ҫула май пыракан «Опельпе-Астрӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗ «Чанган» кроссовер ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку вара «Ниссан» ҫине пырса кӗнӗ. Пур водитель те урӑ пулнӑ.
Аварире «Ниссанри» 40 ҫулти пассажир вилнӗ. Унтах пулнӑ хӗрарӑмпа икӗ ача суранланнӑ. Вӗсем ҫула май машинӑпа пульницӑна ларса кайнӑ.
Паян 12 сехет те 15 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче ача «зебра» патӗнче ҫур урлӑ каҫма тӑнӑ та машина айне лекнӗ. Ку инкек 10 ҫулти хӗрачапа пулнӑ.
Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫине кроссовер, «Киа» машина, пырса кӗнӗ. Ведомство аслисене ачасемпе ку ыйтупа калаҫма ҫине тӑрсах ыйтать. «Хӑвӑр та тимлӗ пулӑр!» - асӑрхаттарнӑ ШӖМ.
Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗ тӗлӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче «ВАЗ-2111» автомобиль ҫултан тухса кайса ҫул айккинче ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра 4 ҫын пулнӑ. Вӗсем пурте — ҫамрӑксем. 16-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Шар курнӑскерсене Канашри пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ машина рульне тытса пынӑ водитель инкек вырӑнӗнче ҫула май машинӑна ларса тарнӑ. Анчах водитель камне палӑртнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмер ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫыннӑн пулӑ тытнӑшӑн явап тытма тивӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вырӑнти юханшывра тетел лартса пулӑ тытнӑ. Унта 175 пулӑ ҫакланнӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 144,4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫынна хальлӗхе йӗрке хуралне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ.
Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ.
ШӖМре ӗҫленӗ ветеран Юлия Павлова 100 ҫул тултарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна сумлӑ уявпа саламлама килнӗ.
Вӑл 1979-1991 ҫулсенче адреспа-справка бюровне ертсе пынӑ. Юлия Павлова унта ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫынсен даннӑйӗсен банкне йӗркеленӗ. Малтан – хут ҫинче, унтан цифра формачӗпе. Унашкалли Раҫҫейре пулман та темелле. Юлия Павлова патне пӗтӗм ҫӗршывран опыт илме пынӑ.
Пенсие тухсан та вӑл ахаль ларман, ШӖМӗн профсоюз организацине ертсе пынӑ.
Ӗнер Елчӗк районӗнче пулнӑ аварире нумай ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри вырӑнтах вилнӗ.
Ку авари "Елчӗк - Курнавӑш" ҫул ҫинче 16 сехетре пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Гранта" умӗнче пыракан "Лада Калина" ҫине пырса тӑрӑннӑ. "Калинӑри" 61 ҫулти пассажирка ҫавӑнтах вилнӗ. 7 ҫынна больницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: "Лада Грантӑри" водитель ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |