Миграци сферинче йӗрке тумалли юлашки вӑхӑтра пӗрмаях калаҫаҫҫӗ. Ҫапла тума мигрантсем тунӑ преступленисен шучӗ ӳсни те хистет.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство объектӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Унта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленӗ. Вӗсен ятарлӑ документсем пулман. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн пек майпа саккуна тата тепре пӑссан вӗсене тӑван тӑрӑхне ӑсатасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Миграци саккунне пӑсакансем пирки ҫынсене йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пула ҫемье хысни 65 пин тенкӗ катӑлнӑ.
Вӗсене тӗрлӗ ҫынсем улталанӑ. 51 ҫулти арӑмӗ инвестиципе ӗҫлесе илес тесе палламан счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ. 52-ри упӑшки вара ултавҫӑсен серепине кӑшт маларах лекнӗ. Вӑл пахча валли чуччу туянас тенӗ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Мессенджер урлӑ вӑл сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна укҫа куҫарма QR-код ярса панӑ. Арҫын 20 пин тенкӗ куҫарсан хайхискер телефонне тытма пӑрахнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗарӑм хӑйӗн ӑс-тӑнне тӗнче тетелӗ урлӑ тӗрӗслес тенӗ. Кӑтартӑва пӗлес тесен 33 тенкӗ тӳлемелле тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑмӑн укҫи пулманран вӑл упӑшкин банк карттипе усӑ курнӑ.
Интернет-тест ирттерекенсем 33 тенкӗ вырӑннӗ банк картти ҫинчи 2 533 тенке илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вара ҫынсене банк реквизичӗсене пули-пулми пӗлтерме юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кафере арҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман, арҫынсенчен пӗри ӳсӗр хӗрарӑмӑн телефонне туртса илсе тарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки 37 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Ушкӑн хулари Декабристсен урамӗнчи кафере пулнӑ. Тӗрӗсрех, апатлану ҫуртӗнчен тухсан, урамра.
Ҫаратакан арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Вӑл такси тытса ларса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен. 49 ҫулти арҫын судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви полицин участокри уполномоченнӑйӗсене ӗҫ илесси пирки пӗлтерет.
Участковӑй пулса тӑрӑшас текен ҫыннӑн 18-55 ҫулсенче пулмалла. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 50 пине яхӑн ларать-мӗн. Ҫулталӑкра 40 кун кантарӗҫ, унсӑр пуҫне 24 кун таран хушма кану кунӗсем пулӗҫ. Ӗҫленӗ вырӑнта пурӑнма кӗтес пулмасан ӑна тара илсе тӑкакланнӑшӑн пӗр пайне саплаштарӗҫ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 24-11-24 е 89997560998 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла.
Канашра пурӑнакан Глеб Семенов кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче маршруткӑна ларса парикмахерские кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӗрарӑм водительпе ӳсӗр пассажир вӑрҫӑннине курнӑ. Арҫын билетшӑн тӳлемен, водителе темӗн те каласа хӑртнӑ.
11-мӗш класра вӗренекен Глеб арҫынна хӑйне йӗркеллӗрех тытма ыйтнӑ. Анчах лешне ку килӗшмен. Арҫын чарӑнура ун хыҫҫӑн тухнӑ та ӑна пӗҫҫинчен мӑйӑр катмалли хатӗрпе ҫапнӑ. Хӗрарӑм водитель тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Глеб Семенова вара ШӖМӗн тав хучӗпе чысланӑ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ.
ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ.
Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви ют ҫӗршыв ҫыннисем пирӗн патра 2022 ҫулта преступлени тунин статистикине тишкернӗ.
Йӗрке хуралҫисен капкӑнне ҫакланнисен пӗтӗмӗшле йышне илсен, Узбекистанран килнисен тӳпи мигрантсем тунӑ преступленисенчен 40 процентпа танлашнӑ, Таджикистанран килнисен — 25 процентпа, Кӑркӑстанран килнисен — 13 процентпа.
2020 ҫулхипе танлаштарсан мигрантсем 2022 ҫулта виҫӗ хут ытларах преступлени тунӑ. 2022 ҫулта вӗсем 11664 йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ.
Ют ҫӗршывран килнисенчен ытларахӑшӗ наркотикпа ҫакланнӑ. Ку енӗпе Узбекистан, Таджикистан тата Кӑркӑстан ҫыннисем уйрӑмах «палӑрнӑ».
Ҫын вӗлересси 2022 ҫулта 2021 ҫултинчен 52 процент нумайланнӑ. Ун пек фигурантсен йышӗнче — Узбекистан, Таджикистан тата Азербайджан ҫыннисем ытларах.
Паян ирпе Шупашкарта икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Вӗсем 5-мӗш тата 9-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскерсем. Пӑтӑрмах ирхи 7 сехетре пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен минисерствин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, «Николаев урамӗ» чарӑнӑва ҫитнӗ чухне 5-мӗш троллейбус водителӗ 9-мӗш маршрутпа ҫӳрекеннипе пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах транспорт пӗр-пӗр хушшинче пулмалли инҫӗше пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ.
Троллейбуссенчен пӗрин водительне, 25 ҫулти каччӑна, тата пилӗк пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ӗнер каҫхи 11 сехетре Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, Улатӑр енчен килнӗ ҫӗрте, астобус ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Автобус Чулхуларан Тольятти хулине кайма тухнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫул пӑрӑнчӑкӗнче руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварире 2 ҫын вилнӗ. 10 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР прокуратури ӑна тӗрӗслесе тӑрать. Автобусра вахтовиксем пулма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |