Кӳршӗ республикӑри, Мари Элти, арҫын Сӑр юханшывӗнче рак тытнӑ. Ҫак чӗрчуна нумай тытнӑ арҫынна транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ, раксене вара каялла шыва янӑ.
32 ҫулти арҫынна Сӑр юханшывӗн 15-15-мӗш ҫухрӑмӗнче асӑрханӑ. Вӑл – Мари эл ҫынни. Хайхискер саккуна пӑсса раксем тытнӑ. Пӗтӗмпе – 1372 рак.
Арҫыннӑн рак тытмалли 20 хатӗр пулнӑ. Вӗсем раксене харӑсах нумаййӑн пӗтӗрмелли хатӗр шутланаҫҫӗ. Арҫын ҫак чӗрчунсене тытса патшалӑха 315560 тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн тӗрмене 2 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм машина туянма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӑл хӑйне шанман, автомобиле суйлама профессионалсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑ. Пӗлтерӗве хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Пулӑшма килӗшекен «ырӑ автоэксперт» кӗҫех тупӑннӑ. Вӑл пулӑшушӑн тата пулас тӑкаксемшӗн 20 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах пулӑшакан ҫын тек сасӑ паман, тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн пӗлтерӗвне хуратнӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем шанчӑксӑр ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫарса пама сӗнмеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 8 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Злобин Дмитрий Владимирович ҫухални пирки амӑшӗ пӗлтернӗ. Ача 2012 ҫулта ҫуралнӑскер. Ӗнер вӑл 15 сехетре килтен, Йӗпреҫ поселокӗнчен, тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ ӑна хӑй тӗллӗн шыранӑ, анчах тупайман.
Арҫын ача 124 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ чухне хура-хӗрлӗ олимпийка, кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочка тӑхӑннӑ.
Паян амӑшӗ полицейскисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ, вӑл ачана тупнӑ. Ывӑлӗ чиперех, сывах. Ӑна амӑшӗ лавккара тупнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи «Аниш-Чупай» ҫул ҫинче «Лада-Приора» автомашина инкеке лекнӗ. Водитель трасса ҫинчен пӑрӑнса кайса ҫул айккине чӑмнӑ. Унта машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра пулнӑ хӗрпе каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Сиплев учрежденийӗнче каччӑ тӑна кӗреймен, вилнӗ.
Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулма пултарнӑ. Анчах вӑл ҫавна тунать иккен. Каччӑн юнӗнче эрех тупса палӑртнӑ. Унӑн водитель прави те пулман.
Пӑтӑрмах сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн укҫине палламан арҫынна шанса тыттарнӑ. Урамра мар-ха. Банк уйрӑмӗнче.
Хӗрарӑмӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрне укҫа куҫарса парасси килнӗ. Хӑйӗн банк картти пулман. Ҫавна кура вӑл палламан пӗр арҫынна пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен. Хӗрарӑм ют ҫынна 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Лешӗ ӑна малтан хӑйӗн картти ҫине хунӑ, унтан хӗрарӑмӑн хӗрӗн картти ҫине куҫарнӑ. Укҫа адресат патне ҫитиччен арҫын банкран васкаса тухса кайнӑ.
Укҫа ҫитменнине кура хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем укҫа ӑҫта кайнине палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, карттӑ номерне наборланӑ чухне арҫын е йӑнӑшма пултарнӑ, е юри улталанӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗрисем ют хулари тӑванӗсене кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Калаҫнӑ май ҫакскер ҫемье хӑнасене кӗтнине ӑнланса илнӗ.
Кӑштахран ҫав ҫын каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл пӑлханчӑк сасӑпа калаҫнӑ. Хулана кӗнӗ чухне ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне лекнине пӗлтернӗ. Руль умӗнче пынӑ чух телефонпа калаҫнӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Кӗҫех вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне телефона тыттарнӑ. Лешӗ хӑйӗнпе «лайӑх калаҫсан» видеорегистратор ҫинче ҫырӑннине хуратма шантарнӑ. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ. «ПАИ ӗҫченӗ» карас телефонӗ ҫине 8 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ.
Шупашкар арҫынни арӑмне тӑванӗсем патне тепӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӗсем чиперех иккен.
Пӑтӑрмах пирки арҫын пакунлисене пӗлтернӗ. Шанкӑравлакансем Краснодар тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта йӗрке хуралҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ирхи 7 сехет те 5 минутра Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш пайӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ урама тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫинче ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пуҫтахланаканни 35 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Пакунли хӗрарӑма унччен палламан.
Суранланнӑ полицейские пульницӑна ӑсатнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма та пуҫтарса кайнӑ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм унччен те пӑтӑрмаха пӗрре ҫеҫ мар ҫакланнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби перфораторпа болгарка вӑрланӑ ҫынна шыранине пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри пӗр ҫуртри ҫав пурлӑх пуш уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Строительствӑра кирлӗ япаласем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех ҫӗтнӗ-ха.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын япалине куҫ хывнӑ арҫын ӗҫре тахӑнмалли кӑвак ҫи-пуҫпа пулнӑ. Вӑл Чурачӑкра пӗрисем тума пуҫланӑ ҫурта кӗрсе кайнӑ. Унтан болгарка тата перфоратор йӑтса тухнӑ. Усал шухӑшпа ҫӳренӗ этеме халӗ йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Ӑна палласа илекенсене 8 (83545) 2-12-40 е 102 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче пурӑнакан виҫӗ ача бассейнра шыва кӗрекенсен япалисене вӑрланӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Яшсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ патӗнчи фонтанта шыва кӗрекенсен пурлӑхне куҫ хывнӑ. Пуҫтахсем виҫҫӗн пулнӑ. Ҫул ҫитменскерсем шыва кӗрекенсем тимлӗхе ҫухатнӑ самантпа усӑ курнӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе мала каяймӑн – йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Ачасене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тытӑмӑн профилактика учетне тӑратнӑ.
Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Подросток» (чӑв. Ҫул ҫитмен ҫамрӑк) оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртет.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ «Вятка» автоҫулӑн 13-мӗш километрӗ тӗлӗнче «Татнефть» автозаправки хыҫӗнчи вӑрман тӗлӗнче тупнӑ арҫын камне пӗлесшӗн. Вилене утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Сӑнпа пӑхсан арҫын — 50-60 ҫулсенче, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Вӑл кӑвакрах сӑрӑрах курткӑпа, сӑрӑ кӗпепе, ҫутӑ кӑвак футболкӑпа, кӑвак калпакпа, симӗҫ шӑлаварпа, резина атӑпа пулнӑ. Аллине сехет ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл тӗрлӗ эмел: индовазин, ортофен, мидокалм — илнӗ. Унсӑр пуҫне чӗлӗм туртмалли трубка тата табак пулнӑ. Спорт сумкине ҫава чикнӗ.
Арҫынна пӗлекенсене (8352) 24-21-14, 8-917-675-55-56 е 02 (102 – карас телефонӗсемпе) шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |