Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Пӑтӑрмахсем: Ӳпке-пӗвер вӑрланӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 17.01.2021 07:58 | 334 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
artichox.com сӑнӳкерчӗкӗ
artichox.com сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ.

Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.

#ШӖМ, #Патӑрьел районӗ, #Краснодар, #вӑрӑсем, #пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ, #Ростов, #Волгоград

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Барсетка вӑррине тытса чарнӑ
2020, 11, 17
Автоинспекци ӗҫченӗ тесе суйнӑ
2020, 12, 03
Киоск ҫаратнӑ ҫынна тытса чарнӑ
2020, 12, 10
Кивҫен илнӗ укҫапа ултавҫӑсене пуйтарнӑ
2020, 12, 19
Кофе тата вӑлча вӑрланӑ
2020, 12, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org